Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ултавçă пуян:
 

    Пурăннă пулнă ĕлĕк-авал пĕр пуян. Çак пуянăн пулнă виçĕ ывăл та пĕр тарçă. Ку пуян тимĕр пăрçа пек хытă пулнă.
    Пĕрре çаксем тарçипе пĕрер ана сар тулă акма шутланă. Акă çуркунне те çитрĕ, вĕсем сарă тулă акрĕç. Тулă пулса çитрĕ. Пуянăн ани хуп-хура выртать, тарçăн сап-сарă тулă тинĕс пек хумханса ларать.
    Пуян, хытăскер, тарçă туллине те хăйне илесшĕн. Тарçă парасшăн мар. Çапла вара пĕрре вăл сисмен вăхăтра хăйĕн виçĕ ывăлне тарçă ани çине илсе каять те виçĕ кĕтессине шăтăк алтма хушать, вара çав шăтăка хăйсене кĕрсе ларма калать. Вăл ачисене: «Камăн ани?» — тесен, «пуянăн» теме хушать.
    Ачисем кĕрсе лараççĕ.
    Вăл вăхăтра пуян, килне кайса, тарçине илсе те пырать.
    — Çĕр амăшĕ кама калать, ана çавăн пулать, — тет тарçăна.
    Вĕсем çитрĕç те кашни кĕтессинчен пыра-пыра ыйтаççĕ:
    — Ку кам ани? — теççĕ.
    Пурте:
    — Хуçанăн! — Пуянăн! — тесе пĕр сăмах çеç калаççĕ.
    Тарçи ним тума аптăраса йĕрсе ярать. Пуян:
    — Çĕр амăшĕ çапла хушнă та — мĕн тăвăн, — тет.
    Çапла пуян тарçăна улталанă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 01:24:17 вăхăтра улăштарнă. 13294 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005