Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Улăппа çăткăн Алтăркуç:
Пурăннă, тет, çĕр çинче, Алама çĕршывĕнче, пĕр куçлă,- элес-мелес хапаллă, чурăс чунлă çăткăн Алтăркуç. Пĕр куç анчах пулин те, хăй вăл таçти-таçтине те курнă, тет. Хырăмне унне пĕрре çинĕ чухне çитмĕл вăкăр, вăтăр касмăк шерпет кĕнĕ, тет. Алама çĕршывĕнчи пĕтĕм халăх çав Алтăркуçшăн ĕçлесе пурăннă, тет, çав Алтăркуçа тăрантарса усранă, тет.
Алтăркуçа Алама çĕршывĕнче хуçа пулса пурăнни кăна çитмен, тет, Улăп паттăр çĕрне-шывне туртса илес шухăш пырса кĕнĕ, тет, ун пуçне. — Малашне Улăп паттăр та ман кĕтӳçĕ пултăр, ман кĕтĕве кĕттĕр! Мана вăйлă кěтӳçĕ кирле,—тесе ахăрашма пуçларě, тет. Улăп, çак сăмахсене илтсен, хăнк та тумарĕ, тет. — Çаткăн кĕтӳçи пулас çук, ятăма та варалас çук. Эсреметрен хăраса, кут тивěртсе тарас çук. Тытăçассу килсессĕн, атя, тух хир варрине,— тесе каларě, тет, Улăп паттăр Алтăркуçа хирěç. Çапла каларě, тет те, Атăл хěррине, çеçенхир варрине, тухса тачĕ, тет. Леш Усал килсе çитнĕ çитмен тытăçса ӳкрĕç, тет. Пĕрнĕ-пĕри лăскаççĕ, тет, пĕрне-пěри хěсеççĕ, тет. Кĕрешсен-кěрешсен, лутăркансан-лутăркансан, Улăп хайхи, юлашки вăйне пухса, хытă кăна хĕссе леш усала пĕлěтелле çĕклерĕ, тет. Лешĕн Шăршлă сывлăшĕ пăшăл персе тухрĕ, тет. Çав шаршлă сывлăшра кăна пулнă, тет, Алтăркуçăн вăйĕ. Улăп вара çăткăна çичĕ тинěс леш анне ывăтрĕ, тет, кăларса. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-11 22:33:44 вăхăтра улăштарнă. 8332 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|