Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Вырăсла пĕлекенсем:
Икĕ çын çулпа пынă, тет. Вĕсем иккĕш те вырăсла лайăх пĕлнипе мухтанаççĕ, тет. Пĕри:
— Торокă талекко твой? — тесе калать тет. Тепри: — Хватайт ищĕ, — тесе калать тет. Малтанхи татах мухтанать, тет. Мухтанса пынă вăхăтра чĕлĕмĕнчен хĕм сирпĕнсе сăхманĕ çунма тытăнчĕ, тет. Тепри: — Армяк корти, твой, — тесе калать, тет. — Ăнланмастăп тесе калатним, ăнланатăп, — тесе калать, тет. — Кориш вĕт! — тет тепри. — Пĕлетĕп, пĕлетеп, — тет ку. — Армяк корит, армяк! — тет тепри. — Снаю, снаю, — тет ку. — Ну, сăхману çунать вĕт ĕнтĕ, мĕн пуçна каçăртса пыран! — тесе калать, тет, тепри, тӳсеймесĕр чăвашлах. — Эй-яй! Ма паçăрах каламастăн, çунса каятăп вĕт! — терĕ, тет, ку. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:43:54 вăхăтра улăштарнă. 9098 хут пăхнă. | |
|