Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Сармантей:
Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет. Хапхи калать, тет:
— Манăн та уçăлса хупăнас, — тет. Анать, тет, пĕр вăкăр шыва. — Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тесе ыйтать, тет. — Уçăлса хупăнмасăр, — тесе калать, тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать! — тет. Вăкăр калать: — Эппин, манăн та мĕкĕрсе анас пулĕ, — тет. Мĕкĕрсе анать, тет, шыв хĕррине. Шыв калать: — Мĕншĕн, вăкăр, мĕкĕретĕн? — тет. — Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейен сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрне, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет. Шыв калать: — Манăн та хумханас, эппин, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать. — Шыв, эсĕ мĕншĕн хумханатăн? — тет. — Хумханмасăр, — тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет. Çĕнĕ çын калать: — Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Тавăрăнать киле. Хунямăшĕ чуста çăрать, тет: — Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет. — Хăрах витрепе анчах пулмасăр, — тет: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет; Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет, шыв та хумханать, — тет. Хунямăшĕ калать: — Манăн та чустана кăларса ывăтас эппин, — тет. Кăларса ывăтать, тет, чустине. Ывăлĕ кайнă вăрмана. Тавранать вăрмантан. Ывăлĕ калать: — Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать: — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ; Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрсе анать, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрне, — тет. Ывăлĕ калать: — Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Вăл та хăрах аттине кăларса ывăтрĕ, тет. Пĕтрĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 14:10:27 вăхăтра улăштарнă. 10961 хут пăхнă. | |
|