Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ула качака:
 

    Ула качакан пăранлама вăхăт çитсен, вăрманти пĕр пысăк юманран çапла ыйтать:
    — Юман, юман, путексене пăранлама икĕ тымару хушшине вырăн памăн-ши?
    — Çук, вырăн памастăп,— тет юманĕ,— йĕкел татăлса анĕ те, путеккӳсене те, хăвна та вĕлерĕ.
    Ула качака юман çумĕнчен уйăрăлса малалла утать. Вăрман улмуççийĕ патне çитет те ыйтать:
    — Улмуççи, улмуççи,— тет, — хăвăн тураттусем айне пăранлама вырăн памăн-ши?
    — Çук, памастăп,— тет вăрман улмуççийĕ— улма татăлса анĕ те, путеккӳсене те, хăвна та вĕлерĕ.
    Ула качака вăрман улмуççи çумĕнчен уйăрăлса малалла утать. Пĕр шурă пӳрт тĕлне çитет те ыйтать:
    — Пӳрт, пӳрт,— тет,— пĕр кĕтессӳне пăранлама вырăн памăн-ши?
    — Парас,— тет пӳрчĕ.
    Ула качака пӳрте кĕрет те пĕр кĕтессине виçĕ путек пăранласа парать. Пĕр путеккине Шăпăрти, тепĕрине Катямпи, виççĕмĕшне Кăшăлти ят хурать.
    Ирхине ула качака апат пуçтарма тухса каяс умĕн путеккисене çапла калать:
    — Эпĕ апат-çимĕçсем пуçтарма каятап. Эсир, упа килсен, ăна пӳрте ан кĕртĕр, вăл сире пĕтĕмпех çисе ярать. Унăн сассийĕ мăнă, хулăн, манăн сасă çинçе,—тет.
    Ула качака вăрмана апат пуçтарма каисан, упа пырать те мăнă, хулăн сассипе юрлать:
    
Хир-хир урлă каçрăм—
Хир ути татрăм.
Вар-вар урлă каçрăм—
Вар ути татрăм. 
Йĕкел хуппи тулли çăвăм пур, 
Мăйар хуппи тулли пылăм пур, 
Енчекĕм тулли сĕтем пур. 
Уçăр, уçăр, ачасем!

    Путексем упан хулăн сассине илтеççĕ те, ку анне мар, хулăн сасăллă упа тесе, алака уçмаççĕ. Упа алăк уçăлманнине кура, пусма айне кĕрсе пытанать. Каçхине ула качака киле таврăнать те çинçе сассипе юрлать:
    
Хир-хир урлă каçрăм—
Хир ути татрăм. 
Вар-вар урлă каçрăм— 
Вар ути татрăм. 
Йекел хуппи тулли çăвăм пур, 
Мăйăр хуппи тулли пылăм пур, 
Енчĕкĕм тулли сĕтем пур. 
Уçăр, уçăр, ачасем!

    Путексем ула качака сассине паллаççĕ те хаваслансах алăка уçаççĕ. Упа килни çинчен вĕсем, пĕрне-пěри пӳлсех, ула качакана каласа параççĕ.
    — Упа сасси мăнă, хулăн. Манăн сасă çинçе. Мăнă, хулăн сасаллине ан уçăр,—тет ула качака путеккисене апат çитернĕ май.
    Тепер кунне ула качака каллех апат шырама тухса каять.
    Упа, тимĕрçĕ патне кайса, чĕлхине хайраттарса килет те çинçе сассипе юрлать:
    
Хир-хир урлă  каçрăм— 
Хир ути татрăм. 
Вар-вар урла каçрăм— 
Вар ути татрăм. 
Йěкел хуппи тулли çăвăм пур, 
Мăйăр хуппи тулли пылăм пур, 
Енчек тулли сетĕм пур, 
Уçăр, уçăр, ачасем!

    Путексем: «Анне кнлчĕ!»— тесе, алака уçаççĕ. Алăк уçакан Шапăрти упана курать те харанипе çавăнтах шăпар айне пытанать. Кăшăлти милек валашки хыçне, Катямпи кăвас чĕресě хыçне выртать.
    Упа, пӳрте кĕрсе, самсипе шăршлать те шăпăр айĕнчи Шăпăртине тупса çисе ярать. Унтан, каллех мĕн-пур вырăна ухтарса, кăвас чĕресĕ хыçĕнчи Катямпине тупса çисе ярать. Унтан каллех ухтарать, анчах Кăшăлтине милĕк валашки хыçĕнчен тупаймасăрах тухса каять.
    Упа тухса кайсанах, Кăшăлти алăка тĕкĕлесе лартать.
    Каçхине ула качака таврăнать те алăкра юрлать-юрлать, çапах та алăк уçăлмасть. Кăшăлти, каллех упа килсе юрлать пуль тесе, хăранипе алăкне уçман. Ула качака, путексене упа çисе янă пуль тесе, сасăпах йĕрсе ярать. Çакна Кăшăлти илтет те алăка уçать, упа килсе Шăпăртипе Катямпине çисе яни çинчен калать.
    «Упапа туслă пулас пулать»,—шухăшлать ула качака.
    Тепĕр кунне ирех ула качака Кăшăлтине хăйпе пĕрле илет те, упана шыраса, вăрманпа пырать. Вăрманти пĕр уçланкăра упа канса выртнине курать те, ун патне пырса, сăмах хушать:
    — Упа,— тет,— атя туслашатпăр.
    — Туслашар,— тет упи.
    — Упа тус, эсĕ вырт, эпĕ сан урлă малтан сиксе каçăп, кайран — эсĕ.
    — Юрать,— тет упи.
    Ула качака упа çывăхнелле сиксе пырать те ун урлă вăрт сиксе каçать:
    — Халĕ эсĕ ман урлă сиксе каç,— тет.
    Упа ула качака çывăхне чупса пырать те ун урлă сиксе каçма тăрать. Ула качака мăйракисемпе уна хырăмне çаклатса çурса пăрахать. Упа хырăмĕнчен Шăпăртипе Катямпи сиксе тухаççĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 01:04:15 вăхăтра улăштарнă. 9206 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005