Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Туй-Тупалак:
 

    Ěлĕк пĕр карчăкпа пĕр старик пурăнаççĕ, тет. Вĕсен ача-пăча пĕртте пулман, тет. Çавăнпала çак ватăсем питĕ куляннă. Вĕсен епле те пулсан ачаллă пуласси килнĕ.
    Пĕрре, ыран тунти пасар тенĕ чух, карчăк пăрçа нимри пĕçерчĕ те старикне тепĕр кунне ăна сутма пасара ячĕ. Старик, тавлашсан-тавлашсан, нимĕре пилĕк пуса сутрĕ те киле таврăнать. Çул çинче ăна хирĕç пĕр çын качака çавăтнă та пасаралла пырать. Старик качака хуçине калать:; "
    — Сут мана ку качакана!-тет.
    — Сутатăп, мĕн чул паратăн?—тет качака хуçи.
    — Пилĕк пус парăтăп,—тет старик.
    Качака сутакан пилĕк пус укçана илчĕ те качакана старике тыттарчĕ. Таврăнать ку качака çавăтса килелле.
    Пырать, пырать, пырать. Ăна хирĕç тепĕр çын ĕне çавăтса пырать. Ěне хуçи старике калать:
    — Тавай качакапа ĕне улăштарар!—тет.
    — Улăштарар,—тет старик. Улăштарчĕç: ĕне хуçи старике ĕне
    пачĕ, старик ĕне хуçине качака пачĕ. Пырать ĕне çавăтса старик килелле.
    Пырсан-пырсан, каллех тепĕр çын тĕл пулать. Ку çын старике хирĕç ут çавăтса пырать. Ут хуçи калать:
    — Тавай ĕнепе лаша улăштарар! —тет.
    — Улăштарар!—тет старик.
    Улăштарчĕç. Пырать старик лаша çавăтса килелле. Хăйсен ялне çитерехпе тăвайкки çинелле старике хирĕç икĕ туяллă суккăр такăлтатса хăпарать. Старик лашапа хирĕç килнине сисрĕ те суккăр калать:
    — Тавай, старик, лашапа туя улăштарар!— тет.
    — Ма улăштарас мар, улăштарар!—тет.
    Улăштарчĕç. Суккăр лаша çине утланчĕ те ту çинелле хăпарса кайрĕ. Старик икĕ туяна икĕ хул хушшине хупрĕ те хĕпĕртесе ту айнелле такăлтаттарса анать.
    — Э-э-э, ку туясемпе çӳреме пит аван-иç!—тет старик.
    Киле çитсен, старик туйисене пӳр-тӳм çумне тăратрĕ те пӳрте кĕчĕ. Карчăкĕ ыйтать:
    — Старик, нимěре мĕн чула сутрăн?—тет.
    Старикĕ:
    — Пилĕк пуса сутрăм!—тет.
    — Укçи ăçта?—тет карчăкĕ.
    — Качакапала улăштартăм!— тет старик.
    — Качаки ăçта?—тет карчăкĕ.
    — Ěнепеле улăштартăм,—тет старик.
    — Ěни ăçта?— тет карчăк.
    — Лашапала улăштартăм,— тет старик.
    — Лаши ăçта?—тет карчăк.
    — Пĕр суккăрпă туяпала улăштартăмăр,—тет старик.
    — Туйи ăçта — тет карчăкĕ каллех.
    — Пӳртӳм çумне тăратрăм,—тет старик.
    — Илсе кĕр-ха пӳрте туюна,—тет карчăк.
    Старик тухрĕ те туйисене-пӳртум çумĕнчен пӳрте илсе кĕчĕ. Карчăк туясене илчĕ те тапратрĕ старике хĕнеме.
    — Ак сана туяпа лаша! Ак сана туяпа лаша!—тет.
    Хĕртрĕ-хĕртрĕ те — туясем татăкăн-татăкăн ванса пĕтрĕç. Макăра-макăра старик туя ванчăкĕсене пĕр миххе пухрĕ те кĕлете каштана кайса çакрĕ. Каç пулчĕ, ватăсем выртса çывăрчĕç.
    Тепĕр кунне ирхине старик тула тухрĕ те ача сасси илтех кайрĕ. Старик итлет-итлет те, ача сасси тем кěлетрен илтĕннĕ пек туйăнать. Старик, кĕлет уçса кĕрет. Пăхать — ĕнер çакса хунă михĕ силленсе тăрать, ун ăшĕнче ача çарилеттерсе кăшкăрать. Çĕр каçиччен туя шанкисенчен ача пулса тăнă иккен.
    — Карчăк, карчăк! Пирĕн кĕлетре ача пур!—кăшкăрать савăннипе старик.
    Карчăкĕ те тухать те пăхать, чăнах та, кĕлетре ача пур. Ватăсем ачана михĕрен кăлараççĕ те пӳрте илсе кĕреççĕ. Ачи—ывăл. Савăннипе иккĕшĕ нимĕн тума пĕлмеççĕ. Карчăки старикне туясем тупса килнĕшĕн тав тăвать, старикки карчăкне хĕртсе туясене шанкăланăшăн тав тăвать. Ватăсем ачана туяран пулнăран Туй-Тупалак тесе ят пачĕс.
    Туй-Тупалак мĕн ӳснĕçемĕн маттурланса пырать. Чупакан пула пуçласан, урама ачасемпе выляма çӳрет. Анчах пĕртте ытти ачасем евĕрлĕ мар вăл: Туй-Тупалак питĕ вăйлă, питĕ харсăр. Юлташĕсемпе хăйпе тантăшшисемпе, хăйĕнчен аслисемпе—пуринпе те кĕрешет, пуринпе те çапăçать: хăшĕнне урине ыраттарать, хăшĕнне аллине мăкăлтать, хăшĕнне янахне пăра-пăра лартать. Туй-Тупалакпа çыхланма пурте хăраççĕ. Çич-сакăр çулхи Туй-Тупалака вунçич-вунсакăр çулхи ачасем нимĕн вырăнне те мар. Туй-Тупалак кунĕн-çĕрĕн ӳссе паттăрланса пырать. Унпала вăйпа танлашма пултаракан, ăна çĕнекен ялта та çук, таврара та çук. Туй-Тупалак—тĕнчере çук паттăр.
    Вăтăр çула çитсессен Туй-Тупалак вăтăр иăт туртакан хĕç, вăтар пăт туртакан пăшал, вăтăр пăт сухари илчĕ те кайăка тухса кайрĕ. Пырать,
    пырать, пырать. Çул çинче хĕвел ывăлĕ Хĕветке тĕл пулать.
    — Аçта каян, Туй-Тупалак пичче?—тет Хĕветке.
    — Кайăка каятăп,— тет Туй-Тупалак. — Мана та илсе кайччĕ,—тет Хĕветке.
    — Çак сухарие йăт, вара илсе кайăп,—тет Туй-Тупалак.
    Хĕветке сухарие йăтрĕ те пырать текмекленсе. Пырсан-пырсан Хĕветке калать:
    — Туй-Тупалак пичче, ывăнатăм, пăртак ларса канар-ха,—тет.
    Туй-Тупалак:
    — Ларса кантарăп сана! Хĕçпе касса пăрахăп!—тет.
    Хĕвел ывăле Хĕветкен хăранипе ывăнни те таçта кайса кěчĕ. Пыраççě текмекленсе.
    Кайсан-кайсан, вĕсене уйăх ывăлě Уйăп тĕл пулать.
    — Ăçта каятăр кăплă эсир, Туй-Тупалак пичче,— тет Уйăп
    — Кайăка каятпăр, —тет Туй-Тупалак.
    — Мана пĕрле илсе кайччě, Туй-Тупалак пичче,—тет Уйăп.
    — Çак пăшала йăт, вара илсе кайăп,—тет Туй-Тупалак
    Уйăп пăшала йăтрĕ те тышекленсе пырать. Кайсан-кайсан:
    — Туй-Тупалак пичче, ывăнтăм, пăртак ларса канар-ха, —тет вăл.
    — Ан шарла: хĕçпе касса пăрахăп! — тет Туй-Тупалак.
    Уйăх ывăлĕ Уйăп хăранипе шапах пулчĕ. Пыраççĕ текмекленсе.
    Пырсан-пырсан, кусене упа ывале Утаман тĕл пулать. Упа ывăлĕ Утаман калать:
    — Ăçта каятăр, Туй-Тупалак пичче?—тет.
    — Кайăка каятпăр, — тет Туй-Тупалак.
    — Мана та илсе кайăрччĕ,—тет Утаман.
    — Ак çак хĕçе йăт, вара илсе кайăп,—тет Туй-Тупалак.
    Упа ывăлĕ хĕçе йăтрĕ те пырать текмекленсе. Пырсан-пырсан:
    — Туй-Тупалак пичче, ывăнтăм, партак ларса канар-ха,— тет упа ывăлĕ Утаман.
    — Ан шарла! Хĕçне туртса илсе, пĕрре çех касса пăрахăп, — тет Туй-Тупалак.
    Упа ывăлĕ шăпах пулчĕ. Пыраççě текмекленсе.
    Кайсан-кайсан, пĕр сĕм вăрмана çитсе кĕчĕç. Шутларěç-шутларĕç те
    тытăнчĕç йывăç касса пӳрт пурама. Пуртă вырăнне вĕсем хĕçпе ĕçлеççĕ. Пĕр эрне хушшинче пӳрт хатĕр туса лартрĕç.
    Пурнаççĕ çак пӳртре. Сухари пĕтсе çите пуçларĕ кусен. Канашларĕç те кайăка каймалла шут турĕç. Тавлашрĕç-тавлашрĕç те тепĕр кунне тухса каймалла калаçса татăлчёç, хĕвел ывăлĕ Хĕветкене апат пĕçерме киле хăварма йышăнчĕç.
    Ир çинче виççĕшĕ — Туй-Тупалак, уйăх ывăлĕ Уйăп, упа ывăлĕ Утаман — кайăка тухса кайрĕç. Хĕветке килте апат лакăртаттарма тапратрĕ. Апат пиçсе çитсе антарса лартас тенĕ чух килкарти алăкĕ умне чике тăршшĕ старик, шап-шурă лаша утланнă, килсе тăчĕ.
    — Хуçи пур-и?— тет чике тăршшĕ старик.
    — Пур! — тет хĕвел ывăлĕ Хĕветке.
    — Йăтса антар, йăтса кĕрт!—тет чике тăршшĕ старик.
    — Ху та кĕрĕн!—тет Хĕветке.
    — Атту çисе ярап!—тет чике тăршшĕ старик.
    Хĕветке хăпăл-хапăл чупса тухрĕ те чике тăршшĕ старике йăтса кĕртрĕ, тĕпелти сак çине лартрĕ. Чике тăршшĕ старик вучахра апат хуранĕ вěресе тăнине курчĕ те ыйтать:
    — Вучахра санăн мĕн лакăртатса тăрать вăл?—тет.
    — Яшка,—тет Хĕветке.
    — Антарса пар мана, атту çисе ярап!—тет чике тăршшĕ старик.
    Хĕветке яшкана антарса пачĕ те, чике тăршшĕ старик ăна йăлт çисе ячĕ. Хĕветке чике тăршшĕ старике йăтса кăларса ярать те, хăпăл-хапăл хуран çуса, çĕнĕрен апат çакса ярать. Кĕç, вĕренĕ-вĕремен, Туй-Тупалаксем килсе çитрĕç. Туй-Тупалак ятлаçать:
    — Мĕн туса пурăнтăн ку таранччен апат пĕçереймесĕр?!—тет. Ятларĕ-ятларĕ те, апат çисе каç пулсан, выртса çывăрчĕç. Хĕветке чике тăршшĕ старик çинчен шăп.
    Тепĕр кунне ир тăчĕç те каллех кайăка тухса кайрĕç, киле уйăх ывăлĕ Уйăпа хăварчĕç. Апат пиçсе çитсен, хай чике тăршшĕ старик, шап-шурă лаша çине утланнă, каллех кил-карти алăкĕ умне килсе тăчĕ.
    — Хуçи пур-и?— тет старик.
    — Пур! — тет уйăх ывăлĕ Уйăп.
    — Йăтса антар, йăтса кĕрт!—тет чике тăршшě старик.
    — Ху та кĕрĕн!—тет Уйăп.
    — Атту çисе ярап! — тет старик. Уйăп хăпăл-хапăл чупса тухрĕ те
    чике тăршшĕ старике, йăтса антарса, йăтса кĕртсе, тĕпелти сак çине лартрĕ. Вучахра хуран вĕресе тăнине курчĕ те чике тăршшĕ старик ыйтать:
    — Вучахра санăн мĕн вĕресе тăрать вăл?—тет.
    — Яшка!—тет Уйăп.
    — Антарса пар мана, атту çисе ярап!—тет старик.
    Уйăп яшкана антарса пачĕ те, старик ăна йăлт çисе ячĕ. Чике тăршшĕ старике ăсатса ярать те Уйăп, хăпăл-хапăл хуран чӳхесе çĕнĕрен яшка çакса ярать. Яшка вĕренĕ-вĕремен Туй-Тупалаксем персе çитрĕç. Туй-Тупалак каллех ятлаçать.
    — Ку таранччен, апат пĕçереймесĕр, мĕн туса пурăнтăн?!—тет.
    Апат çирĕç те, каç пулсан, выртса çывăрчĕç. Уйăп чике тăршшĕ старик çинчен шăп.
    Ир тăчĕç те каллех кайăка тухса кайрĕç, киле упа ывăлĕ Утамана хăварчĕç. Апат антарса лартас вăхăта килкартн алăкĕ умне шап-шурă лаша çине утланнă чике тăршшĕ старик килсе тăчĕ.
    — Хуçи пур-и?—тет.
    — Пур!—тст Утаман.
    — Йăтса антар, йăтса кĕрт!—тет старик.
    — Ху та кĕрĕн!— тет Утаман.
    — Атту çисе ярап!—тет чике тăршшĕ старик.
    Утаман тухрĕ те, йăтса антарса, пӳрте йăтса кĕртсе, малти сак çине лартрĕ. Вучахра апат вĕресе тăнине курчĕ те чике тăршшĕ старик ый-тать:
    — Вучахра санăн мĕн вĕресе тă-рать?—тет.
    — Яшка!—тет Утаман.
    — Антарса пар ăна мана, атту çисе ярап!—тет старик.
    Утаман яшкана антарса пачĕ те, чике тăршшĕ старик йăлт çисе ячĕ. Старике ăсатса ярать те Утаман, хăпăл-хапăл хуран чӳхесе, яшка çакса ярать. Вĕренĕ-вěремен Туй-Тупалаксем персе çитрěç. Туй-Тупалак татах ятлаçать.
    — Апат пĕçереймесĕр, ку таранччен мĕн туса пурăнтăн?!—тет.
    Апат çирĕç те, каç пулсан, выртса çывăрчĕç. Утаман чике тăршшĕ старик çинчен шăп.
    Тепĕр кунне Туй-Тупалак киле хăй юлчĕ. Лешсем кайăка хăйсем ăссĕнех тухса кайрĕç. Туй-Тупалак апат çакса ячĕ те пĕçерсе ларать. Вучахран антарса лартас вăхăтра кил-карти алăкĕ умне чике тăршшĕ старик килсе тăчĕ, хăй шап-шурă лаша çине утланнă.
    — Хуçи пур-и?—тет чике тăршшĕ старик.
    — Пур!— тет Туй-Тупалак.
    — Йăтса антар, йăтса кĕрт, —тет старик.
    — Ху та кĕрĕн! — тет Туй-Тупалак.
    — Атту çисе ярап! — тет старик.
    — Ху та кĕрĕн! — тет Туй-Тупалак.
    Эй, хай чике тăршшĕ старик çилленчĕ те Туй-Тупалак патне пӳрте çемĕрĕлсе чупса кĕчĕ. Туй-Тупалака тытрĕ те тапратрĕ унпа кĕрешме, ăна кăшлама. Туй-Тупалак чике тăршшĕ старике тытрĕ те çавăрчĕ çапрĕ, çавăрчĕ çапрĕ. Унтан тула илсе тухрĕ те, туратлă юмана варринчен çурса, старике сухаллинчен юман çурăкне хестерсе хучĕ.
    Хĕветке, Уйăп, Утаман, кайăк тытса, часах киле таврăнчĕç.
    — Паян эпĕ пĕр кайăк тытрăм! Акă сире кам вупкăнласа тăнă! Атьăр-ха сире кăтартам,—тет Туй-Тупалак хăй юлташĕсене.
    Юман кутне çитрĕç. Пăхаççĕ —чике тăршшĕ старик çук. Юман çурăкĕнче пĕр юнла сухал анчах çакăнса тăрать. Чике тăршшĕ старик сухалне янах тирĕпе сӳсе хăварса анса тарнă, хыçалтан юн юхса йĕр туса пынă. Çак йĕр тăрăх Туй-Тупалаксем кайрĕç йĕрлесе.
    Кайсан-кайсан, юнлă йĕр пĕр шăтака пырса кĕнĕ. Туй-Тупалак шăтăка выртса пăхрĕ те — шăтăкăн тĕпĕ-йĕрĕ те курăнмасть. Шăтăк аялти çанталăка анса каять. Халĕ ĕнтĕ кусем аялти çанталăка анма шут турĕç. Вĕрен яврĕç-яврĕç те шăтăка вĕрен тăрăх хĕвел ывăлĕ Хĕветкене антарса ячĕç.
    — Вĕрен кĕске пулсан, кăрт-карт турт!—терĕ Туй-Тупалак Хĕветкене.
    Хĕветке пĕр пӳртумне анса тăчĕ. Пӳртумĕнче сак çинче чике тăршшĕ старик чĕп-чĕр юн ахлатса выртать:
    — Ах, ах, ку Туй-Тупалак пуçне хăçан та пулсан çийĕп-çийĕпех! Ах, ку Туй-Тупалак пуçне çийĕп-çийĕпех!—тет.
    Хĕветкен хăранипе çӳçпуç пĕтĕмпе тăрса кайрĕ. Вĕрене кăрт-карт туртрĕ. Кĕç Хĕветкене туртса хăпартрĕç.
    Вĕрен яврĕç-яврĕç те уйах ывăлĕ Уйăпа антарса ячĕç.
    — Вĕрен кĕске пулсан, кăрт-карт турт!—терĕ Туй-Тупалак.
    Уйăх ывăлĕ Уйăп анса кайрĕ. Пӳртумĕнче чике тăршшĕ старик чĕп-чĕр юн яхлатса выртать:
    —Ах, ах, ку Туй-Тупалак пуçне хăçан та пулсан çийěп-çийěпех! Ах, ку Туй-Тупалак пуçне çийěп-Çийěпех!—тет.
    Уйăп хăранипе вěрене кăрт-карт туртрĕ. Ăна пĕр самантрах туртса хăпартрĕç.
    Татах вĕрен явреç-явреç. Упа ывăлĕ Утамана антарса ярас— Шăтăка кĕреймест. Вара Туй-Тупалак хăй анма шут турĕ.
    — Ну,—терĕ юлташĕсёне Туй-Тупалак, — мана çак шăтăк кутĕнче виçĕ çулччен кĕтĕр, виçĕ çултан та тухаймасассăн — ан кĕтĕр!—терĕ те, вĕрен вĕçĕнчен тытса, шăтăка анса кайрĕ.
    Туй-Тупалак пĕр пӳртумне анса тăчĕ. Сак çинче чĕп-чĕр юн чике тăршшĕ старик ахлатса выртать:
    — Ах, ах, ку Туй-Тупалак пуçне хăçан та пулсан çийĕп-çийĕпех! Ах, ку Туй-Тупалак пуçне çийĕп-çийĕпех!—тет.
    — Э-э-э, эсĕ кунта-и!—терĕ Туй-Тупалак.
    Чике тăршшĕ старик сикрĕ тăчĕ вырăнĕ çинчеи:
    — А-а-а, эсĕ-и? — тет. Тапратрĕç кĕрешме, тапратрĕç вăрçма. Хăйăлтатса, çĕмĕрĕлсе пӳрте кĕрсе кайрĕç. Туй-Тупалак çĕнсе пăрахать. Чике тăршшĕ старик çĕнсе пăрахать. Туй-Тупалак çĕнсе пăрахать. Анчах Туй-Тупалак вăйлăрах: чике тăршшĕ старике ава-ава хашăлтатакан турĕ. Чике тăршшĕ старик ывăнса çите пуçларĕ. Вăл пӳртумне чупса тухать те темĕнскерле эмел ĕçсе вăйлăланса кĕрет. Каллех Туй-Тупалакпа вăрçма тытăнать. Туй-Тупалака парăнми пула пуçлать. Татах чупса тухать те татах ĕçсе кĕрет. Кунта Туй-Тупалака аманта пуçлать. Мĕн тăвас?
    Пӳртре чике тăршшĕ старикĕн виçĕ хĕрĕ лараççĕ. Туй-Тупалак хĕрсем енне çаврăнчĕ те хаяррăн каларĕ:
    — Калатăр-тăк калăр! Сирĕн аçу мĕн ĕçсе вăйлăланса кĕрет? Каламастăр-тăк халех хĕçпе касса ваклатăп сйре!—терě.
    Хĕрсем, хăрарĕç те калаççĕ:
    — Пирĕн аттен пӳртумĕнче икĕ енче икĕ чăлан пур. Çав чăлансенче икĕ тулли пичке лараççĕ. Сылтам енчи чăланти пичкере — чĕрĕ шыв, сулăхай енчи чăланти пичкере —вилĕ шыв. Пирĕн атте сылтам енчи пичкерен туха-туха ĕçет вал. Эсĕ çав пичкесене тухса улăштарса ларт,— теççě.
    Туй-Тупалак тухрĕ те пичкесене улăштарса лартрĕ: сылтам енчине сулахай енне, сулахай енчине сылтам енне. Халĕ чике тăршшĕ старик чупса тухать те сылтам енчи пичкери шыва ĕçсе вăйсăрланса кĕрет. Туй-Тупалак чупса тухать те сулахăй енчи пичкери шыва ĕçсе вăйлăланса кěрет. Кĕрешме тапратаççĕ те старик парăна пуçлать. Татах чупса тухаççĕ те — пĕри вăйне пĕтерсе, тепри вăй хывса кĕреççĕ. Юлашкинчен чике тăршшĕ старик лăчă-лăчă аманса çитрĕ. Вара ăна Туй-Тупалак çавăрчĕ çапрĕ, çавăрчĕ çапрĕ те вĕлерчĕ. Виллине вутпа çунтарса, кĕлне çилпе вĕçтерсе ячĕ.
    Халĕ ĕнтĕ Туй-Тупалак çӳлти çанталăка хăпарас тет. Чике тăршшĕ старикĕн хĕрĕсем питĕ хитре пулнă. Туй-Тупалак çавăнпала ытараймарĕ: виççĕшне те хăйпеле пĕрле çӳлти çанталăка илсе хăпарма шутларĕ. Вĕсене вăл хăй умĕн пĕрерĕн-пĕрерĕн вĕренпеле хăпартса ячĕ. Хĕрсем хăпарса пĕтрĕçĕ, Туй-Тупалакăн анчах хăпармалли юлчĕ. Вĕрентен тытрĕ те хăпăрать. Кĕç, çур çул хăпарса çитсен, лешсем вĕрене касрĕç ячĕç. Туй-Тупалак вĕренпеле пĕрле каялла хантăртаттарса анса кайрĕ.
    Çапла Туй-Тупалак аялти çанталăкрах тăрса юлчĕ. Каять, каять, каять аялти çанталăкпа. Вут çутине хирĕç кайса, Тун-Тупалак пĕр пӳрте çитсе кĕчĕ. Çакă пӳртре пĕр карчăк сурчăкпа чуста çăрать.
    — Кинемей, ма капла чустана сурчăкпа çăратăн?—тесе ыйтать Туй-Тупалак.
    — Эх, çыннăм! — тет карчăк, хуйхăрса,— пирĕн çăлта çелен. Этемсене ĕнтĕ хěрĕх çул шыв памасăр пурăнать. Мĕн шыв ăсма пыракана çисе тăрать,—тет.
    Туй-Тупалак карчăкăн витрине илчĕ те кайрĕ çăл кутне шыв ăсма.Çěлен катаранах:
    — Кам çав?—тет.
    — Хăналăха!—тет Туй-Тупалак. Çĕлен хăналăха ăсма чармарě. Туй-Тупалак пĕр витре шыв ăсрĕ те карчăк пӳртне тавăранчě. Витре шыв нимĕн тĕшне те пулмарĕ: çур витрипе кункăра чӳхерĕç, çур витрине карчăк, шыв курманскер, хăех ěçсе ячĕ. Пашалу çăрма каллех шыв кирлĕ пулчě. Тепре кайрĕ Туй-Тупалак шыв ăсма. Çĕлен:
    — Кам çав?—тет.
    —Хăналăха!—тет Туй-Тупалак. Çěлен каллех хăналăха шыв парса ячě. Ку витре шыв чуста çăрма анчах çитрĕ. Яшка пĕçерме шыв кирлĕ пулчĕ. Туй-Тупалак татах кайрĕ çĕлен патне шыв ăсма. Çĕлен:
    — Кам çав?—тет.
    — Хăналăха!—тет Туй-Тупалак. Çĕлен виççĕмĕш хут шыв парса
    ячĕ. Татах шыв çитмерĕ — пашалупа яшка çисен ĕçме кирлĕ. Тăваттăмĕш хут Туй-Тупалак шыв ăсма кайрĕ. Çĕлен:
    — Кам çав?—тет.
    — Хăналăха!—тет Туй-Тупалак.
    — Хăналăха та хăналăха-а! Хăналăха та хăналăха-а!—тесе, çĕлен явăнса туха пуçларĕ.
    Туй-Тупалак хĕçне туртса кăларчě те çĕлене касрĕ вакларĕ, касрĕ вакларĕ. Çĕлен ăшĕнчен темĕн чухлĕ халăх йăтăнса тухрĕ. Пурте Туй-Тупалака тавтапуç та тавтапуç, мĕн кирлĕ те мен кирлĕ теççĕ. Туй-Тупалак:
    — Мана ытти нимĕн те кирлĕ мар, манăн çӳлти çанталăка анчах тем пек хăпарасчĕ!—тесе калать ку çынсене.
    Вилĕмрен хăтăлнă çынсем калаççĕ:
    — Пирĕн вăрманта пĕр юман хăвăлĕнче амăрткайăк пурăнать. Çав çӳлти çанталăка хăпартĕччĕ!—теççĕ.
    Туй-Тупалак кайрĕ амăрткайăк патнё. Юман хăвăлĕнче ăмăрткайăкăн виçе чĕпĕ пулнă. Çак чĕпĕсене çиме часах виçĕ çĕлен килмелле. Çавăнпа ăмăрткайăк чĕпписем пит хуйхăрса ларнă. Вĕсен амăшĕ çӳлте вĕçсе -çӳренě.
    Кĕç пĕр чĕппине çиме виçĕ пуçлă çĕлен кашласа килчĕ. Туй-Тупалак хĕçне туртса кăларчĕ те касрĕ вакларĕ, касрĕ вакларĕ çĕлене. Пĕр чеппине вилĕмрен хăтăрчĕ.
    Унтан тепĕр чĕппине çиме ултă" пуçлă çĕлен кашласа килчĕ. Туй-Тупалак хĕçĕпе пĕрре касрĕ те çĕлёнĕн виçĕ пуçне касса татрĕ, тепре касрĕ те икĕ пуçне касса татрĕ тата тепре кăсрĕ те çĕлене тирпейлерĕ— иккěмĕш чĕппине вилĕмрен хăтарчě.
    Тата юлашки чĕппине хăтармалла. Куна çиме тăхăр пуçлă çĕлен килмелле. Тăхăр пуçлă çĕлен кěс кашласа çитрĕ. Эй, çырлах! Туй-Тупалакпа çĕлен тапратрĕç вăрçма. Туй-Тупалак пĕрре касрĕ те çĕленĕн виçĕ пуçне касса татрĕ. Çĕлен çилленсе çитрĕ те Туй-Тупалака çапрĕ пĕрре хӳрипе — Туй-Тупалак чутах кайса ӳкмерĕ. Туй-Тупалак тепре хĕçне сулса ячĕ те татах виçĕ пуç касса татрĕ. Çĕлен аманчě. Туй-Тупалак тата касрĕ, тата касрĕ те, çĕлен тӳпех персе анчĕ. Туй-Тупалак ăмăрткайăкăн виççĕмĕш чĕппине те вилĕм-рен хăтарчĕ.
    Унтан ăмăрткайăк чĕпписем Туй-Тупалака тав турĕç те амăшĕ килсе пĕлмесĕр касса пăрахасран каскасем хушшине пытарчĕç. Кĕç ăмăрткайăк çултен кашласа анче.
    — Тьху-у! Этем ывăл-хĕр шарши кĕрет!—тет ăмăрткайăк.
    Чĕпписем калаççĕ:
    — Анне, ăна эсĕ нимĕн те усал ан ту: вăл пире çĕленсенчен хăтарчĕ!— теççĕ.
    Амăшĕ хĕпĕртесе:
    — Ăçта вăл, сире çăлакан, ăçта вăл?—тет.
    Туй-Тупалак, çак сăмахсене илтсен, пытанса выртнă çĕртен тухрĕ. Амăрткайăк савăннипе ниçта кайса кĕреймест:
    — Мĕн кирлĕ те, мĕн кирлё?—тесе ыйтать.
    Туй-Тупалак калать:
    — Мана ытти нимĕн те кирлĕ мар, çӳлти çанталăка анчах тем пек хăпарасчĕ!—тет.
    Амăрткайăк Туй-Тупалака çӳлти çанталăка илсе хăпарма тӳрех килĕшрĕ. Туй-Тупалака тав туса, çӳлти çанталăка хăпарма хĕрĕх ĕне ашĕ, хĕрĕх пичке шыв хатĕрлесе пачĕç. Çаксене пурне те ăмăрткайăк çине тиерĕç. Вара Туй-Тупалак ăмăрткайăк çине утланса ларчĕ те, çӳлти çанталăка кашласа хăпарса кайрĕç.
    Çӳлти çанталăка çитерехпе кусен аш пĕтсе çитрĕ. Туй-Тупалак хĕçне кăларчĕ те ăмăрткайака хăйĕн тачка пĕççинчен пĕр пайăрка аш касса пачĕ. Амăрткайăк шăршласа пăхрĕ те ыйтать:
    — Епле аш тупса патăн мана эсĕ?—тет.
    Туй-Тупалак:
    — Юлашки ĕне ашĕн татăкне патăм сана,—тет.
    — Çук, ĕне ашне мар, хăвăн ӳтне касса патăн мана эсĕ!—тет ăмăрткайăк. Унтан: —Манăн ачасем те шалккă та, эсĕ те шалккă,—терĕ те ӳт татăкне Туй-Тупалак пĕççи çумне çунаттипе шăлса çыпăçтарса лартрĕ.
    Часах çӳлти çанталăка та çитсе тухрĕç. Туй-Тупалак ăмăрткайăка тав турĕ те, ăмăрткайăк каялла кашласа анса кайрĕ. Туй-Тупалак, савăнса-хĕпĕртесе, хăй тунă вăрманти çурта таврăнчĕ. Халĕ те пулсан Туй-Ту­палак çавăнта пурăнать.
    
Çавăн пекех пăхăр
    Ытти юмахсене
    Вырăсла куçарăвě (Сказки Народов Мира сайчě çинче)


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-17 10:43:19 вăхăтра улăштарнă. 11105 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005