Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тарçăра ĕçленĕ чух:
Пĕрре мана аттесем тарçа пачĕç. Ман хуçан виçĕ лаша пулнă. Пĕрре эпир ачасем, çитерме кайрăмăр. Таврăннă чух ут ярса питĕ хытă таврăнтăмăр. Ман утланнă лаша хуп-хура шыва ӳкрĕ. Эпĕ çавăнпа хуçаран хăраса хам утланнă лашана анкарти хыçне кăкарса хăвартăм.
Хам киле таврăнсан, кăштах канам тесе, выртрăм та çывăрах кайна. Лашана илсе тавăрăнма ас та тумарăм. Ирхине вăрантăм та лаша аса килнипе часрах анкарти хыçне чупатăп. Лашана кăкарнă вырăна пăхатăп та — лашан икĕ кайри ури те пуçĕ анчах юлнă. Хам куна курсан хăранипе часрах каялла киле чупса таврăнатăп. Хуçа ман лаша çуккине пĕлнĕ те: — Санăн пĕр лашу ăçта? — тет. Эпĕ: — Пĕлместĕп! — теп. Хам часрах тарса пытантăм. Хуçа мана шыраса тупрĕ те тытăнчĕ çаптарма! Тем тĕрлĕ хытă хĕнерĕ. Унтан суда пачĕ. Çапла вара мана хăйпе пĕрлех лартса кайрĕ. Çул çинче пынă чух та мана хĕнесе пычĕ. Суда кайма инçеччĕ. Çавăнпа çул çинчех каç пулчĕ. Каç пулсан, хăйĕн хурăнташĕ патне ку выртма чарăнчĕ. Мана та пĕрлех илсе кĕчĕ. Кусем ĕçсе çие пуçларĕç, мана çиме те лартмарĕç. Эпĕ çавăнпа ялан: «Каçхине çăкăрне ăçта хураççĕ-ши?» — тесе пăхса тăратăп, кусем выртсан илсе çиме. Кусем çăкăрне сентĕре çине хучĕç. Эпĕ ăна куртăм. Сентĕререн сăпка çакнă. Кусем выртсан, хăйă сунтерсен, эпĕ ерипе татăм та, сентĕре çине хăпарса, хăма тăрăх çăкăр патнелле пыратăп. Çăкăр пысăк пулчĕ. Манăн хăрах алăпа илме ниçтан та вăй çитмест. Ик алăпа илме кансĕр. Çавăнпа çăкăра йăтрăм та — çăкăр алăран вĕçерĕнчĕ кайрĕ. Тӳрех сăпка çине персе ӳкет. Сăпкара ача пулнă. Ача кăшкăрса та ячĕ. Ман хуçасем сисрĕç те хăй çутреç. Мана унтан-кунтан сентĕре çинчен тĕрте пуçларĕç. Çапла вара мана сентĕре çинчен сирпĕтсе те антарчĕç. Ача патне пырса пăхаççĕ — ман çăкăр ачанăн пуç мимине сиктерсе те кăларнă. Хайхисем мана тата хытă хĕне пуçларĕç. Хĕнесен-хĕнесен, тула тĕттĕм çĕре — витене хупса хучĕç. Витере ман патăма темскер мекекек! тесе чупса та пычĕ. Эпĕ хăранипе алла унта-кунта хыпашларăм та — пĕр патак çакланчĕ. Куна илеп те тӳрех хайхи темскере çапатăп. Леш çавăнтах йăванса та кайрĕ. Кун хыççăн тата çавăн пеккиех ман патăма пырать. Эпĕ ăна та патакпа çапатăп та, вăл та çавăнтах йăванса каять. Хам вара кĕтессе кукленсе ларатăп. Тулта кăвак çутă палăра пуçласан, хайхи темскерсене пăхатап — вĕсем иккĕш те качакасем пулнă. Ирхине хуçасем кĕрсе пăхаççĕ те, качака виллисене курсан, мана: — Мĕншĕн вĕлертĕн кусене? — тесе, тата хытă çаптарчĕç. Унтан вара ку хуçа та ачине вĕлернĕшĕн, икĕ качакине вĕлернĕшĕн леш хуçапа пĕрлех мана суда илсе кайрĕ. Çул çинче кусем иккĕш те мана тем тĕрлĕ хытă çаптарчĕç. Эпĕ утайми пултăм. Суда кĕрсен, малтан лаша хуçи хăй ĕçне каласа пачĕ. Унтан манран ыйтрĕç. Эпĕ епле-епле пулнине каларăм. — Манăн хуçа питĕ усалччĕ, — терĕм. — Çавăнпа, хĕнесрен хăраса, лашана анкарти хыçне кăкарса хăвартăм, — терĕм. Унтан судра каларĕç: — Кунта ху айăплă! — терĕç ман хуçана. — Ху усал пулман пулсан, вăл лашине киле те илсе таврăннă пулĕччĕ, — терĕç. Çавăнпа вара хăйне çирĕм пилĕк хутчен хулăпа çапмалла турĕç. Эпĕ уншăн хĕпертерĕм. Кун хыççан качака хуçи кĕче. Ку хăй ĕçне каласа пĕтерчĕ те, манран ыйта пуçларĕç. Эпĕ пĕтĕмпе каласа патăм. Вара судра каларĕç: — Эсир ăна мĕншĕн выçă вырттартăр? — терĕç.— Сирĕн ăна çитермеллеччĕ, вăл вара апла туман пулĕччĕ! — терĕç. Ку хуçана та вара, хăйнех айăпа хăварса, çирĕм пилĕк хутчен хулăпа çапмалла турĕç. Эпĕ тата хĕпертерех патăм. Вара, судран тухсан, хуçа килне каймасăрах, тӳрех хамăр киле таврăнтăм. Çул çинче хамран инçе те мар икĕ тăрна тăра параççĕ. Кусене куратăп та, çавăнтах хыççăн чупса çитсе, урисенчен ярса та тытатăп. Кусем мана çаклатрĕç те çӳлелле йăтса вĕçе пачĕç. Эпĕ ним тăва та пĕлместĕп. Анма та хăратăп: анас марччĕ — тата çӳлелле илсе каяççĕ вара. Мĕн пулсан пулать тесе, алăсене яра патăм. Унччен те пулмарĕ — пĕр йӳçлĕх лачакана кĕрсе те лартăм кăкăр таран. Тухасшăн тапаланатăп, анчах апаланнăçемĕн аяла анатăп. Çавăнтах сасартăк ман патăма, уласа ярса, кашкăр персе çитрĕ те ман тавра çавăрăна пуçларĕ. Эпĕ ку хӳрине ман еннелле çавăрнă чух хӳринчен ярса илетĕп те — кашкăр хăранипе сирпĕне парать. Эпĕ мĕнле сиксе тухнине те сисеймерĕм. Кашкăр хăранипе имĕ-симĕ çук кайрĕ. Лере инçе те мар хăва тĕми ларать. Кашкăр курмасăр кун çине пырса кĕрет те, тирĕ хăва тĕми çумне çĕлĕк пек çакланса юлать. Хăй çавăнтах йăванса каять те вилет. Эпĕ, часрах чупса çитсе, çĕççе илсе, тирне сĕветĕп те киле илсе таврăнатăп. Киле çитсен, çавăнтан вара халиччен тарçа кайни çук. Каймастăп та, каяссăм та çук. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:46:05 вăхăтра улăштарнă. 8780 хут пăхнă. | |
|