Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тимунпа пачăшкă:
Телейĕ телей те, телейпех тăранма çук, апат çимелле. Вăр-хурахсем Тимунпа арăмĕ валли тата çăкăр та хăварман. Ним тавайман енне вара Тимун каллех тарçа кĕрес тенĕ.
Ялти пачăшкăн вуникĕ кушак пулнă, вăл çавсене пăхма çын шыранă. Тимун пачăшка патне каинă. — Юрĕ, илем сана, — тенĕ пачăшкă. — Анчах асту: кушаксене кунне виççĕ çитермелле, хăван вара — пĕрре çимелле. Ăнлантăн-и? Вăрлама юрамасть. Вăрласан — чура пулса юлатăн. Мĕн тăвас тен, Тимунăн килĕшмеллех пулнă. Выç хырăм теме те юраттарать. Тимун кушак пăхма тытăнать. Пуп майри сĕт сăвать те хăймаллă сĕтне Тимуна парать: — Кушаксене кăна çитер, хăв валли ан ил! — тет. Тарçăн итлемелле ĕнтĕ. Вăл кушаксем тутлă сĕт çинине пăхса тăрать, хăйĕн сĕлеке юхать. Çапла пĕр кун, ик кун иртет. Виççĕмĕш кунхине Тимун чăтаймасть, хăймаллă сĕте пĕтĕмпех хăй ĕçсе ярать, кушаксене шыв парать. Кушаксем выçăпа тӳрех мяуклатма тытăнаççĕ. Çакна курсан пачăшкă: "Эсĕ вăрлама тытăнтан. Хăймаллă сĕте çиетĕн", — тет. — И-и, пачăшкă-атте, вăрламастăп, — тӳрре тухма пăхать Тимун. — Ыран чиркĕве пыр. Микуль-турă умне тăратап сана. Вăл эсĕ улталанине тӳрех пĕлĕ. Ман чура пулăн эсĕ! — хăратать пуп. Çакна илтсе, Тимун хуйха каять. Чура пуласси килмест-çке-ха унăн. Вара вăл пурте çывăрса кайсассăн, чӳлмек илет те чиркĕве каять, турăшсене хăймапа серсе тухать. Пуринчен ытла Микуль-турра нумай хăйма "çитерет". Çакăн хыççăн нимĕн пулман пек выртса çывăрать. Ирхине ирех Тимун пуп патне чупса пырать. — Эй, пачăшка, çĕрле такам хăйма чӳлмекне вăрланă. Пуп ăна ĕненмест: "Суятăн пуль-ха. Ирхи кĕлĕ хыççăн тĕреслĕп", — тесе чиркĕве тухса утать. Кĕрет те тĕлĕннипе шалт! чарăнса тăрать. Турăшсем пурте хăймаллă. Микуль-турă вара хăйма ăшне кĕрсе лăпăртаннă пекех. — Эх, каяннăйсем! — вăрçма пуçлать пуп. — Хăйма вăрлатăр! Мĕскĕн кушаксене тертлентеретĕр! Тытăнать хайхи турăшсене хĕнемĕ. Усал хыпар утпа çӳрет, турăшсем хăйма вăрланине, вĕсене пачăшкă патакпа хĕнет тенине таçтай пурте пĕлеççĕ, пĕççисене çапа-çапа тем тĕрлĕ калаçма тытăнаççĕ. Тепĕр кунхине Тимун кăллех чйркĕве каять те турăшсене сарайне илсе тухса тĕплĕн пытарать. Ирхине пуп чиркӳре пăхать — пĕр турăш та çук. Эх, хăрасă ӳкет пуп, майри патне чупать: — Матушка, — тет, — инкек. Турăшсем тарса пытаннă. Мĕн тумалла? Вĕсем халь чиркĕве таврăнмаççĕ та пуль ĕнтĕ... Тимун çакна илтет те: "Пĕр хутаç ылтăн парăр, вара эпĕ кӳ ĕçе йăлтах кирлĕ пек майлаштарăп", — тет. Нимĕн тума та çук пупăн, килĕшмеллех. Тимун пĕр хутаç ылтăн илет те турăшсене каялла кайса лартать. Микуль-турра çеç сарайĕнчех хăварать. — Ну мĕнле? — хăраса ыйтать пуп вăл таврăннине курсан. — Турăшсем пурте таврăнчĕç. Микуль-турă çеç таврăнасшăн мар, тепĕр хутаç ылтăн ыйтать. Пуп Тимуна тепĕр хутаç ылтăн парать. Лешĕ вара Микуль-турра каялла чиркĕве кайса лартать те икĕ хутаç ылтăнпа килне тухса утать. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-12 18:55:44 вăхăтра улăштарнă. 6719 хут пăхнă. | |
|