Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тăхăр тункăлтăк, пĕр манкăлтăк:
Ĕлĕк пĕр ялта тăхăр Тункăлтăк, пĕр Манкăлтăк пурăннă. Тункăлтăксем пурте пĕртăван пулнă. Çаксем çуна туса пурăннă.
Тункăлтăксем тăххăрăн тăхăр çуна тунă, Манкăлтăкĕ пĕччен тăхăр çуна тунă. Тункăлтăксем кураймасăр Манкăлтăкăн çунисене çунтарнă янă. Манкăлтăк кăмрăксене тиесе пасара кайнă та сутнă. Манкăлтăк укçа пайтах илсе килнине курсан, Тункăлтăксем те çунисене çунтарнă та пасара кăмрăк сутма кайнă. Анчах кусен кăмрăкне никам та илмен. Тункăлтăксем Манкăлтăка тата хытă çилленнĕ. Вăл килте çук чухне Тункăлтăксем ун патне пынă та амăшне çапса вĕлернĕ. Манкăлтăк нимĕн те каламан. Вăл амăшне чĕрĕ çын пекех тумлантарса çуна çине лартнă та пасара каяп тесе тухса кайнă. Пасарлă яла çитсен, ку пĕр çын патне чей ĕçме хваттере кĕнĕ, амăшне çуна çинех лартса хăварнă. Хватер хуçин виçĕ хĕр пулнă. Чей ĕлкĕрсен, аслĕ хĕрĕ Манкалтăка: — Аннӳне чей ĕçме чĕн! — тесе каларĕ, тет. Манкăлтăкĕ: — Вăл кĕмест пулĕ, çынран пит вăтанать, — тесе каларĕ, тет. Хĕр пусма çине тухнă та: — Инке, кĕр! Чей ĕçмелле! — тесе кăшкăрнă. Карчăк нимĕн те чĕнмен. Хĕр пӳрте кĕнĕ те: — Кĕмест, — тенĕ. Унтан вăталăхĕ чĕнме тухать. Карчăк татах нимĕн те чĕнмест. Юлашкинчен кĕçĕн хĕрĕ çăтăр-патăр: — Сиртен пулать-и! — тесе тухса кайнă. Вăл карчăк патне пынă та: — Инке, кĕр! — тесе, аллинчен турткаланă. Леш чĕнмен. Хĕр: — Акă эпĕ, чĕнсе кĕмесен, сĕтĕрсе кĕрĕп! — тесе, карчăка çуна çинчен сĕтĕрсе антарнă. Карчăк вилĕ иккенне курсан, хĕр питĕ хăранă. Вăл часрах пӳрте чупса кĕнĕ те Манкăлтăка: — Ара, санăн аннӳ вилнĕ-çке! — тесе калать, тет. Манкăлтăкĕ: — Вилменччĕ вăл, эсир вĕлернĕ пулĕ! — тесе кăшкăраша пуçларĕ, тет. Унтан вара, хуçасем хăраса Манкăлтăка амăшĕ вырăнне кĕçĕн хĕрне парса янă. Киле çитсен, Тункăлтăксем Манкăлтăкран тĕлĕнсе ыйтнă: — Ку хĕре ăçтан илтĕн? — тенĕ. Лешĕ: — Ăçтан илесси... Аннене çуна çине лартрăм та пасара кайрăм. Унта: «Вилнĕ çынпа чĕрĕ çын кам улăштарать!» — тесе кăшкăрса çӳрерĕм те, пĕр çын тухса хăй хĕрĕпе улăштарчĕ, — тенĕ. Тункăлтăксен ватă амăшĕ пулнă. Кусем: — Пирĕн анне ватă ĕнтĕ, яшка-çăкăр тăваймасть. Атьăр аннене вĕлерер те çамрак çын улăштарса килер! — тесе каланă. Чăнах та, кусем амăшне çапса вĕлернĕ те, çуна çине лартса, пасарлă яла кайнă. Укăлчаран кĕрсенех: — Вилнĕ çынпа чĕрĕ çын кам улăштарать! — тесе кăшкăрма тытăннă. Ялти çынсем тухнă та Тункăлтăксене рычаксемпе хĕнесе янă. Тункăлтăксем, улталанăшăн, Манкăлтăка пĕтерме шухăшланă. Вĕсем ăна пĕрре тытнă та, хап ашне чиксе, кӳл хĕрне кайса пăрахнă. Ĕç кĕркунне пулнă, кун питĕ сивĕ тăнă. Акă кӳл хĕрне кĕтӳçе лаша кĕтĕвĕ хăваласа пынă. Вăл кӳл хĕрринче хап выртнине курах кайнă. Пынă та: — Хап ăшĕнче кам пур? — тесе ыйтнă. Манкăлтăк хап ăшĕнчен: — Эпĕ! — тесе кăшкăрнă. Кĕтӳçĕ: — Мĕн тума кĕтĕн унта? — тесе ыйтнă. Лешĕ: — Ăшăнма кĕрсе выртрăм, — тесе калать, тет. Кĕтӳçи питĕ шăннă, тет. Вăл: — Эпĕ питĕ шăнтăм, мана та кĕртсе ăшăтчĕ! — тесе йăлăнать, тет. Манкăлтăкĕ: — Салт, кĕртсе вырттарăп! — тесе кăшкăрать, тет. Кĕтӳçĕ вара хапа салтнă та хап ашне хăй кĕрсе выртнă. Манкăлтăк хапа çыхнă та кĕтӳçе шыва ывăтнă. Хăй пĕтĕм кĕтĕве киле хăваласа таврăннă. Тункăлтăксем, Манкăлтăк пĕр кĕтӳ лаша хăваласа килнине курсан, ун патне пырса: — Ку лашасене ăçтан хăваласа килтĕн? — тесе ыйтнă. Лешĕ: — Шывран хăваласа килтĕм, — тесе каларĕ, тет. Тункăлтăксем: — Атьăр эпир те шывран лашасем хăваласа килер! — тесе калаççĕ, тет. Акă вĕсем кӳл хĕрне кайнă. Малтан кӳлле пĕри сикнĕ. Вăл шыва путсан, шыв пăкăр-пăкăр туса тăрать тет. Тункăлтăксем: — Улине-хăлине ан тирке! Пурне те хăвала! — тесе кăшкăраççĕ, тет. Унтан, пĕччен хăваласа кăлараймасть пулĕ тесе, тепĕри сикнĕ, кăшт тăрсан — виççĕмĕш, унтан — тăваттăмĕш. Çапла пĕрерĕн-пĕрерĕн сике-сике, пурте шыва сиксе пĕтнĕ. Çапла вара Тункăлтăксем тăххăрăш те кӳлле путса вилнĕ. Манкăлтăк халичченех ырă курса пурăнать. тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 14:22:24 вăхăтра улăштарнă. 8640 хут пăхнă. | |
|