| 
 
  Система  Регистраци Кěмелли  Юмахсем  Халапсем  Юрăсем  Сăвăсем  Пурнăç йěрки  Ваттисен сăмахěсем  Ялсем  Шупашкар  Ссылкăсем  Добавить  Пěтěм список  Хушмаллисем  Шырамалли  Сайт çинчен  Инструкци![]() ![]() ![]() ![]()  | 
  Кашкăр (юмах):  
    Пĕрре кашкăр вăрманпа иртсе пырать, тет. Курать, тет, вăл улатăпана. Улатăпа ун чухне йывăç шакканă. Кашкăр калать: 
— Мĕн чухлĕ йывăç шаккатăн — шурă пӳрт лартаймастăн!— тет. — Эсĕ мĕн чухлĕ сурăх çуратăн, çапах та шурă кĕрĕк çĕлетейместĕн! — тет улатăпи. Кашкăр çĕвĕç патне кайрĕ, тет те: — Мана кĕрĕк çĕлесе паратăн-и? — терĕ тет. — Паратăп, — тет çĕвĕçи. — Миçе тир кайĕ вара ăна?— тесе ыйтать кашкăрĕ. — Аллă сурăх çурсан çитĕ,— тет çĕвĕçĕ. Кашкăр каять те аллă сурăх çурса килсе парать. Нумай тăрать-и, сахал тăрать-и — кашкăр килет кĕрĕк ыйтма. Çĕвĕçĕ калать: — Çуррине çĕленĕ ĕнтĕ,— тет. Хай кашкăр тепре килет те: — Ěлкĕртни?—тет. Хуçи: — Кĕр-ха!— тет. Кашкăр кĕрсен, çĕвĕç калать: — Пĕтернĕччĕ те-ха, арăм хăнана тăхăнса кайрĕ,— тет. Хай кусем каяççĕ, тет, шырама. Кайсан-кайсан, чӳрече витĕр курать, тет, кашкăр шурă кĕрĕк выртнине. Кусем кĕчĕç, тет, пӳрте. Пурте çывăрнă. тет. Кашкăрĕ: — Атя тĕпсакайне сăра ĕçме!—тет. — Атя,— тет çынни. Анчĕç. Малтан çынни ĕçрĕ, унтан кашкăрĕ ĕçрĕ. Иккĕшĕ кăшт çеç пĕр пичĕкене пĕтермерĕç, тет. Унтан татах çынни ĕçе пуçларĕ. Хăй калать, тет, кашкăра: — Асту, ан юрла!—тет. Хай унччен те пулмарĕ, тет, кашкăрĕ ӳлесе те ячĕ, тет. Куна илтсен, пурте сиксе тăчĕç, тет те, тытăнчĕç, тет, кашкăра чышкă пама: хăшĕ турчăкапа, хăшĕ çатма тимĕррипе, хăшĕ ухватпа. Хай кашкăра çапла вĕлерчĕç, тет те, тирне сӳсе сутрĕç, тет.   Тěп страницă  Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:02:27 вăхăтра улăштарнă. 10517 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.  | |
  | ||