Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Терпет хуна çěнтерни:
Ěлĕк-авал, сěм авал, пирĕн мăн асаттесен аслашěсен ĕмĕрĕнче, çакă аслă тĕнчере Улăп пурăннă, тет. Кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе лаша, ĕне, сурăх усранă, тет, вăл.
Пĕрре çапла Терпет хун, вăрăсен пуçĕ, хăйсен хурахĕсемпе Улăп çěрне-шывне пырса, унăн выльăхěсене хаваласа кайнă, тет. Улăп паттăр вара, хăйĕнчен кĕçĕнрех паттарсене пĕр çĕре пуçтарса, Терпет вăррисене йĕрлеме кайрĕ, тет. Çичĕ кун та çичĕ каç йĕрлерĕç, тет, паттăрсем хурахсене. Тупрĕç-тупрĕçех, тет, вĕсем усал тăшмансене. Çапăçма тытанчеç, тет, Улăппа ун юлташĕсем. Шыв вырăнне тăшман юнĕ юхре, тет, йывăç вырăнне тăшман пуçĕ касăлче, тет. Питĕ те йышлă, тет, Терпет хунăн хурахĕсем. Лара-тăра пĕлмест, тет, Улăп амашĕ ăшĕ вĕçнипе: пĕрре хире тухать, тет, тепре алачăкне кĕрет, тет. Хĕрелсе тухакан хĕвеле хирĕç тăрса çапла каларĕ, тет: Чăпар пăлан пăрушне чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Амарткайăк чĕппине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Хуркайăк чĕппине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Хурчăка чĕппине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Арăслан çурине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Парăс кайăк çурине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек, Урхамах тихине чĕннĕ пек, кĕтнĕ пек Чĕнетĕп эпĕ сана, ывăлăм, кĕтетĕп эпĕ сана, ывăлăм. Çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех, тет, улăпсем Терпет хун хурахĕсене. Пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхне каялла хăваласа таврăнчĕç, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-11 22:47:09 вăхăтра улăштарнă. 8699 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|