Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Ултă хĕре çиекен:
Карчăкпа старик пурăнаççĕ. Çавсен çичĕ хĕр. Çичĕ хĕр пĕр каçрах сӳс тыллаççĕ, арлаççĕ, пир тăваççĕ, чӳхеççĕ.
Çавсем пĕрре пир чӳхеме шыв хĕрне кайрĕç. Вупăр карчăкĕ шыв хĕрне анчĕ, таканапа шывра виçĕ хутчен йăр-яр ярăнчĕ. Хĕрсем карчăка калаççĕ: — Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн? — теççĕ. Вупăр карчăк калать: — Йыттăра чарăр, — тет. Çав хĕрсен йытă пулнă. Хĕрсем киле таврăнчĕç те йыттăн пĕр урине çапса хуçрĕç. Карчăк хĕрсем патне ларма пырать. Пычĕ те юрлать: Карттин-карттин карта урлă, Карта урлă каçма пар, Çак çичĕ хĕр пуçне çиме пар,— тет. Йытă юрлать: Ляв-ляв, çитермĕп! — тет. Карчăк хӳрине тăратса тарать. Хĕрсем каллех пир чӳхеме кайрĕç. Карчăк каллех, такана çине ларса, виçĕ хут шывра чăмрĕ. Хĕрсем калаççĕ: — Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн? — теççĕ. — Йыттăра чарăр, — тет карчăк. Хĕрсем киле кайрĕç, йыттăн тата тепĕр урине çапса хуçрĕç. Карчăк пычĕ те юрлать: Карттин-карттин карта урлă, Карта урлă каçма пар, Çак çичĕ хĕр пуçне çиме пар. Йытă юрлать: Ляв-ляв, çитермĕп! Карчăк хӳрине тăратса тарать. Хĕрсем каллех пир чӳхеме кайрĕç, каллех карчăка курчĕç те калаççĕ: — Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн? — теççĕ. Вупăр карчăк каллех: — Йыттăра чарăр! — тет. Хĕрсем каллех киле кайрĕç те йыттăн пур урине те çапса хуçрĕç. Карчăк пычĕ те юрлать: Карттин-карттин карта урлă, Карта урлă каçма пар, Çак çичĕ хĕр пуçне çиме пар,— тет. Йытă вилсех каяйман: Ляв-ляв, çитермĕп! — тет. Карчăк татах тарчĕ. Хĕрсем пир чӳхеме анчĕç, карчăка ларма чĕнчĕç. Карчăк йытта чарма хушать. Хĕрсем йытта çапса пăрахрĕç те кĕлеткине пĕр кӳлĕ хĕрне ывăтрĕç. Хĕрсем киле кайса çывăрчĕç: пĕри кăмака çине, улттăшĕ сентре çине. Карчăк пычĕ те юрлать. Йытă сасси илтĕнмест. Карчăк пӳрте кĕчĕ, сентре çине хăпарчĕ, пĕр хĕре çиет. Кăмака çинчи калать: — Мĕн çиетĕн, кинеми? — Кантăр вăрри çиетĕп. — Мĕн пăрахатăн, кинеми? — Пушмак пăрахатăп. Хăй хĕр шăммисене пăрахать. Хĕрсене улттăшне те çавăн пек çирĕ. Кăмака çинчи çавна сисрĕ те анкарти хыçне тарчĕ. Карчăк та, кăштах тăрсан, анкарти хыçне тухрĕ те вăкăр пулчĕ. Йытта пăрахнă кӳлĕ хĕрне шыв ĕçме анчĕ. Кăмака çинчен анса тарнă хĕр çав кӳлĕ хĕрне пырса тăнă. Вăкăр шыв хĕрне анчĕ те, хĕр юрлать: Карчăк хырăмĕ çурăлтăр, Карчăк хырăмĕ çурăлтăр! Вăкăр хырăмĕ çурăлчĕ кайрĕ, тет. Ултă хĕр сикрĕç тухрĕç, тет. Йытă та кӳлĕрен тухрĕ те вăкăра çиме тапратрĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 00:26:04 вăхăтра улăштарнă. 13129 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|