Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Сарă паттăр:
Ĕлĕк-авал Сарă ятлă чăваш паттăр пулнă. Вăл пит вăйлă пулса, чăваш халăхне тапăнакан тăшмансемпе нумай çапăçса вĕсене çĕнтернĕ. Вăл чăваш çĕршывне хĕвел анăç енчен хӳтĕлесе тăнă. Çавăнпа вăл пурăнма та чăваш çĕрĕн тури хĕррине, Сăрă шывĕ çывăхне, вырнаçнă. Вăл Выла шывĕн вăрри патĕнче ял лартнă. Вăл яла ун ячĕпе Сарă ялĕ (кĕскен Сарьял) тее пуçланă.
Сарăн вăйĕ унăн çуначĕсенче пулнă: вăл çунатлă этем пулнă-мĕн. Анчах унăн çуначĕсене хăйĕнчен тата арăмĕнчен пуçне никам та курман, вăл çунатсене урăх çынсене кăтартма юраман. Сарă ватăла пуçласан унăн арăмĕ вилнĕ. Килте хĕрарăм ĕçĕсене хĕрĕ тăва пуçланă. Пĕрре Сарă мунча кĕме кайнă. Хĕрне вăл каланă: — Эсĕ мунчана никама та ан яр, ху та ан кĕр. Ашшĕ мунчара ытла та нумай вăхăт ирттернине курсан хĕрĕ пăшăрхана пуçланă. Вăл шухăшланă: «Мĕншĕн-ха атте хăй патне никама та кĕртесшĕн мар пулчĕ? Вăл хăйне вĕлерме шухăш тытнă-ши?» — тенĕ. Çапла шухăшланă та хĕр ашшĕ мунчаран мĕншĕн таврăнманнине пĕлме кайнă. Вăл мунча патне пырса итленĕ: мунчара шăпах пулнă. Хĕр мунчана уçса кĕнĕ. Курать: ашшĕ икĕ çунатне сарса выртать-мĕн — хăй çывăрса кайнă пулнă. Хĕрĕ ашшĕн çуначĕсене курсан тĕлĕнсе кайнă. Çавă хушăра Сарă вăраннă та хĕрне курсан çунаттисене хул хушшинелле пуçтарса чикнĕ. — Эх, хĕрĕм! Пĕтертĕн эс мана. Эпĕ сана хам пата кĕме хушманччĕ. Санан манăн çунатăмсене курма юрамастчĕ, — тенĕ. Çавăнтанпа Сарăн вăйĕ хăвăрт чакнă. Вăл вара хĕрĕ валли тивĕçлĕ качча тупса ăна киле кĕртнĕ. Вилес вăхăт çитсен Сарă хĕрĕпе кĕрӳшне менле пурăнмаллине вĕрентсе тата пехиллесе хăварнă. 1903-1906 çç. Г. И. Комиссаров Сăр тăрăхěнче çырса илнě. — ЧПГĂИ ĂА, III, 213, 262-263 с. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-02 12:05:02 вăхăтра улăштарнă. 9654 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|