Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Усал Крахьян карчăкне ертсе кайни:
Усалсем çынна кушак пек те, йытă пек те, тĕслĕрен выльăх пек те, çын пек те курăннине калаçаççĕ. Хăшĕ тата вут пек, пысăк çын пек курнине те калаççĕ. Вĕсем çынна тĕслĕрен хĕн-хур кăтартса, çулти çынна хăратса, аташтарса пĕтерме тарăшаççĕ теççĕ.
Кушкăра пĕр Крахьян ятлă карчăк пурăннă. Пĕрре ăна мункун эрнинче çĕрле çывăрнă çĕртен хĕреснай ывăлĕ: «Атя, хреснанне, сăра ĕçме, аннесем чĕнме ячĕç», — тесе вăратса килĕнчен илсе тухса кайнă. Килне çитеççĕ тет, хăй çути пур тет, хапхине питĕрнĕ тет. «Атя, атя, хреснанне, луччĕ хапха айĕнченех кĕрĕпĕр», — тесе калать тет те хăй хапхи айĕнчен йăккăрт кĕрсе кайнă тет. Карчăк та хапха айĕнчен кĕрсе выртать тет те: «Пĕсмĕлле», — тесе калать тет. Çапла каласан пăхать тет, çурт та çук тет, нимĕн те çук тет. Карчăк авăн вучаххин алăкне икĕ енчен тытса вырта парать тет. Авăн вучахĕнче лăк тулли шыв тет. Хĕреснай ывăл пек пулса карчăк патне Усал пынă тет иккен. Чăвашсем нумайăшĕ халĕ те çĕрле тултан чĕннĕ пек сасă илтетпĕр теççĕ. Çав сасса хирĕç вара: «Пушă мар, кĕл виçетпĕр, тăвар виçетпĕр!» — тесе калаççĕ тет. 1913 ç. Кăнна Кушкинче В.Сергеев çырса илнĕ. — I, 247. Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 19:40:59 вăхăтра улăштарнă. 7160 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|