Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Сарă кун çěршывěнче:
Пĕр çын пурăннă, тет. Унăн виçĕ ывăл пулнă. Пурăна киле ку çын ватăлса çитет. Ачисем те ӳссе çитеççĕ.
Пĕрре ашшĕ ачисене пухать те çапла калать: — Ну, ачамсем, пурăнатăр-пурăнатăр эсир, ниçта та тухса çӳреместĕр. Эпĕ вăт таçта та çитсе курнă. Эпĕ çитнĕ çĕре эсир нихăшĕ те нихăçанта çитеес çук,— тет. Ывăлĕсем итлесе тăраççĕ-тăраççĕ те çапла калаççĕ: — Атте, ниушлĕ эсĕ çитнĕ çĕре эпир нихăçан та çитме пултараймăпăр? — теççĕ. Çапла калаççĕ те ашшĕ пулнă çĕрсене çитсе килме пулаççĕ. Малтан аслă ывăлĕ хатĕрленет. Ěçсе çиет те, алă парса, килĕнчен тухса утать. Çулпа ку икĕ эрне каять. Кайсан-кайсан, пĕр вăрмана çитсе тухать. Ку вăрман урлăшĕ те, тăршшĕ те — вунă çухрăм. Вăрманпа пынă чухне ку ача пĕр пысăк ватă юман тĕл пулать. Ăна ултă ылтăн кăшăлпа кăшăлланă пулнă. Юмана ку хăлаçпа йĕритавра хăлаçласа пăхать те — ултă хăлаç пулать. — Акă эпĕ атте çитнĕ вырăна çитсе те куртăм, халĕ ĕнтĕ киле таврăнас,— тет те старикĕн аслă ывăлĕ, килне каять. Килне çитсенех, ашшĕ ыйтать: — Ну, ывăлăм, ăçта çитсе килтĕн? — тет. — Эсĕ çитнĕ çĕрех çитрĕм, атте! Икĕ эрне кайрăм, çул çинче пĕр тăваткăл вăрмана çитсе тухрăм. Çав вăрман варринче ултă ылтăн кăшăлпа кăшăлланă юман куртăм,— тесе хуравлать ывăлĕ. — Э-э, ывăлăм! Вăл, ачам, эпě çитнĕ çĕре çитмелли çул çинчи пĕрмĕш вырăн анчах пулать-ха,— тет ашшĕ. Вăталăх ывăлĕ итлесе тăрать-тăрать те çапла калать: — Ну, атте, эсĕ çитнĕ çĕре пичче çитеймен пулсан та, эпĕ çитетĕпех,— тет. — Кайса пăх-ха, ачам, çитĕн-и,— тет ашшĕ. Вăталăх ывăлĕ хатĕрленет те, ĕçсе-çисе, çула тухса каять. Уйăх çурă утать пĕр çулпала. Пиччĕшĕ малтан çитсе курнă вăрман урлă та каçса каять. Пырсан-пырсан, тата пысăкрах вармана çитсе кĕрет. Ку вăрманăн таршше те, урлăшĕ те— сакăрвунă çухрам. Варман варрине çитсен, пĕр пысăк юман ларнине курать. Юманне вунике ылтăн кăшăлпа кăшăлланă пулна. Хăлаçласа пăхать те — йĕри-тавра вуникĕ хăлаç пулать. — Ну,—тет вăталăх ывăлĕ,— атте çитнĕ вырăна çитрĕм-çитрĕмех, халĕ ĕнтĕ киле таврăнас,— тет. Пĕр тапхăр ларса канать те тăрса килнелле утать. Уйăх çурă утсан, килне аран-аран çитет. — Ăçта çитсе куртăн, ывăлăм? — тесе ыйтать ашшĕ. — Уйăх çура кайрăм, атте! Урлăшĕ те, тăршшĕ те сакăрвунă çухрăм вăрмана çитрĕм. Вăрман варринче вуникĕ ылтăн кăшăлпа кăшăлланă юман куртăм,— тесе тавăрать ывăлĕ. — Э-э, ывăлăм! — тет ашшё,— эсĕ, ачам, эпĕ çитмелли çĕре каякан çул çинчи иккĕмĕш вырăна анчах çитнĕ-ха. Санăн унтан та инçе каймалла пулнă,— тет. Кĕçĕн ывăлĕ, Йăван ятли, итлесе тăрсан-тăрсан, тухать те ашшĕне çапла калать: — Ну, атте, эпĕ пурĕпĕр эсĕ çӳренĕ çĕрсене çитетĕпех! — тет. — Кайса пăх-ха, ачам, кайса пăх! Çитейĕн-и,— тет ашшё. Йăван пиччĕшĕсем пекех хатĕрленет те, лашине утланса, çула тухса каять. Виçĕ уйăх каять çулпала. Пиччĕшĕсем çитнĕ икĕ вăрмана та çитсе иртет. Юлашки вăрман урлă каçсан, Йăван пушă хире тухать. Ку хирĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Ăçта ан пăх, унта хăйăр анчах сарăлса выртать. Кайсан-кайсан, Йăван çул хĕрринче пĕр ватă старик ларнине курать. Старик ытла та ватăлса çитнĕ, сĕлехине çех юхтарса ларать. Старикрен йěрĕннипе Йăван унпа пĕр сăмах та калаçса-туса тăмасть, лач сурса çеç иртсе каять. Анчах нумай та каймасть, тем шухăшласа чарăнса тăрать. «Çук, эпĕ ку старикрен, сурса иртни лайăх пулмĕ,— тет вăл.— Вăл ватăлса çитнĕ вĕт, ман унран ăс ыйтас пулать»,—тесе, старик патне калле таврăнать. — Эй, мучи, эпĕ санран йĕрĕнсе сурса иртрĕм те, эсĕ каçар мана уншăн, йăнăшрăм эпĕ. Эсĕ мана çул çӳренĕ чухне кирлĕ ăстăн вĕрентсе ярсамччĕ! — тет. — Каçарасси каçарăп та, эсĕ ăçта каятăн-ха, ывăлăм? — тесе ыйтать старик Йăванран. — Эпĕ пĕтĕм тĕнче тăрăх çӳресе çаврăнма тухрăм. Манăн атте çитнĕ çĕре çитсе курмалла,— тет Йăван. — Апла пулсан, итле, ачам,— тет старик.— Эпĕ кунта темиçе çул ларатăп ĕнтĕ, ниепле те вилейместĕп: çĕр йышăнмасть мана, — тет.— Эсĕ, çӳресен-çӳресен, калле таврăннă чухне Сарă кун çĕршывĕнчен мана валли шурă алшăллипе пĕр кĕленче тăрă шыв илсе кил, вара эпĕ ырă вилĕмпех вилĕттĕм,— тет.— Халĕ ĕнтĕ сана çул çуреме ăс вĕрентсе ярам. Эсĕ, кайсан-кайсан, пĕр ылтăн шăтăк тĕлне çитсе тăрăн. Çав шăтăка эсĕ ним хăрамасăр анса кай. Унта арча çакăнса тăнине курăн. Çав арчана уç та унтан тĕрлĕ тĕслĕ апат-çимĕç тухĕ. Апатланса тăрансан вара, эсĕ вăл арчана хăвăнпа пĕрлех илсе кай. Тата кайсан-кайсан, эсĕ çĕр айĕнчи Сарă кун çĕршывне тухăн. Çав çĕршывра лаша кĕтĕвĕ çӳрет. Çавăнтан санăн пĕр лашине сутăн илес пулать. Лашасем унта нумай. Эсĕ çавсенчен çӳреннине, йĕнерчĕк вырăнĕнче шурă паллă пуррине суйласа ил. Вăл ĕлĕк аçу паттăрта çӳренĕ лаша пулĕ. Санăн çав лашашăн кĕтӳ хуçине çĕр тенкĕ укçа тӳлемелле пулать. Кайса тӳлетен те, кĕтӳ хуçи сана хут çырса парě, вара çав хутпа кĕтӳ пăхакан старик патне пырăн. Вăл старик сана кирек хăш лашине те суйласа илме ирĕк парĕ. Эсĕ вара çав çӳрен лашанах тытма тăрăш. Вăл сана тапма та, çыртма та тăрĕ, анчах эсĕ ан хăра, мĕн пулсан та тытса утлан,—тет. Старик каласа пĕтерсен, Йăван тата малалла утать. Кайсан-кайсан, пĕр ылтăн шăтăк тĕлне çитет те çав шăтăка аяла анса каять. Çакăнса тăракан арчана шыраса тупать те, арчине уçса, тем тери ырă апат-çимĕç çисе тăранать. Унтан малалла кайса, часах Сарă кун çĕршывне тухать. Кунта, чăн та, çанталăк сап-сарă-мĕн, тĕлĕнмелле илемлĕ. Улăхра ут кĕтĕвĕ çӳрет. — Ку лашасене сутаççĕ-и?— тесе ыйтать Йăван, ут кĕтĕвĕ хуралçи патне пырса. — Сутать хуçа. Çĕр тенкĕ кайса тӳле те хăш лашине илес тетĕн, çавна илсе кай,— тет куна хирĕç старик. Йăван хуçине кайса укçа тӳлет те лаша илме пырать. Вăл тӳрех çӳрен лашана тытма тăрать. Анчах çӳрен лаши тыттарасшăн мар: хăмсарать, тапать. Йаван çапах та, тăрмаша-тăрмаша, лашана çилхинчен çавăрса тытать те утланса та ларать. Лаша, урисене çĕре тĕкмесĕр, Йăвана çил пек вĕçтерсе илсе каять. Акă, кайсан-кайсан, вĕсем пĕр кӳлĕ хĕррине çитсе тухаççĕ. Йăван лашине ĕшнене ярать те хăй пĕр йывăç тĕмĕ айне канма выртать. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и — кӳлĕ хĕррине икĕ хуракăш вĕçсе килсе лараççĕ. Çунаттисемпе лăпăс-лăпăс тутарса, çĕр çине выртса йăванаççĕ те калама çук чипер хĕрсем пулса тăраççĕ. Хĕрсем çавăнтах кĕписене хывса пăрахаççĕ те шыва кĕрсе каяççĕ. Унччен те пулмасть — виççĕмĕш акăш вĕçсе çитет. Ку хăйĕн кĕпине Йăван выртакан тĕм çумнех хурса хăварать. Икĕ хĕрĕ, маларах килнĕскерсем, виççĕмĕшне кĕтмесĕрех шывран тухаççĕ те каллех акăшсем пулса вĕçсе каяççĕ. Виççĕмĕш хĕрĕ пĕчченех шыва кĕрет. Çак вăхăтра Йăван тĕм хушшинчен йăпшăнса тухать те хĕр кĕпине пытарса та хурать. Хĕр, шывран тухсан, пăхать — кĕпи çук. Тытăнать хурланса йĕмешкĕн: — Кам пытарса хунă-ши ман кĕпене? Вăл çынна, хамран кĕçĕн пулсан — шăллăм тăвăттăм, аслă пулсан — пичче тăвăттăм, хампа тантăш пулсан — мăшăр тăвăттăм! — тесе макăрать. Йăван хĕр хурланса тăнине илтет те ун умне тухса тăрать. — Эй, ырă çыннăм, тавах сана хаяр вилĕмрен çăлнăшăн, çавăнпа эпě сана хам мăшăрăм тăвăп. Анчах пирĕн мăшăрланасси çăмăлах пулмĕ. Пирĕн килте çав-çав кун вăйлă ĕçкĕ-çикĕ пулмалла. Çав ĕçкĕ вăхăтĕнче хăнасем таçти çĕртен те пухăнмалла. Вĕсем пире качча илме килмелле. Эпир кама юрататпăр, çавна пырса алă паратпăр. Çавăнпа та эсĕ унта пыма тăрăш. Унччен эсĕ атте патне кĕтӳçе кĕрсе ĕçлесе пурăн,— тет хĕр. Унтан каллех хуракăш пулать те вĕçсе каять. Ку хĕр Сарă кун çĕршыв патшин кĕçĕн хĕрĕ пулнă-мĕн. Йăван, хĕр сăмахне итлесе, çавăнтах патша патне кĕтӳçе кĕме каять. Анчах патша тарçисем ăна, çĕтĕк-çатăкскере, кураççĕ кăна, тӳрех тытаççě те патша патне вĕлерттерме илсе каяççĕ. — Ма тытса килтĕр ку çынна? — тесе ыйтать Сарă кун патши хăй тарçисенчен. — Сан патна кĕме тăнăшăн,—теççĕ лешсем. — Эпĕ, ырă патшам, сан патна хаяр шухăшпа мар, кĕтӳçе кĕме килсеттĕм,— тет Йăван Сарă кун патшине. — Кĕтӳçе кĕме килнĕ пулсан, юре, тивес мар. Ан тив, ĕçлесе пурăнтăр, — тет Сарă кун патши. Çапла вара Йăван, патша патне ĕçе вырнаçса, кĕтӳсем пăхса пурăнма тытăнать. Акă хĕр каланă вăхăт çитсен, Сарă кун патшин вăйлă ĕçкĕ тапранать. Ěçке ханасем таçтан та пухăнаççĕ. Ěçкелесен-çикелесен, хĕрĕсене çакăнтах хăйсене валли упăшка суйлама хушаççĕ. Аслă хĕрĕпе вăталăххи чи лайăх тумланнă генералсене суйласа илеççĕ. Юлашкинчен хĕçĕн хĕрне черет çитет. Ку пăхкаласа çаврăнать те, хăйне юрăхлă мăшăр тупаймасăр: — Ман упăшка пуласси кунта çук. Чĕнсе килĕр-ха кĕтӳ пăхакан Йăвана, — тет. Йăвана туххăмах чĕнсе килеççĕ. Патшан кĕçĕн хĕрĕ мĕнпур халăх умĕнче кĕтӳ пăхакан Йăвана алă пырса парать те: — Акă çак манăн упăшка пуласси! — тет. Аппăшĕсем йăмăкĕ çавнашкал çĕтĕк-çатăка упăшка тума йышăнни-шĕн ахăлтатсах кулса яраççĕ. Сарă кун патши хăй те питĕ хытă çилленсе ӳкет. Тепĕр куннех кĕçĕн хĕрĕпе Йăвана пурăнма кивĕ мунчана хăваласа кăларать. Мунчара хур курса пурăннă чухне йăван çак çĕршыва кĕмелли шăтăкра кĕмĕл арча çакăнса тăни çинчен аса илет. Аса илет те çак арчана хăйсен килне илсе таврăнать. Шак шаккать те арчана — тем тĕрлĕ ĕçме-çиме тухса та тулать. Йăвансен апат-çимĕçĕ Сарă кун патшиннинчен те темиçе хут лайăхрах пулса тăрать. Пурăна киле Йăван мунча ăшчиккине те пĕтĕмпех ылтăнласа-кĕмĕллесе пĕтерет, мунча çуталса анчах лара пуçлать. Пĕрре, ир тăрсан, йăван арăмне калать: — Эпĕ кĕçĕр пĕр путиш тĕлĕк куртăм. Сан аçу маçакăшĕн тĕлĕнмелле сысна пур пек. Вăл çӳренĕ чухне пĕрмай сăмсипе сухаласа, урисемпе тырă акса, хӳрипе сӳрелесе пырать пек. Мĕне пĕлтерет-ши çак тĕлĕк?—тесе ыйтать. Арăмĕ çавăнтах Йăван тĕлĕкне ашшĕне каласа кăтартать. Лешсем тьгтăнаççĕ архивсенче шыраттарма. Пĕр пысăк кĕнеке тупса вуласа пăхаççĕ те ĕлĕк чăн та ун пек сысна пулни курăнать. Анчах халĕ вăл ăçтине никам та пĕлмест. Сарă кун патши пурне те çав сыснана тупма хушать, уншăн тем чухлĕ мул пама пулать. Икĕ кĕрӳшĕ, мула хапсăнса, хăпăл-хапăл сыснана шырама тухса каяççĕ. Йăван арăмĕ кун çинчен упăшкине каласа парать. — Эй,— тет Йăван,— вĕсем мар ăна шыраса тупмалли!—тет. Тĕлĕнмелле сыснана курса пĕлесшĕн пулса, Йăван хăй те лашине чĕнсе илет те сыснана шырама тухса каять. Питĕ инçе-инçе каяççĕ. Кайсан-кайсан, хай сыснана тупаççĕ. Тытаççĕ те килнелле таврăнма тухаççĕ. Килне çитеспе, ывăннă май, пĕр хăрт-нăра вут чĕртсе, канма лараççĕ. Çак хушăра Сарă кун патшин аслă кĕрӳшĕсем сиксе те тухаççĕ. — Акă хайхи сыснана тупрăмăр. Ну, илсе кайса, пурне те тĕлĕнтеретпĕр!— теççĕ. — Ăçта илсе каятăр?— тет Йăван. — Ай, хуçи пур-çке кун, —теççĕ лешсем. — Эпĕ ун хуçи,— тет Йăван. — Сут сыснуна. Мĕн чул ыйтатăн? — теççĕ лешсем. — Мĕн мĕн чухлĕ... Эсир мана асăнмалăх урăрти кача пӳрнĕрсене татса парăр та — çитет,— тет Йăван. Лешсем ирĕксĕрех килĕшеççĕ те пӳрнисене татса параççĕ. Йăван пӳрнисене тутăрпа чĕркесе кĕсйине чикет те сыснине парса ярать. Хăй ахалех килне таврăнать. Пурăнсан-пурăнсан, Йăван тата тĕлĕк тĕлленет. Ăна та арăмне каласа парать: — Эпĕ кĕçĕр каллех тĕлĕк куртăм. Аçу маçакăшĕн сĕтлĕн-çăмахăн авăрса ларакан арман пур пек. Мĕне пĕлтерет-ши тата ку тĕлĕк?— тет. Арăмĕ Йăван курнă тĕлĕке ашшĕне кайса калать. Лешсем архивсенче шыраттарса пăхтараççĕ те ĕлĕк чăн та ун пек арман пулнине пĕлеççĕ. — Кам çав армана шыраса тупма пултарать?—тесе ыйтать патша хăйĕн çывăх çыннисенчен. — Эпир шыраса тупма мар, илсе те килетпĕр,— теççĕ кĕрӳшĕсем. Тепĕр кунне шырама тухса та каяççĕ. Арăмĕ, килне пырсан, Йăвана калать: — Эсĕ тĕлĕкӳнте курнă арман чăнахах пулнă иккен. Ăна йыснасем шырама та тухса кайрĕç,— тет. — Эй, вĕсем мар вăл армана тупмалли,— тет Йăван. Унтан лашине чĕнсе илет те армана шырама тухса каять. Питĕ инçе каяççĕ вĕсем. Кайсан-кайсан, хай армана чăнахах та тупаççĕ. Килне таврăннă чухне пĕр хăртнăна канма лараççĕ. Кун патне пашта кĕрӳшĕсем пырса та тухаççĕ. — Акă хай арман!— тесе хĕпĕртесе каяççĕ, армана курсанах. — Мĕн кирлĕ сире?— тет йăван. — Ай, хуçи пур-çке кун,— теççĕ лешсем. — Хуçи эпĕ,— тет Йăван. — Сут арманна! Миçе пин илетĕн?—теççĕ патша кĕрӳшĕсем. — Мĕн мĕн чухлĕ илесси. Хăвăр аллăрти кача пӳрнĕрсене касса парăр та — çитет,— тет Йăван. Лешсен ирĕксĕрех кача пӳрнисене касса памалла пулать. Йăван кусен пӳрнисене кĕсъене чĕркесе чикет те арманне парса ярать. Хăй килне пушă алăпах таврăнать. Пурăнсан-пурăнсан, Йăван татах тĕлĕк тĕлленет. Тĕлĕкĕ çинчен арăмне каласа кăтартать: — Кĕçĕр эпĕ тата тепĕр тĕлĕк куртăм. Сан аçу маçакăшĕн ĕлĕк пĕр сехетре сывлăшра вĕçсе çĕр йĕри-тавра çаврăнакан виçĕ хура ăйăр пулнă пек. Мĕне пĕлтерет-ши тата ку тĕлĕк?— тет. Арăмĕ Йăван курнă тĕлĕке ашшĕне каласа кăтартать. Лешсем тапратаççĕ шыраттарма. Архивсенче шырасан-шырасан, ĕлĕк чăн та виçĕ ăйăр пулнине пĕлеççĕ. — Кам шыраса тупма пултарать çав виçĕ ăйăра?— тет Сарă кун патши. — Эпир шыраса тупма мар, тытсах килетпĕр,— теççĕ куна кĕрӳшĕсем. Чăнах та шырама тухса каяççĕ. Йăван арăмĕ кун çинчен йăвана каласа парать. — Вĕсенчен мар вăл ăйăрсене тупса килесси,— тет Йăван арăмĕ каланине хирĕç. Унтан витине тухать те лашине чĕнет. — Аçта каймалла?— тет лаши. — Пирĕн Сарă кун патши маçакăшĕн пулнă виçĕ хура ăйăра шыраса тупса килмелле, —тет Йăван. — Кайма ӳркенместĕп, анчах вĕсене тупса килес çĕрте йывăрлăх нумай пулать. Çапах та эпир вĕсене епле те пулин тытса килме тăрăшăпăр. Вăл ăйăрсем тинĕс тĕпĕнче пурăнаççĕ. Çав тинĕс хĕррине çитсен, эпĕ шыва кĕрсе кайăп, эсĕ çыран хĕррине юлса кĕтсе тăрăн. Малтанхи айăрне çăмăллăнах илсе тухма пулĕ, анчах ыттисене илсе тухма йывăр, манăн такансем ураран тухса ыткăнса кайĕç. Вара ун чух мана кĕтнипе кĕтменни пĕр пулĕ,— тет ăйăрĕ Йăвана. Анчах, тăвас ĕç мĕнле хăрушă пулин те, вĕсем пурĕпĕр çула тухаççе те çил пек малалла вĕçтереççĕ. Кайсан-кайсан, тинĕс хĕррине çитеççĕ. — Ну, Йăван, эсĕ çакăнта тăрса юл. Эпĕ ăйăрсене пĕрерĕн-пĕрерĕн хăваласа тухатăп. Сĕтĕрсе тухсанах, эсе вĕсене йĕплĕ туяпа икĕ хăлха хушшинчен мĕн ураран ӳкичченех хĕне,— тет лаша, унтан хăй чашкăрса шыва кĕрсе каять. Тинĕс йĕркесĕр хумханма тытăнать. Хумхансан-хумхансан, йăван лаши пер айăрне сĕтĕрсе те кăларать. Кăларна-каларманах, Йăван йĕплĕ туя илет те ăйăра çамкаран пĕр лăш кăтартмасăр хĕнеме пуçлать. — Ытла ан пĕтерсем хĕнесе, эпĕ санан пулатăп,— тет ăйăр Йăвана. Вара тин Йăван ăйăра хĕнеме пăрахать. Йăван лаши каллех тинĕсе кĕрсе каять.Тем вăхăт иртсен, иккĕмĕшне те сĕтĕрсе тухать. Йăван куна та хĕне-хĕне хăйне парăнтарать. Юлашкинчен лаша виççĕмĕшне илме тинĕсе кĕрсе каять. Пĕр çур сехет вăрçса, тинĕсе тем пек хумхатса тăраççĕ, Йăван лашин пĕр уринчи таканĕ, ывтăнса кайса, çыран хĕррине пырса çапăнать. Йăван çакна курсанах хăраса чĕтресе каять. Хăй ăшĕнче: «Тухаймасть иккен»,— тесе шухăшласа илет. Анчах лаши çав самантрах ăйăра шывран сĕтĕрсе те тухать. Тухсанах хăй те вăй-халтан кайнипе çерем çине тăсăлса выртать. Йăван ăйăра хĕнет-хĕнет те, ăйăр: — Санăн пулатăп, урăх ан хĕнесем.— тесен тин чарăнать, виçĕ ăйăрне те юпасенчен кăкарса хурать. Кăшт тăрсан, Йăван ăйăрсене вĕçерет те утланса вĕçтере парать килнелле. Кайсан-кайсан, пĕр вăрман хăртнине канма чарăнать. Айăрĕсене курăк çине вĕренлет. Çак хăртнăна каллех хайхи генералсем сиксе тухаççĕ. — Акă эпир шыранă ăйăрсем ăçта çӳреççĕ!— теççĕ вĕсем савăнса. — Мĕн кирлĕ сире?— тесе ыйтать Йăван. — Сут пире ăйăрусене! Мĕн чул ыйтатăн?— теççĕ кусем. — Мěн мĕн чухлĕ ыйтасси. Эсир мана уншăн хăвăр çурăмăр çинчи тирĕрсене пĕрер шит тăршшĕ сӳсе парăр,— тет Йăван. Лешсен ирĕксĕрех килĕшмелле пулать. Йăван çĕççине кăларать те, иккĕшĕнне те пĕрер хăю пек çурам тирĕсене сӳсе илсе, ăйăрĕсене парса ярать. Хăй, лаши çине утланса, килне таврăнать. Халĕ ĕнтĕ Сарă кун патши хĕпĕртенипе çав тери вăйлă ĕçкĕ-çикĕ тума тытăнать. Ку ĕçке темлерен Йăван кетӳç те пырса кĕрет. Сарă кун патшин аслă кĕрӳшĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр ырă пулса, патша умĕнче мухтанса анчах лараççĕ. Патши те питĕ савăннă. Йăван тăрать те, патша кĕрӳшĕсем патне пырса, аллисенчен перчет-кисене карт туртса хывать. — Пăх-ха, Сарă кун патши, çаксен аллисене!—тет Йăван патшана. — Ара, мĕн пулнă сирĕн пӳрнĕр-сене?— тесе ыйтать патша, тĕлĕнсе кайса. — Пуртăпа касрăмăр,—теççĕ лешсем. Йăван кусен пӳрнисене кĕсйинчен кăларса кăтартать те: — Эсир, пӳрнĕрсене мана хăвăрах касса парса, ман армана илсе кайрăр-çке, халĕ кунта ырă ятлă пулса мухтанса ларатăр тата!— тет. Унтан çавăнтах ури пӳрнисене кăларса кăтартать те юлашкинчен çурăм тирĕсене сĕтел çине сарса хурать. — Урăр пӳрнисене касса парса, манран сысна илтĕр, çурăм тирне сӳсе парса, ăйăр илтĕр!—тет. Лешсем, ним калама аптăраса, кĕл пек кăвакарса каяççĕ. Патша, кĕрӳшĕсем хăйне улталанине пĕлсенех, кусене виçĕ хутлă çуртран чӳрече витĕрех кăларса ывăттарать. — Мĕнпе тав тăвас ĕнтĕ сана, Йăван?— тесе ыйтать патша хăйĕн кĕçĕн кĕрӳшĕнчен. — Мана нимĕн те кирлĕ мар. Эсĕ, Сарă кун патши, мана ним вырăнне те хумарăн. Халĕ ĕнтĕ атьăр хăвăр пирĕн пата хăнана. Эпир епле пурăннине пырса курăр!—тет ăна хирĕç Йăван. Патша хăйĕн кĕçĕн хĕрĕпе кĕрӳшĕ мунчара епле пурăннине курма каять. Мунча алăкĕнчен кĕрсенех, кунăн куçĕ-пуçĕ пĕтĕмпе çуталса каять. Йăван сĕтел çине темĕн тĕрлĕ ĕçме-çиме кăларса тултарать. Пурте тĕлĕнсе каяççĕ. Çапла ĕçеççĕ-çиеççĕ те килĕсене саланаççĕ. Тепĕр кунне йăван виçĕ ăйăрне те кӳлет те, лашине хыçалтан кăкарса, арăмне ылтăн урапа çине лартса, хăйĕн тăван çĕршывне курма тухса каять. Хăйпе пĕрле пĕр кĕленче тăрă шыв, супăнь тата шурă алшăлли илсе чикет. Акă кайнă чухне çул çинче ларакан старик патне çитеççĕ. Йăван старике супăньпе çуса, алшăллипе шăлса тасăтать. — Ну, тавтапуçах сире, ачамсем. Халĕ ĕнтĕ мана та, ватăскере, çĕр ыррăнах йышăнĕ, эсир вара ĕмĕр-ĕмĕрех телейлĕ пулăр!— тесе пиллесе ярать старик Йăвана. Йăван ашшĕ патне çитет. — Атте, эпĕ эсĕ пулнă çĕрсене пур çĕре те çитсе тухрăм-тухрăмах,— тет вăл ашшĕне. — Пушă хир варринче кама куртăн?—тесе ыйтать ашшĕ. — Эпĕ унта пĕр кĕмĕл сухаллă ватă çынна куртăм, унран пиллĕх илсе килтĕм!— тет йăван. — Ăслă турăн эсĕ, ывăлăм! Вăл сана пĕтĕм халăх ăсне пиллесе панă. Ěмĕр упраса усра вăл пиллĕхе хăвăн ăспуçупа чĕрӳнте!—тесе пĕлтерет куна ашшĕ. Çак кунтан пуçласа Йăван чăнах та хăйĕн ĕмĕрне чи телейлĕ пурнăçпа пурăнса ирттерет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-20 13:01:11 вăхăтра улăштарнă. 9840 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|