Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Йăванпа пуп:
Пĕр ялта виççĕн пĕртăван пурăннă, тет. Пурнăçĕсем вĕсен начар пулнă.
Пĕрре асли кутамкка çакать те ĕç шырама тухса каять, тет. Пасарта куна пуп тĕл пулать. — Мана тарçă кирлĕ. Кĕрешетни? — тесе ыйтать кунран пуп. — Мĕн ĕçлемелли пур вара санăн?—тесе ыйтать кĕрĕшекен ача. — Кĕсре пăхмалла та вутă-шанкă кӳмелле,— тет пуп. — Хакне мĕн чул хуратан? — ыйтать ача. — Кĕсре тислĕкне кунсерен тасатса пырайсан, кашнинчех сана çĕршер тенкĕ тӳлесе тăрăп. Тасатса пыраймасан, хăвăн çурăму тирне çапуççи чĕнлĕх сӳсе илетĕп,— тет пуп. «Кĕсре тислĕкне мĕн тасатса çитерейменни пур»,—шухăшлать ача. — Атя, кĕрĕшетĕп, — тет. Çапла калаçса татăлаççĕ те каяççĕ пуп патне. Пуп хăй килне кĕрсе каять, тарçине çитнĕ-çитменех витене ĕçлеме ярать. Тарçă кĕрет те витене çаннине тавăрсах ĕçе тытăнать. Анчах ĕçлет-ĕçлет — кĕсре тислĕкне ниепле те тасатса çитереймест. Тарçă тĕлĕнсе хытсах каять: пуп кĕсри вĕçĕмсĕр çиет те пĕрмай тислĕкне кăларса тă-рать. Ир те пулать. Тарçă тислĕке такки тасатса пĕтереймест. Кун ĕçне пуп пăхма тухать. — Ну, епле, тасатса пĕтеретĕн-и?— ыйтать пуп. — Эй, эпĕ кун пек кĕсре ĕмĕрне курман. Тислĕкне ниçта тасатса çитермелли çук, — тет тарçă. Малтан килĕшнĕ тăрăх, пуп кула-кулах тарçăн çурăмĕ тирне сӳсе илет те хăйне ĕçрен кăларса ярать. Ку хуйхăрса килне таврăнать. — Мĕн час таврăнтăн тата? — ыйтаççĕ килте юлнă тăванĕсем. Асли хăйпе мĕн пулнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартать: — Пĕр пуп патне тарçа кĕтĕм те, кĕсрин тислĕкне тасатса çитерейменшĕн пĕтĕм çурăм тирне сӳсе илчĕ,— тет. — Ну, эпĕ кайса пăхам тата. Эпĕ майлаштараймăп-и?— тет те вăталăххи, вăл та ĕç шырама тухса каять. Ку та тарçа çав пуп патнех пырса çакланать. Анчах кĕсре тислĕкне тасатса çитереймен пирки куна та пуп, аслине мăшкăл тунă пекех, асаплантарса кăларса ярать. Юлашкинчен Йăван ятла кĕçĕн тăванĕ пуп патне тарçа кайса кĕрет. Йаван та пуп каланипе пĕтĕмпех килĕшет. — Юрать, — тет вăл пупа. «Эсĕ сӳсе илĕн-и ман тире, эпĕ тăн кĕртсе хăварăп-и сана, курăпăр», — тесе шухашлать хăй ăшĕнче. Каç пулсан, Йăван кĕсре пăхма, вите тасатма тухса каять. Кĕсре малтанхн пекех пер лашсăр тислĕк кăларса тăрать. — Ай-яй, мĕн тăвас ку кĕсрепе? — тет те Йаван, юман чукмартан пĕр тĕрекле пакă касса илсе, кĕсрен тислĕк кăларакан вырăнне пăкалать лартать. Пуп кĕсри тин, хырăмĕ кӳпсе кайнипе, çиме те, тислĕк каларма та пăрахать. Вара Йаван витене хăпăл-хапăл тасатса тăкать. Тул çутăлсан, пуп каллех пăхма тухать. Шалт телĕнсе каять: витере пĕр пĕрчĕ тислек çук, тап-таса. — Ну, тавай, çĕр тенкӳне!—тет Йăван. — Чим, ытла час. Тепер ĕç хушмалла пулать сана, — тет те пуп арăмĕпе канашлама кĕрсе каять. — Мĕн тăвас? Пĕтерет ку пире,— тет пуп арăмне, тарăхса. — Эсĕ ăна вăрмана вутта яр. Лашана ешентерсе килсен, укçине памалла мар ту,— тет арамĕ. Тепĕр кунне пуп тухать те Йăвана калать: — Пирĕн вутă пĕтнĕ. Атя, вăрмана кайса вутă тиесе кил тата. Чиперех таврăнсан, сана тата тепĕр çĕр тенкĕ парăп. Лашана айăп-мĕн тусан, çурăму тирне сӳсе илетĕп,—тет. Йăван ирĕксĕрех килĕшет те, кĕсрене кӳлсе, вăрмана тухса каять. Вăрманта Йăван вутта кĕсре купарчи çӳллĕш тиет те килелле тухать. Пуп кĕсри, хуçи пекех чăхăмçаскер, пынă çĕртех ӳксе виленçи пулса выртать. «Мен тăвас?— шухашлать Йаван.— Вилнĕ-вилнех, тирне те пулин сӳсе каяс»,—тет те, çĕçе кăларса, кĕсре патне пырать. Кĕсри çавантах, Йăван шухăшне сиссе, йăпăр-япăр сиксе тăрать. Йăван хăпарса ларать те лав çине, кĕсрене хĕне-хĕне, килне тĕрлеттерсе анчах пырса çитет. — Ну, кăларса пар укçуна!—тет Йăван пупа. Пуп хăранипе ăшархаса каять. Çавах та Йăвана мĕнле те пулин авас шухăшне пăрахмасть. — Чим, ытла ан васка. Тепĕр ĕç пур сан валли! — тет пуп.— Шыв арманне кай та çăнăх илсе кил-ха. Тиесе килсен, сана тата икçĕр тенкĕ паратăп,— тесе ӳстерет пуп ĕç хакне, хăй укçине пĕр пус та ярасшăн мар пулса. — Илсе килеймесен, тирне сĕветĕп,— тет. — Юрĕ, пĕрех хут çăнăх та илсе килĕп,— тет те Йăван каçалапа шыв арманне çăнăх илме тухса каять. Армана çитсен, Йаван патне темĕн чухле усал ачисем сиксе тухаççĕ. Ну, Йăвана пĕтересшĕн тапăнаççĕ. Ку нихăшинчен те хăрамасть. Вăйлăскер, пĕрин хыççăн пĕрне тытать те çулать, тытать те çулать. Усал ачисем хăрасах ӳкеççĕ. — Мĕнпе килĕштеретĕн, Йăван? Урăх çыхăнмастпăр, — тесе йăлăна пуçлаççĕ Йăвана. — Йăтса кайар çак арман чулне ман патăма, вара тивместеп,—тет Йăван. Усал ачисем арман чулне йăпăр-япăр йăтаççĕ те пуп килне илсе каяççĕ. Пуп çаксене курать те пушшех хăраса ӳкет. Укçине хăйĕн Йăвана çапах та парасси килмест. — Тавай тарар кунран, матăшкă. Пĕтерет ку пире! — тет пуп хăй арăмне. Пĕр михĕ сухари типĕтеççĕ те Йăванран куçпуç курми тарма хатĕрленеççĕ. Йаван çийĕнчех сисет çакна. Тарас умĕнхи каç вăл сухари миххине кĕрсе ларать. Хĕвел тухна-тухман пуппа арăмĕ сухари миххине йăтаççĕ те килĕнчен тухса вĕçтере параççĕ. Кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине канма лараççĕ. — Хырăм выçрĕ ман. Çикелер мар-и пăртак?—тет матăшкă. Пуп сухари миххине салтать те — хай Йăван кусен умне ялт! сиксе тухать. Пуппа арăмен куçĕсем улма пек чармакланса каяççĕ. Пăрахса тарасси те пĕтсе ларать. Каç пулсан, Йаванпа пĕрле выртса çыврас умĕн, пуппа матăшкă Йăвана çĕрле шыва тĕртсе яма калаçса татăлаççĕ. Йăвана шыв хĕррине вырттараççĕ, пачăшкă варрине выртать. Анчах пурте çывăрса кайсан, Йаван пуп вырăнне кĕрет те выртать. Çĕрле матăшка вăранать те, хăй çумĕнче упăшки выртать тесе, Йăвана аллипе кашт тĕртсе вăратать. — Тĕртсе яр çавна шыва. Усалтан хăталасси çавă пулĕ.—тет. Йăван çавăнтах пупа авăр тĕпне шампăр! тертсе ярать. Пĕтрĕ çăткăн пуп. Ирхине вăрансан, матăшкă пăхать — хай çумĕнче Йăван вырта парать. — Ан вĕлерсем мана, Йаван! Ме пĕтем çумри укçана, — тесе йăлăна пуçлать матăшкă Йăвана. Йăван илет те хăйне тивĕç укçана хавасланса килне таврăнать. Йăвана курсан, икĕ пиччешĕ те аллисене шарт! çапса тĕлĕнеççĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 20:23:54 вăхăтра улăштарнă. 13654 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|