Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Пикепе Хăрхăм:
Пěр тăлăх арăмăн çичě ывăл пулнă, тет. Хěр чунĕ пĕрре те пулман, тет. Ывăлĕсем вăрман ĕçлесе пурăнаççĕ, тет. Пурăнсан-пурăнсан, амăшě йывăр çын пулать, тет. Пĕрре вăрмана тухса кайнă чухне ывăлĕсем амăшне калаççĕ, тет:
— Анне, эпир киличчен çуратсан, ывăл пулсан, пирĕн çул çине шĕшлĕ пăрах; хĕр пулсан, йĕке пăрах,— тесе калаççĕ, тет. Ку арăмăн хĕр çуралать, тет те, вăл ывалĕсен çулĕ çине йĕке кайса пăрахать, тет. Кӳршисем, кураймасăр, йĕке вырăнне шĕшлĕ кайса пăрахаççĕ, тет. Пиччĕшĕсем таврăннă чухне хай шĕшлĕ кураççĕ, тет те, хурланнипе килĕнчен таçтах, çичĕ тинěс урлах пăрахса тараççĕ, тет. Хĕр Пике ятлă пулчĕ, тет. Ӳссе çитсен, Пике ытти ачасемпе пĕрле урама выляса çӳреме тухма тытăнчĕ, тет. Пĕрре çапла, урама тухсан, ачасем Пикерен мăшкăллаççĕ, тет: — Çичĕ пиччӳн пуçне çиекен! Çичĕ пиччӳ пуçне çиекен!— теççĕ, тет. Пики пӳртне макăрса кĕрет, тет те, амăшěнчен: — Анне, манăн çичě пичче пулнă-им? Урамра мěншĕн манран çапла мăшкăллаççĕ?—тесе ыйтать, тет. — Çук, ачам, çук! Ара, урамра мĕн тесе витлемĕççě унта,— тесе калать, тет, амашĕ. Тепĕр кунне Пике каллех урама тухать, тет. Ачасем ăна татах çапла мăшкăллаççĕ, тет. Пике каллех амăше патне чупса кĕрет те: — Анне, манăн çичě пичче пур-им? Ăçта вěсем? — тесе ыйтать. — Çук, çук, ачам, мĕн аташатăн?—терĕ, тет, каллех амăшĕ. Виççĕмеш кунне тухсан, ачасем каллех Пукене: — Çичĕ пиччӳ пуçне çиекен! Çичĕ пиччӳ пуçне çиекен! тесе машкăллаççĕ, тет. Пике вара, амăшĕ пурпěр каламасть тесе, килне кĕмесĕрех юмăç патне кайрĕ, тет. — Кинемей, манăн пиччесем пулнă-и, çук-и, кала-ха,—тере, тет, юмăç карчăкне, — Эпě урама тухатăп та, ачасем манран шавах: «Çичĕ пиччӳ пуçне çиекен! Çичĕ пиччӳ пуçне çиекен!»— тесе мăшкăллаççĕ, тет.—Аннерен ыйтатăп та — каламасть,—тет. Юмăç карчăк ăна çапла ăс парать: — Эсĕ, хĕрĕм, тепĕр чухне урама тухсан, аннӳне кăшкăр. Аннӳ тухсан вара: «Анне, мана карта витер чěчĕ пар-ха!»—те. Чĕчĕ парсан, эс ун çине вĕрлĕк яр, вара вăл хăех калĕ, тет. Пике килне таврăнать те чăн та çапла тăвать. Урама выляма тухать те амăшне: — Анне, тух-ха! — тесе кăшкăрать. Амăшĕ сиксе те тухать. — Карта витĕр чĕчĕ пар-ха, ан-не! — тет Пике. Амăшĕ парать те, Пике ун çине вĕрлĕк ярать. — Ай, тур-тур, хĕрĕм, мĕн тăван эс?— тет амăшĕ. — Пиччесем ăçта кайнине кала, вара яратăп,—тет Пике.—Ман вĕсене курас килет,—тет. Амăшĕ калать: — Эй, ачам, çичĕ пиччӳ тинĕс урлах кайнă. Ăçтан çитĕн эс унта?— тет. Апла каласан, хĕрĕ вĕрлĕке илет те: — Пурпĕр каятăп, анне! Пиччесене курас килет,— тет. Амăшĕ ӳкĕте кĕрсех ярасшан мар. Хĕрĕ итлемест амăшне, каймах хатĕрленет. Амăшĕ те вара нимĕн те тăваймасть, херне çула хатĕрлеме пуçлать. Хĕрлĕ кĕпе тăхăнтарать Пикене, хĕрлĕ тутăр çыхтарать, макăра-макăра икě тумлам сěтне парать те вăрăм çула кăларса ярать. Пиччĕшсем пăтне çитес тесен, Пикен çичě тинĕс урлă каçмалла. Акă утса-утсан, Пике тинěс хĕррине çитрĕ, тет. Вупăр карчăк хĕрĕ, Хăрхăм, кěпе çăвать, тет. — Ăçта каятăн, Пике?—тесе ыйтать çак Хăрхăм. — Çичĕ пичче патне каятăп,— тесе калать, тет, Пике. — Мана та илсе каятăн-и?— тет Хăрхăм. Пике шухăшласа тăрать те: — Атя, ара,— тесе тавăрать. Икĕ витрине çапса салатрĕç, тет те, кусем, кимĕ турĕç, тет. Кимĕ çине лараççĕ те тинĕселле ишеççĕ, тет. Пике: Юх, юх, киммĕм, юх, киммĕм! Авăс, авăс, таканам! Вĕр, вĕр, йыттăм, вĕр йыттăм, Авăт, авăт, автанăм! — тесе юрлать. тет. Кимми юхать, тет, такани авăсать, тет, йытти вĕрет, тет, автанĕ авăтать, тет. Каяççĕ, тет, кусем. Пĕр тинĕс урлă каçсан Хăрхăм шыва кĕресшĕн, тет. — Атя, Пике, шыва кĕрер,— тесе каларĕ, тет. — Атя, ара,—терĕ, тет, Пике. Хайхисем шыва кĕреççĕ, тет. Шывра кăшт чăмпăлтатсан, Хăрхăмĕ кăшт маларах тухать, тет те, Пике кĕпине тăхăнать ярать, тет. Пике çарамасах тăрса юлать, тет. — Пар кĕпене, Хăрхăм, мĕншĕн памастăн?— тесе ыйтать, тет, Пике макăра-макăра. Хăрхăм пурпĕр памасть, тет. Вара Пике тӳсеймесĕр: — Анне, анне, пăх-халĕ: Хăрхăм кĕпе тăхăнчě! — тесе кăшкăрчĕ, тет. Унччен те пулмасть, амăшĕ панă пĕр тумлам сĕчĕ çын чĕлхипе: — Çитěп, хĕрĕм, çитěп!— тесе йăпатать, тет, Пикене, — Час хыв, Хăрхăм кĕпене,— тесе кăшкăрать, тет. Хайхи Хăрхăмĕ хăраса наччасах хывса пачĕ, тет те, Пике кĕпине, хăй кěпине тăхăнчĕ, тет. Иккĕшĕ те малалла каяççĕ, тет. Тепĕр тинĕс каçрĕç, тет. — Атя, Пике, шыва кĕрер!— тесе аптратать, тет, Хăрхăм каллех. Пике ирĕксĕрех килĕшрĕ, тет. Хăрхăм, шывран каллех Пикерен малтан тухса, унăн кĕпине тăхăнса ячĕ, тет. — Анне, анне. Хăрхăм кĕпене памасть!—тесе макăрать, тет, Пике. — Çитěп, хĕрĕм, çитěп! Час хыв, Хăрхăм Пике кĕпине!— тесе юнать, тет, амăше. Хăрхăм кĕпине вăр-вар хывса пачĕ, тет. Каллех иккěш каяççĕ, тет. Юлашки тинĕс урлă каçсан, Хăрхам каллех Пикене шыва кĕме аптăратать, тет. Пике кĕресшĕн мар, тет. Хăрхам ирĕксĕрех кěртрĕ, тет те, Пике кĕпине каллех улăштарса тăхăнчĕ, тет. — Анне, анне! — тесе макăрать, тет, Пике. Амăшĕ сăмах та чĕнмест, тет. Аптăранипе Пике кимĕ ăшне кĕрсе ларчě, тет те: Юх, юх, киммĕм, юх, киммĕм, Авăс, авăс, таканам! Вĕр, вěр, йыттăм, вĕр йыттăм! Авăт, авăт, автанăм!— тесе юрлать, тет, макăра-макара. Кимми юхмасть, тет, такани авăсмасть, тет, йытти вĕрмест, тет, автанĕ авăтмасть, тет. Хум çинче çапкаланса çӳре-çӳре хайхи киммипе пĕр хăмăшлăха кĕрсе тăрăнчĕç, тет. Çӳлелле пăхать, тет те, Пике, пĕр курак вĕçсе пынине курать, тет. — Курак тус, курак тус! Ме-ха ман хăлха алкине,—тет Пике курака.— Пиччесем патне кайса, хĕрсем тинĕсе путнă тесе кала!— тет. — Вилĕр-ха, вилĕр,—тет курак. — Вилсен куçăра чавса кăларăп! — тет. Макăрса юлать Пике. Татах пăхать те çӳлелле чакак вĕçсе пыннне курать. — Чакак тус, чакак тус! — тет Пике.—Ме-ха хăлха алкине, пиччесене кайса пар, хĕрсем тинĕсе путнă тесе кала,— тет. — Вилĕр-ха, вилĕр! Вилсен, куçăрсене чавса кайăп-ха! — тет чакак. Пике татах макăрса юлать. Кăшт тăрсан, вăл куккук явăнса çӳренине курать. — Куккук тус, куккук тус!—тет каллех Пике.— Ме-ха ман кĕмĕл хăлха алкине, пиччесем патне кайса пар. Хĕрсем тинĕсе путнă тесе кала,—тет. Куккукĕ пăрр вĕçсе анать те кимĕ çине, хăлха алкине çăварĕпе çаклатса та каять. Пиччĕшĕсем патне çитет те, чӳрече уменчи карлăк çине ларса: Куккук шепер, куккук шепер, Хĕрлĕ шура хěрсем путнă, Шурне калатъ, шур ут ыйтать. Пăчăх тăвар, пасман кěрпе.— тесе юрлать. тет. Юрласа пĕтерет, тет те, куккук, Пике хăлха алкине чӳрече çине ывăтса хăварать. Пиччĕшесем хăлха алкине кураççĕ те: — Ара, ку пирĕн йăмăкăн хăлха алкийе вĕт, кайса илес ăна!—теççĕ. Шурă лаша кулеççĕ, кĕрпе-тăвар илеççĕ те каяççĕ. Тинĕс хĕрне çитсен, Пикесем макăрса лараççĕ, тет. Вара кусем хĕрсене чӳклесе кăлараççĕ. тет. Пике Хăрхăм пулнă ĕнте. Хăрхăм Пике пулнă. Пиччĕшĕсем кусене килне илсе таврăнаççĕ. Килне таврăнсан, Хăрхăм пулнă Пикене кушаксемпе пĕрле çитерме тытăнаççĕ, тет. Пурăнсан-пурăнсан, пиччĕшĕсем пикене лашисене шăварма яраççĕ, тет. Пике тинĕс хĕррине чăн малтан аслă пиччĕшěн лашине шăварма каять. тет. Лаши ĕçмест, тет, пуçне сĕнксе тарать, тет. Пике макăра-макăра шăварать, тет: Тăпăр-тăпăр ут ури, Чăнкăр-чăнкăр чĕн йěвен! Ěç, ěç, лашам, ěç, лашам, Аслă пичче лаши, ěç Тинĕс шывĕн тăррине, Ешěл курăк сывлăмне!— тесе юрлать, тет. Лаши çаплах ĕçмест, тет. Пике килне пырса ячĕ, тет те, лашине, лаши килне çитсенех еçесшĕн кĕçенет, тет. Пике вăталăх пиччĕшен лашине шăварма кайрĕ, тет. Каллех юрла-юрла: Тăпăр-тăпăр ут ури, Чăнкăр-чăнкăр чĕн йěвен! Ěç, ěç, лашам, ěç, лашам, Вăталăх пичче лаши, ěç Тинĕс шывĕн тăррине, Ешěл курăк сывлăмне!— тесе шăварать, тет. Ку лаши те ĕçмест, тет, пуçне сěнксе тарать, тет. Пике ăна килне илсе кайрě, тет. Лаши килне пырсанах шыв ĕçесшен кěçенет, тет. Пиччĕшĕсем: — Ку, мур, ĕçтермест-тĕр лашасене!— тесе калаççĕ, тет. Кĕçĕн пиччĕшĕ: — Хам вăрттăн кайса пăхам-ха: ĕçтерет-и, çук-и?— тесе калать, тет. Тинěс хĕррине кайса шăтăка пытанса выртрĕ, тет, ку. Пике кĕçĕн пиччĕш лашине çавăтса пырса шăварать, тет. Лаши ĕçмест, тет, пуçне сĕнксе тăрать, тет. Пике макăра-макăра: Тăпăр-тăпăр ут ури, Чăнкăр-чăнкăр чĕн йěвен! Ěç, ěç, лашам, ěç, лашам, Кěçěн пичче лаши, ěç Тинĕс шывĕн тăррине, Ешěл курăк сывлăмне!— тесе шăварать, тет. Пиччĕш шăтăкран тухать те, хĕр юрланине илтеймен пек пулса: — Мĕскер калатăн эс?— тесе ыйтать. — Лаша ĕçмест те, юрласа шăваратăп,—тет Пике. — Мĕншĕн тата макăратăн?—тет пиччĕшĕ. — Çук, макăрмастăп эп. Тинĕс урлă сивĕ çил вĕрет те, куççуль тухать,— тет Пике. Килне таврăнсан, кĕçĕн пиччĕшĕ аслисене хăй тинĕс хĕрринче мĕн курни-илтнисене каласа кăтартать. — Çав тери хурланса юрланипе хам та макăрса яраттăм,—тет. — Мĕн тăвас вара? — теççĕ пиччĕшĕсем. — Улталамасть-ши вăл пире? — теççĕ те чăнне пĕлме юмăç карчăк патне каймалла тăваççĕ. — Кинемей, эпир хамăр йăмăка уйăраймастпăр. Мĕн тăвас, кала-ха,— теççĕ. Юмăç калать: — Эсир акă мĕн тăвăр: çичĕ çуна çапă тийĕр те, пĕр çĕре купаласа, вут тивертсе ярăр, вара хĕрĕрсене вут урлă сикме хушăр. Урлă каçаканни сирĕн тăванăр пулĕ,—тет. Килне таврăнсанах, кусем çапла тăваççĕ. Çичĕ çуна çапă тиеççĕ те хутăштарса вут тĕртсе яраççĕ. Хĕрĕсене, чĕнсе кăларса, вут урлă каçма хушаççĕ. Пике тухать те ялтах сиксе каçать. Хăрхăмĕ лапах вут çине персе ӳкет. Ӳкет те çавăнтах çунса каять. Çавăнтан вара пиччĕшĕсем тăван йăмăкне паллаççĕ те, ăна хăйсем патне илсе, питĕ хытă пăхма тытăнаççĕ. Çипуçне тăхăнма ĕлккен кĕпесем, тутăрсем, сулăсем, çĕрĕсем иле-иле параççĕ. Çичĕ пиччĕшĕн çичĕ арăм пулнă. Упăшкисем йăмăкне хăйсенчен хытă пăхма тытăннине кура аслă инкĕшĕсем Пикене курайми пулса каяççĕ. — Пирĕн упăшкасем епле: йăмăкне çеç тумлантарасшăн,— тесе калаççĕ пĕр-пĕрин хушшинче.— Пěр йăмакĕ пулнă та, уншăн вилсех кайнă! Йатса çӳреççе-ха тата улпут пек! Атьăр ăна вăрмана илĕртсе илсе каятпăр та аташтарса хăваратпăр. Ан пултăр унăн чунě кунта,— теççĕ. Шăпах çак вăхăтра пиччĕшĕсем арăмĕсене Пикене хăйсен çĕршывĕпе паллаштарса çӳреме хушаççĕ. — Пикене вăрмана илсе кайăр-ха, пирĕн çĕршыва кăтартса çӳрĕр,—теççĕ. Арăмсем питĕ хĕпĕртеççĕ. — Атя, хĕрсем, пултăрана,— теççĕ. — Атьăр, ара,— тет Пики. Тухса каяççĕ кусем, тăватă инкĕше Пикепе пĕрле. Вăрмана çитсен, аслă иикĕшĕ Пикене калать: — Хĕрсем, атьăр сулă ывăтмалла выляр,—тет. — Выляр, ара,— тет Пике. — Ут эсĕ малтан,— тет инкĕшĕ. Пики суллине ту çинчен ыватса ярать те, сулли хурăн тăрри çине ӳксе çакланать. Инкĕшĕсем Пикене: — Хăпарса ил суллуна, хĕрсем, — теççĕ. Пики хурăн çине йăпăр-япăр хапарса каять те, çак вăхăтра аслă инкĕшĕ Пикене сар ука пек çивĕт тунинчен турат çумне çыхса та хурать. Хăйсем вара килне кайрĕç, тет. Пĕр-ик кунтан, апат çисе ларнă чухне, пиччĕшĕсем арăмĕсенчен: — Пирĕн Пике ăçта ара?—тесе ыйтаççĕ, тет. — Таçта вăл,— тесе калаççĕ, тет, лешсем.— Вăрмана кайсан, таçта шала кĕрсе кайрĕ те, кăшкăртăмăр-кăшкăртăмăр — хирĕç ним те чĕнмерĕ. Вара эпир, тухĕ-ха хăех тесе, киле таврăнтăмăр, — теççĕ. Пиччĕшĕсем çавăнтах вара çиччĕшĕ çичĕ лаша çине утланаççĕ те Пикене шырама вăрмана тухса каяççĕ. Вăрмана çитсен, йăмăкне: — Пике! Пике! Ăçта эс?! — тесе кăшкăрма тытăнаççĕ. Пике илтет те кусене хирĕç: Ах, пиччеçĕм, пиччеçĕм, Кěпӳ те сан кирлĕ мар, Нимĕскер те кирлĕ мар. Хăмăш пекех пĕвĕм ман Улăм ури пулайрĕ, Сар ука пек çӳçĕме Хурăн шурри çапайрĕ, Панулми пек питĕме Хура куççуль хуратрĕ!— тесе юрлать, тет, хăйĕн кайăк сассипе, пысăк хурăн кутне йĕпетет, тет, хăйĕн ăшă куççулĕпе. Таçтан инçетрен илтеççĕ, тет, пиччĕшĕсем йăмăкĕн хурлăхлă сассине, анчах ăçтан илтнине чиперех чухлаймаççĕ, тет. Ыткăнчĕ, тет, вара йытти вăрман ăшнелле. Пикене курсан, йытă йынăшса вĕрме тапратрĕ, тет. Пиччĕшĕсем, йытă вĕрнине илтсен, кĕреççĕ, тет те, чăтлăха, Пикене тупса, хурăн çинчен антарса тухаççě. — Кам çакрě сана капла? — тесе ыйтаççĕ пиччĕшĕсем. Пике вара тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартать: — Инкесем сулă ывăтса выляс терĕç те мана малтан ываттарчĕç. Эпĕ ывăтрăм та, суллăм хурăн тăррине çакланчĕ. Сулă илме хурăн тăррине хăпарса кайрăм та, аслă инке хурăн турачĕ çумне çыхса лартрĕ. Кăшкăртăм-кăшкăртăм — итлемерĕç, мана пăрахсах таврăнчĕç, — терĕ, тет. Вара пиччĕшсем килне таврăнаççĕ те аслă арăмĕсенчен: — Сире мĕн кирлĕ: акар йытти кирлĕ-и, юпах тиха кирлĕ-и? —тесе ыйтаççĕ, тет. Лешсем: — Акар йыттипе мĕн тăватпăр! Юпах тиха пулинччĕ,— тесе калаççĕ, тет. Вара арăмĕсене тăваттăшне те тăватă лаша хӳринчен кăкараççĕ. тет те, таптаттарса вĕлереççĕ, тет. Юлашкинчен вĕсем çапла юрларĕç, тет: Пуçăм тени шăпăр пултăр, Аллăм тени кĕрепле пултăр, Ура тени сенĕк пултăр Лерттĕм, лерт!— терĕç, тет. Пикене вара пиччĕшсем вăрман патши ывăлне качча пачĕç, тет. Çав тери ĕлккен, пысăк туй туса ирттерчĕç, тет. Йăмăкĕн туйне курма амăшне те кайса илчĕç, тет. Халĕ те пулин лайăх пурăнаççĕ, тет, вĕсем. Туйне кайрăм эпĕ те, Пылпа ĕçрĕм эрех те. Халап хапха тăрринче, Юмах юпа тăррннче. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-20 20:46:48 вăхăтра улăштарнă. 9591 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|