Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Тилěпе кашкăр:
Пĕр тилĕ чупса пынă чухне пĕр шăтăка нăш шăршлать, тет те, ылтăн туталлă пулать, тет; çӳлелле пăхсан, çăлтăр куçлă пулать, тет; сикет, тет те, урхамах тăррине пулать, тет; пырать, тет, чуптарса. Кашкăра тĕл пулсан, кашкăр ыйтать:
— Аçта пултăн капла, тилĕ тус? — тет. Тилĕ калать: — Чупса пынă чух пĕр шăтăка шаршларăм та ылтăн туталлă пултăм, çӳлелле пăхрăм та çăлтăр куçлă пултам; сикрĕм те урхамах тăррине пултăм; пырап ĕнтĕ,— тет. Кашкар та çапла тăвать, тет: пĕр шатăка шăршлать, тет те, тути таврăнать каять, тет; çӳлелле пăхать, тет те, куçě шăтса юхать, тет; сикет тет те, çатан шалчи тăррине пулса вилет тет. Пěтрě. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:03:58 вăхăтра улăштарнă. 9308 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|