Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тимун мĕншĕн савăннă...:
Тимун пуйса кайнă.
Арăмĕ ăна: — Савнă упăшка, халь тин çăпатапа ан çӳре ĕнтĕ, — тет. — Ытти пуянсем пек атă тăхăн. — Э-э, çук, — хирĕçлет. Тимун. — Çăпата çынна ăс парать. Кам атă тăхăнать, çавă ăс илме кӳрше çӳрет... Эпĕ — Тимун-çăпатаçă, ăссăр куштан пулам мар... Леш куштан çав хушăра Тимуна питĕ тарăхса пурăннă. Вăл çывăхри вăрманта пурăнакан вăр-хурахсене Тимуна çаратма хĕтертнĕ. Вăр-хурахсене çавă çеç кирлĕ: вĕсем пĕр каçхине Тимун картишне çĕмĕрсе кĕнĕ те мĕнпур укçине, пурлăхне пуçтарса лавпах турттарса кайнă. Тимунпа арăмĕ ирхине ыйхăран вăранаççĕ те çап-çара тăрса юлнине кураççĕ. Арăмĕ хурланса йĕме тытăнать. Тимун вара: "Эй, юрать-ха, эпир телейлĕ! Эй, савăнмалла пирĕн куншăн!" — тесе ик пĕççине шарт! çапать. — Мĕн телейĕ пирки калаçатăн! Мĕн савăнмалли тупрăн эсĕ? — тарăхса кăшкăрать арăмĕ. — Юрать-ха, урапа çинче хамăр пулман, — арăмне ăнлантарать Тимун. — Атту хамăра та турттарса каятчĕç. Эй-й, мĕн тери телей! Мĕн тери савăнăç! Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-12 18:43:13 вăхăтра улăштарнă. 6624 хут пăхнă. | |
|