Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кукша Йăван:
Ĕлĕк пĕр ялта Йăван ятлă кукша çын пурăннă, тет. Пĕрре вал килĕнчен ĕç шырама тухса кайрĕ, тет. Çул çинче ку пĕр улпут пар лашапа тĕрлеттерсе пынине курать. Йăван йăпăр-япăр çул хĕрринче ларакан хурăн кутне пырать те хурăна тĕреленĕ пек таянса тăрать. Улпут Йăван тĕлне çитсен:
— Ма хурăна тĕрелесе тăратăн? — тет. Лешĕ калать: — Ку — тĕнчери мĕнпур хыпара пĕлтерекен хурăн, — тет. — Вăл йăванса кайсан, тĕнче те пĕтет. Çавăнпа тытса тăратăп, — тет. Улпут калать: — Итлесе пăх-ха эппин. Ман килтен мĕн пĕлтереççĕ? — тет. Йăван итленĕ пек тăвать те: — Сан арăмна вăрă-хурахсем пусмăрласа илсе кайнă, — тет. Улпут хыпăнса ӳкет. — Мĕн тумалла-ха капла? Арăма ăçтан шыраса тупмалла? — тет вăл. Йăван калать: — Ман вырăна хурăна тытса тăр-ха. Эпĕ пар лашупа туххăмах арăмна тупса килетĕп, — тет. Улпут хĕпĕртесех килĕшет. — Юрĕ, юрĕ, — тет вăл Йăвана. — Эсĕ тĕплĕрех шыра! Тупсан, ахаль тумăп, — тет. Кукша Йăван тăрантас çине ларать те вĕçтере парать. Улпучĕ хурăна тӳнсе каясран тĕрелесе юлать. Йăван наччасах улпут килне тĕрлеттерсе çитет. Арăмĕ патне чупса кĕ-рет те: — Пар-ха часрах пин тенкĕ укçа. Улпут пасарта сан валли тем тери чаплă парне илесшĕн. Укçине хăй килне манса хăварнă, — тет. Улпут майри Йăвана çавăнтах сунтăхĕнчен пĕр ывăç ылтăн илсе тухса тыттарать. — Чуптар часрах! Эсĕ çитиччен ыттисем ан илччĕр, — тет. Кукша Йăван укçана кĕсйине персе чикет те лаши-мĕнĕпех килне ларса таврăнать. Хурăн кутне тăрса юлнă улпут кĕтет-кĕтет Йăвана, ниепле те кĕтсе илеймест. Каç енне кун хырăмĕ чăтма çук выçса çитет. Хирте пĕр-пĕччен супса тăраканскер, тискер кайăксенчен те хăрама тытăнать. «Ку çын арăма шыраса тупаймарĕ пулас. Киле таврăнса, хамăн та шырама пикенес пулĕ», — тесе шухăшлать улпут. Хурăна тĕкĕлесе тăма пăрахать те ывăннипе килне аран сĕтĕрĕнсе çитет. Улпут килне çитсенех, ăна хирĕç арăмĕ кулкаласа сиксе тухать. — Ну, мĕнле парне илсе килтĕн пасартан? — ыйтать вăл упăшкинчен. Улпут куçне-пуçне чарса пăрахать: — Мĕнле парне? Эпĕ пасара кайман та-çке, — тет. — Ăçта сĕтĕрĕнсе çӳрерĕн вара? Ман патăма эсĕ янă çын килчĕ те, эпĕ ăна, эсĕ пасара мана валли парне илме кайнă тесе, пин тенкĕ укçа парса ятăм, — тет улпут майри. Улпут пушшех тĕлĕнсе каять. — Ара, вăл çын сана таркăнсем патĕнчен тупса килмерĕ те-им? — тесе ыйтать вăл арăмĕнчен. — Нимĕнле таркăнсене те курман эпĕ, килтех эсĕ парне илсе килессе кĕтсе лартăм, — тет арăмĕ. Улпут тин хăйне Кукша Йăван улталанине ăнланса илет. — Эккей! Вăл сана вăрă-хурахсем илсе кайнă терĕ те, эпĕ ăна, лашасем çине лартса, сана шырама ятăм. Хам ун вырăнне çул çинче пĕр хурăна йăванасран тĕрелесе тăрса юлтăм. Хурăнĕ йăванса кайнă пулсан, пĕтĕм тĕнче пĕтнĕ пулĕччĕ, — тесе каласа кăтартать арăмне. — Эх, ухмах, ухмах! — тет арăмĕ тарăхса. — Хурăн йăваннипе тенче хăçан пĕтни пур! Ăна чи тăмсай этем те ĕненес çук вĕт! — тет. — А эпĕ сан пек ухмах валли пасартан пин тенкĕлĕх парне илсе килессе кам ĕнентĕр? — тет улпуче те, арăмне çилленсе. Çапла иккĕшĕ те вара Кукша Йăвана пула пĕр-пĕринпе калаçма та пăрахаççĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 13:49:14 вăхăтра улăштарнă. 9410 хут пăхнă. | |
|