Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тӳнине шыракансем:
Пĕр пӳртре карчăкпа унăн çитĕннĕ хĕрĕ пурăннă. Çулла çынсем хĕрсе тырă выраççĕ, ку амăшĕпе хĕрĕ хире тырă вырма пĕрре те тухмаççĕ.
— Эпĕ вилес карчăк, кăçал вилсен эпĕ тырă вырни ахалех харама юлать. Çавăнпа манăн тырă вырма тухас мар пуль, — тет карчăкĕ. Хĕрĕ калать: — Эпĕ çитĕннĕ, качча каяс хĕр. Мĕн тăвас манăн тырă вырса? — тет. Тĕрĕ тытать те, сулхăнта тĕрĕ тĕрлесе, юрласа ларать. Амăшĕ çăм арлать. Çынсем мĕнпур ĕçлеме пултараканни пурте хирте шăрăхпа пиçсе ĕçлеççĕ. Ку карчăкпа хĕре килте сулхăнта ларма пит аван. Çынсем тырă вырса, хиртен пуçтарса кĕчĕç, авăн çапаççĕ. Кĕркунне пулса килет. Çынсем мĕнпур ĕçне пĕтĕмпе туса пĕтерчĕç, тырри-пуллине кĕлет тулли тултара-тултара хунă. Сăра туса, ĕçкĕ-çикĕре çĕмĕрĕлеççĕ. Хура кĕр çитрĕ. Пушанса юлнă хирте карчăкпа хĕр тырри пĕр-пĕччен тăлăххăн ларать. Юр та çăва пуçларĕ. Вилес карчăк вилеймен, качча каяс хĕр каяймарĕ. Иккĕш те пĕрлех пурăнаççĕ. Çимелли пĕтрĕ. Мĕн тавас? Хирти тырра кĕрт хӳсе кайнă. Выçă ларас килмест. Амăшĕпе хĕрĕ тырă вырма каяççĕ. Кĕрĕк-сăхман тăхăнчĕç. Пĕри юр хырма кĕреçе илчĕ, тепри çурла илчĕ, кайреç тырă вырма. Килĕнчен тухсанах, кусене кӳршĕ арçынни курчĕ те ыйтать: — Эсир ăçталла каятăр капла? — Тырă вырма каятпăр, — теççĕ лешсем. — Хĕлле ĕнтĕ, мĕнле тырă выратăр? Пĕтрĕ ĕнтĕ вăл тырă вырасси. Атьăр сире пашалу туса пурăнмалăх урпа парса ярам, — терĕ те кӳршĕ çынни карчăкпа хĕре хăй патне ертсе кайрĕ. Кĕлетне уçса, карчăкпа хĕр валли калама çук аван, таса шултра урпа тăватă михĕ тултарса хучĕ. Хĕр урпана ывăçласа илчĕ те пăхать: — Тӳнĕ-ши ку урпана? — тет. Кӳршĕ калать: — Тӳмен, эсир тӳнине шырама тухнă-и? Сире тӳни кирлĕ пулсан, эсир тӳнине кайса шырăр, — терĕ те кĕлетне шалт питĕрсе хучĕ. Карчăкпа хĕр пăхкаласа юлчĕç. Кĕреçепе çурлине йăтса, хăйсен ани çине тырă вырма лапсăртатрĕç. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:39:00 вăхăтра улăштарнă. 8465 хут пăхнă. | |
|