Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Пуяна улталани:
Ĕлек-авал пĕр пуян çын пурăннă, тет. Çав пуян çын каланă, тет:
— Тăвансем! Итлĕр-ха, эпĕ сире мĕн калам: пуçтарăнăр пĕр çĕре ялти мĕнпур çын. Вара, хăшĕ мана сăмахпа улталĕ, çавна пĕр хутаç укçа паратăп, — тенĕ, тет. Çынсем часах пуçтараннă та пуяна улталама пуçланă. Еретпе улталаса пыраççĕ — пĕри те улталаймасть, тет. Хай пĕр çамрăк ача улталама пуçларĕ, тет. Ача каларĕ, тет: — Эпир ĕлĕк асаттепе иккĕн пурăнаттăмăрччĕ. Пирĕн çĕр пуç вĕлле хурт пурччĕ. Çăва тухсан, хуртсене улăха лартаттăмăрччĕ. Пĕрре асаттепе хуртсем патне кайрăмăр та пăхатпăр — пирĕн икĕ хурт çук. Хай эпир, асаттепе иксĕмĕр, икĕ лаша утлантăмăр та хуртсене шырама кайрамăр. Çӳресен-çӳресен, пĕр хуртне тупрăмăр, тепри çук. Тепĕр кун хам çеç кайрăм. Эх çӳреп, эх çӳреп! Пырса тухрăм пĕр варлăха. Пирĕн хурт варта кашкăрпа çапăçса вырта парать, — тесе каларĕ, тет. Леш пуянĕ калать, тет: — Çук, улталатăн, хурт нихăçан та кашкăрпа çапăçмасть,— тенĕ, тет. Ачи ăна хирĕç: — Э-э, улталарăм-и? — терĕ, тет те, укçа хутаççине йăтса тухса кайрĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 21:04:03 вăхăтра улăштарнă. 13597 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|