Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Йĕрĕх, Усал, Шуйттан, Киремет мĕнле пулни:
Туррăн хăй умĕнче тăраканĕсем 12 пулнă. Çакă пĕри Турă хушнине итлемен тет. Вăл хăй Турă пуласшăн пулнă тет. Вара вăл хăйне пăхăнса тăракан кĕçĕн ангелсене хăй май пăсса пĕтернĕ тет. Вара вĕсем те Турă хушнине итлеми пулнă. Вара вĕсене Турă çилленнб те пĕлĕт çинчен хăваласа антарса янă. Вара вĕсем хуп-хура хуралса кайнă тет. Вĕсенчен çĕре ӳкекенни Киремет пулнă, вăрмана ӳкнисем Усал пулнă, хире ӳкни Йĕрĕх пулнă, шыва ӳкни Шуйттан пулнă. Самăй аслине тамăках антарса янă тет. Вăл халĕ те тамăкрах ларать тет.
1915 ç. Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Мăрсаванкассинче А.Я.Аделеев çырса илнĕ — ЧПГĂИ ĂА, I. 176, 196 с. Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 19:10:01 вăхăтра улăштарнă. 7252 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|