Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Пичке ĕшĕнче çул çӳрерĕм:
Эпĕ аттепе вăрмана вутта кайнăччă. Тĕттĕм пулсан, аташса юлтăм.
Ман умра пĕр пӳрт ларать, эпĕ унта кĕрсе кайрăм та вăрăм сак айне кĕрсе выртрăм. Ман çумра пăру выртать. Пăру мана çулла пуçларĕ те, эпĕ кусарпа пăру хӳрине лач татрăм. Пăру мя-е-е-ек! кăшкăрса ячĕ. Карчăкки калать стариккине: — Çутă çут-ха. Халь çутă çутрĕç те карчăккипе старикки мана туртса кăларчĕç. Карчăкки калать: — Ма касрăн пăру хӳрине? — тет. — Мана çулласа выртать те, çавăнпа касрăм, — тетĕп. Карчăкки калать стариккине: — Пичке илсе кĕр-ха, ăна пичке ăшне хупар, — тет. Старикки пичке илсе кĕчĕ те, мана пичке ăшне хупса хучĕç. Пичкене, тула илсе тухса, çуна çине хурса, çырма патне çитсен, кустарса ячĕç. Эпĕ пичке ăшĕнче кăмпăртатса пыратăп. Пĕр йывăç çумне пырса чарăнтăм. Ман пата пĕр кашкăр пычĕ. Кашкăр пичке ăшне пуçне чиксе шăршла пуçларĕ. Эпĕ каларăм: — Пуçна ан чик, хӳрӳне чик, — терĕм. Вара хӳрине чикрĕ те, эпĕ хӳринчен ярса тытрăм. Кашкăр вăрманалла чупса кĕрсе кайрĕ. Эпĕ пичке ăшĕнче каллех кăмпăртатса пыратăп. Мана вăрманта пĕр хăвăл йывăç çумне çапăнтарчĕ те, пичке саланса кайрĕ, кашкăрĕ хăраса тарчĕ. Эпĕ хăвăртрах йывăç хăвăлне кĕрсе лартăм. Вăрмана çынсем йывăç касма пычĕç. Çитрĕç те çак хăвăл йывăçа касма пикенчĕç. Эпĕ кăптăртаттарма пикентĕм. — Мĕскер ку? — теççĕ. Эпĕ татах алăпа кăптăртаттаратăп. Татах: — Мĕскер ку? — теççĕ. Хытă кăптăртаттартăм та, вара çынсем лашисене йăлтах пăрахса тарчĕç. Эпĕ хăвăл ăшĕнчен тухрăм та, пăчки-пурттисене илсе, лав çине хутăм та яла таврăнтăм. Çав лаша халь те колхозра ĕçлет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:50:48 вăхăтра улăштарнă. 8686 хут пăхнă. | |
|