Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Пуяс шухăша мĕншĕн пăрахрăм:
 

    Ĕлĕк-авал, асаттесем-асаннесем çураличчен, эпе питĕ пуянччĕ. Чăваш патши пулма та вăрттăн шухăш усраттăм. Мĕн чăрмантартăр-ха мана? Кĕлетсем тулли тырă, витесем тулли выльăх. Анчах мана хам хытă пулни пĕтерчĕ. Ĕç акă мĕнле пулса иртрĕ.
    Манăн асар-писер ăйăр пурччĕ. Ăна пăхма уйрăм çын тытса, укçа пĕтерес килместчĕ. Выртмана та хамах илсе çӳреттĕм.
    Пĕрре çапла хайхи ăйăрпа выртмана кайрам. Ир енпе ытти çынсем, лашисем çине утланса, килĕсенелле вĕçтерчĕç. Пĕр эпĕ çеç ăйăр çине утланаймасăр асапланса юлтăм. Утланас тесе, çĕртен сикетĕп те вăшт çеç ăйăр урлă сиксе каçатăп. Тунката çинчен сикетĕп — лаша хырăмне те сиксе перĕнейместĕп.
    Асапланса пĕтрĕм çапла. Юлашкинчен йывăç çинчен сикме шутларăм. Айăра пĕр çамрăк ăвăс айне пырса тăратрăм. Хам йывăç çине улăхрăм. Йывăç, ман йывăрăша чăтаймасар, авăнсах ларчĕ. Эпĕ хараса ӳкрĕм — сикрĕм. Йывăç тӳрленчĕ те, вĕçĕпе мана пырса çапса, пĕлĕт çинелле ывăтса ячĕ.
    Хĕсĕнсе лартăм икĕ пĕлĕт хушшиче. Куратăп: пĕлĕт çинче турă ларать. Шеллерĕ хайхи турă — туртса кăларчĕ мана. Эпĕ ăна хамăн инкек çинчен каласа патăм. Турă мана пăрçа хăмăлĕ пачĕ, пăрçа хăмăлĕпе явса анса кайма хушрĕ. Пăрçа хăмăлне ытама илтĕм — ытама кĕмест, ывăçа илтĕм—татах çавăн чухлĕ кĕрет. Явса анса кайрăм. Шăп çĕре çитес тенĕ чух манăн пăрçа хăмăлĕ пĕтрĕ ларчĕ. Çакăнса тăратăп çапла сулланкаласа, пĕлĕт çинелле пăхкалатăп.
    Курах кайрăм: пĕр пĕлĕт татăкĕ ман вĕрен патнелле шуçса килет. Пырса çапрĕ те ман вĕрене — эпĕ çĕре персе антăм. Эпĕ шăпах шурлăх çине вĕрен явса аннă иккен. Халĕ мăй таранах кĕрсе лартăм та шурлăха, шутлатăп: «Хытă çĕр пулнă пулсан — вилеттĕм, шурлăха кĕрсе ларни те пысăк савăнăçах мар».
    Çапла шутласа ларнă вăхăтра ман пата пĕр кăвакал нартлатса çитрĕ. Вал тӳрех ман пуç çине хам çӳçренех йăва çавăрчĕ. Унтан çăмарта тума тытăнчĕ. Шăп хĕрĕх çăмарта турĕ, каттăршнай. Çăмартисенчен чĕпписем те тухрĕç. Эх, шиплетеççĕ! Çакна кашкăр илтнĕ те ман пуç патнелле йăпшăнса пычĕ. Эпĕ ăна часрах хӳринчен ярса илтĕм те вăй çитне таран кăшкăрса ятăм. Кашкăр хăранипе типçĕр çинелле тапса сикрĕ. Ун хӳрине алран вĕçертмесĕр, эпĕ те типçĕр çине тухрăм.
    Халĕ тин эпĕ иртенпех нимĕн те çименнине аса илтĕм. Çывăхра курăнса ларакан хăвăллă юман патнелле утрăм. Хăвăлта шăнкăрч чĕпписем чĕвĕлтетеççĕ. Алла чиксе пăхрăм — кĕмест. Пуçа чикрĕм те — пуç кĕчĕ кайрĕ. Часах кĕрсе лартăм, шăнкăрч чĕпписене çисе ятăм. Каялла тухасшăн пултăм — тухаймастăп. Мĕн тумалла? Аса илтĕм: ара, ман лупасайĕнче çĕнĕ пуртă пурччĕ вет! Часрах киле чупса кайса килтĕм те юмана касса ятăм. Хам тăнкăлт çеç хăвăлтан тухса ӳкрĕм. Ун хыççăн аран çеç киле çитрĕм.
    Çавăнпа пуян пулас шухăша пăрахрăм вара.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:22:30 вăхăтра улăштарнă. 8737 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005