Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Вупкăна шăмă ăшне персе чикни:
 

    Пĕр пуянпа начар пурăнаççĕ, начар темскер те туса: ĕçленĕ, сут-ил тунă, тырă-пулă акнă, çавах пурнăç малалла кайман, каялла чаксах пынă. Начарăн пĕр лашапа пушмак пăру пулнă, аптранă пирки Çĕн çĕре кайма шутларĕç. Пушмак пăрăва пусса, кăмакара ашне типĕтсе, шăнни-мĕнĕпех пĕр мăйăха тултарчĕç, лаша кӳлчĕç те ĕçме-çиме илсе килтен тухса кайрĕç. Нумай кайрĕç-и, сахал кайрĕç-и, каç пулсан яла кĕрсе чăрмантарас мар тесе пĕр вăрман айăккинче выртрĕç. Вут хурса апат пĕçерчĕç те апата ларчĕç. Апат çинĕ чух арçынĕ каялла çаврăнса пăхнă та: кун хыçĕнче хуп-хура илемсĕрскер тăрать, çын хăраса чут вилсе каймарĕ тет. Çавăн чухах çакă хуп-хураскер сăмах хушса: «Мана апат çитарăр», — тесе каларĕ тет. Çын хăранипех каларĕ: «Эсĕ апат çияс тетĕн пулсан пĕчĕкленсе шăна пек пул, вара çитарăп». Хайхи хураскер шăна пулчĕ тет, çын ашне çынă чух туна шăннинчен нимине, сăсине кăларса илнĕ те шăнана каланă: «Çакăн-та шăнă шăтăкне (хăвăлне) миме (сăсă) юлашкине кĕрсе çи». Шăна çиме кĕрсен хай çын шăнă шăтăкне питĕрсе лартнă та вут вырăнне, кĕл айне, шăнăпа шăнана пытарса хăварнă. Вара киле каялла таврăнчĕç, хуллен йӳнеçтерсе, тăрăшса, майлашса, кунран-кун малалла кайса пуйса карĕ тет начар. Пуян начара курайми пуçланă та, пĕрре начартан ыйтнă: «Епле эсĕ пуйса карăн, эсĕ ĕлĕк начарччĕ», — тенĕ. Начар пуяна калать: «Çĕн çĕре кайма тухсан çанти вăрман хĕрринче темскер курăнчĕ те, шăна пулчĕ, шăнана шăнă варрине питĕрсе, кĕл айне туса хăвартăм, çавăнтанпа малалла карăм», — тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă пуяна начар.
    Пуян начара кураймасăр вăрман хĕррине кайса, вут вырăнне тупса, кĕле чакаласа хайхи шăнна тупнă та шăтăкне уçса шăнана кăларнă. Шăна тухнă та, хуп-хура илемсĕрскер пулнă та каланă: «Рахмат сана мана кăларнăшăн, эпĕ çав начарăн Вупкăнĕ, эпĕ ĕнтĕ начар патне каймастăп, унтан хăратăп, санран, пуянтан, виличчен те уйрăлмастăп», — тесе каларĕ тет те куçа курăнми пулчĕ тет. Хайхи пуян кунран-кун начарланса пырса, пуянлăхĕ пĕтсе, виличчен хĕн-хур курса пурăннă тет. Пуян çын малалла кайнине кураймасăр пурăннă та хăех пĕтсе ларнă тет.
    Çапла калаçаççĕ çын пурнăçне пĕтерекен Вупкăн çинчен.
    
    1910 ç. Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Кипекре И.Андреев çырса илнĕ. — ЧПГĂИ АА, I, 218, 32—34 с.
    Ку сюжетăн варианчĕсем нумай:
    1) 1982 ç. Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра Л.А.Савельева çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, 12 йыш. кĕн., 6274 инв. №, 50-мĕш тетр.;
    2) Хăçан, ăçта, кам çырни паллă мар. Малтан Магницкий кĕнекинче пичетленнĕ (244 с). — Ашмарин, ЧСК, II, 180 с;
    3) Магницкий, 134, 188, 247 с;
    4) Михайлов, 1891, 116-117 с.

    
Çавăн пекех Вупкăн çинчен ытти халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 14:17:43 вăхăтра улăштарнă. 8646 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005