| 
 
  Система  Регистраци Кěмелли  Юмахсем  Халапсем  Юрăсем  Сăвăсем  Пурнăç йěрки  Ваттисен сăмахěсем  Ялсем  Шупашкар  Ссылкăсем  Добавить  Пěтěм список  Хушмаллисем  Шырамалли  Сайт çинчен  Инструкци![]() ![]() ![]() ![]()  | 
  Мулкач:  
    Эпир пĕрре асаттепе сунара кайрăмăр. Пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кӳсĕкпе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ. 
Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Хам пĕчченех тытрам та мулкача çĕклерĕм хутăм. Пар лаша кӳлнĕ хамăр. Пар лашана хăвалатпăр — туртаймаççĕ. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Киле таврăнтăмăр. Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпар. Пĕччен тытрăм та вăштах йатрам. Алăкран кĕртме тăратăп — кемест. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Çăпалана хуратпăр — тулмасть. Аннене пĕçерме хушрăм. Анне пăхса тăман та, яшки хытă вĕренĕ, мулкач вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. Ăна кушак çинĕ те янă. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те.   Тěп страницă  Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:26:46 вăхăтра улăштарнă. 11356 хут пăхнă.  | |
  | ||