Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Малтанхи аслати:
Кăнтăрлахи тӳпе уярччĕ,
Çуса тасатнă пек таса. Анчах та пĕлĕт кăвакарчĕ, Таçтан вăл тухрě капланса. Нӳрелчĕ сывлăш. Çут çанталăк Шав тĕттĕмленчĕ ерипен. Ял çумĕнчи лаштра çăкалăх Шăп пулчĕ пек. Тем сисрĕ тен. Сасартăк аслати сассийĕ Шартлатрĕ шăплăха татса, Вара вăл кайрĕ улăх çийĕн Кĕмсĕртетсе, кăлтăртатса. Пӳртсем çине çывхарнăçемĕн Шĕвелчĕç тĕксĕм пĕлĕтсем. Пуçланчĕ шăпăр-шăпăр çемĕ, Ташларĕç кĕмĕл пĕрчĕсем. Александ Алка ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 00:00:25 вăхăтра улăштарнă. 9862 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|