Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тилěпе улакайăк:
Пĕрре тилĕпе улакайăк юлташланчĕç, тет. Пĕрле пурăнкаласан, тилĕ улакайăка каларё, тет:
— Эсĕ мана тăрантар,— терĕ, тет. Улакайăк тăрантарма пулчĕ, тет. Тилĕпе улакайăк пĕр çулпа кайнă чух пĕр арăма курчĕç, тет. Улакайăк çав арăм умне вĕçсе кайрĕ, тет те, арăм умĕн ни вĕçи, ни вĕçми хăтланса пырать, тет. Арăм, чĕрессине лартса хăварса, улакайăк хыççăн тытасшăн кайрĕ, тет. Çавăн чухне тилĕ, кайран пырса, чěрес ăшĕнчи апата ĕçрĕ, тет. Юлашкине тăкса ячĕ, тет. Тăккаланчăкĕпе улакайăк та тăранчĕ, тет. Тата çӳресен-çӳресен, тилĕ калать. тет, улакайăка: — Тата эсĕ мана култар,— тесе калать, тет. Улакайăк каллех култарма пулчĕ, тет. Çаксем пĕр анкартине авăн çапнă çĕре кайрĕç, тет. Çакăнта, авăн çапнă çĕрте, пĕр кукша карчăк пулна, тет. Çак анкартине килсен, тилĕ капан кутне выртса юлчĕ, тет. Улакайăкĕ кукша карчăк пуçĕ çине кайса ларчĕ, тет. Çав кукша карчăкăн упăшки, улакайăка çапас тесе, карчăка пуçран туртса çапрĕ, тет. Улакайăк хăйне çапиччен вĕçсе кайрĕ, тет. Упăшки карчăк пуçне çурчĕ пăрахрĕ, тет. Тилĕ, çавна курсан, каçса кайса кулать, тет, капан кутĕнче. Унтан, кулкаласассăн, тилĕпе улакайăк çак анкартинчен тух-са кайрĕç, тет. Тата çӳресен-çӳресен, тилĕ каллех улакайăкран ыйтать, тет: — Тата эсĕ мана макăрт,— тесе калать, тет. Улакайăк каллех макăртма пулчĕ, тет. Улакайăк тилле пĕр кĕлет айне ертсе кайрĕ, тет те, тилле унтах хăварчĕ, тет. Хăй хуçа арăмĕ патне икерчĕ пĕçернĕ çĕре кайрĕ, тет. Алăк çине пырса ларчĕ, тет. Çав арăмăн пӳртре икĕ йытă выртнă, тет. Улакайăк алăка так-так таккарĕ. тет. Йытăсем, çавна илтсен, улакайăка хăваларĕç, тет. Улакайăк кĕлетай витĕр тухса тарчĕ, тет. йыттисем, кĕлет айне кĕрсен, тилле курчĕç, тет те, тапратрĕç, тет, хăвалама. Тилě аран тарса хăтăлчĕ, тет. Вара тилĕпе улакайăк уйрăлчĕç, тет. Тилĕ кайран шухăшларĕ, тет: «Эпĕ чее те, улакайăк манран та чее»,— тесе каларĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:04:33 вăхăтра улăштарнă. 9007 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|