Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Курсамччě мана:
Авторсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков
Утатăн пăхмасăр йĕри-тавралла Иртетĕн курмасăр каллех эс мана Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла Курсамччĕ мана. Кулатăп чи хыттăн хĕрсем хушшинче Пыратăп вылянчăк яш каччăсемпе Тăратăп пуçхĕрлĕ урам варринче Курсамччĕ мана. Хушса юрламалли: Ну мĕскер-ха курмастăн çаплах эс мана Ну мĕскер тутарасшăн тата эс мана Тен сырас юриех сан валли çăпата Ну ăçтан персе антăн армак тунката. Пулса тен тăрас-и шыври вутăшпи Е тен сиккелес-и пулса якăлти Пырса манн тирес-и сана çамкунтан Курсамччĕ мана. Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла Пырса тен сана аллунтан тытмалла Е пуç каçăртса пăрăнса утмалла Курсамччĕ мана. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-24 19:08:28 вăхăтра улăштарнă. 9763 хут пăхнă.Тип: Статьясем. | |
|