Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем  Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Сĕлĕп хĕрсем:
 

    Пĕр карчăкпа старикĕн виçĕ хĕр пулнă, тет, виççĕшĕ те селĕп пулнă, тет. Хĕрĕсем ӳссе çитĕнеççĕ, тет, хăтана пыракан çук, тет.
    Пĕрре кусем патне таçтан пĕр çын хăтана çаврăнса пырать, тет. Амăшĕ хĕрĕсене часрах пăлтăра чĕнсе кăларчĕ, тет те:
    — Астăвăр, пĕри те пĕр сăмах ан чĕнĕр! — терĕ, тет.
    Хĕрĕсем кĕрсе кăмака çине хăпарса ларчĕç, тет. Амăше хăнине чыслама салма пĕçерет, тет. Салмине çăрчĕ, тет те, чарапа сĕтел çине лартрĕ, тет. Кушакĕ сĕтел патĕнче сакă çинче ларать, тет.
    Унччен те пулмасть сĕтел тăрăх пĕр шăши чупса пыра парать, тет. Кушак ялт! сикрĕ, тет те, чарине йăвантарчĕ ячĕ, тет. Аслă хĕрĕ:
    — Ах, муй çалаççĕ кушак! Сальмана тьăкса ячĕ, — тесе кăшкарса ячĕ, тет.
    Вăталăххи ăна чарать, тет:
    — Акка, вая пие анне çын умĕнче нимĕн те каяçма хуçмайĕ вĕт, — терĕ, тет.
    Кĕçĕнни тата:
    — Эсĕй тек çӳйăхатăй! Эпĕ пĕй çавламастăп, тĕк кăна лаятăп, — терĕ, тет.
    Хăтана пынă çынни тăчĕ, тет те, тухрĕ кайрĕ, тет. Хĕрсем темĕнчченех кивве юлса пурăнчĕç, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 14:48:53 вăхăтра улăштарнă. 4469 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005