Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Вупкăна упа шăтăкне персе чикни:
 

    Вупкăн вăл çыннăн пурнăçне пĕтерекен усал теççĕ. Çапла вара пиччĕшпе шăллĕ пурăннă теççĕ. Пиччĕшĕ пуян, шăллĕ начар пулнă тит, пурăнсан-пурăнсан çавă начар шăллĕ ыйткалама кайма тапратнă тит те пӳрте пĕр сасă: «Ан кай-ха, эпĕ те пыратăп, ура сырса пĕтерем», — тесе калать тит. Вара çын пĕтĕмпе хăраса кайса: «Эсĕ кам мана курăнман çын, мĕн ятлă, тух кунта», — терĕ тит. Вара лешĕ: «Эпĕ Вупкăн, санăн пурнăçна çисе пурăнатăп, халĕ эсĕ кайсан манăн мĕнле пурăнас, мана та илсе кай», — тесе калать тит. Вара çын: «Тух айта», — тесе чĕнет тит. Вара, лешĕ тухсан, ку çын ăна тытса упа шăтăкне ярса тăрне юпа лартнă тит, вара çавă çын туххăм пуйса карĕ тит.
    Хайхи пиччĕшĕ ку епле пуйса карĕ тесе шутлать тит, вара шăллĕнчен ыйтать: «Эсĕ епле пуйрăн?» — тесе. Вара лешĕ йĕркипе каласа кăтартрĕ тит. Хайхи пиччĕшĕ юпана кăларса Вупкăна хăтарчĕ тит. Вупкăн чутах вилмен тит. Как кăларсанах вара хайхи Вупкăнĕ: «Ну сана спаçипă мана кăларнăшăн, халĕ санран юлмастăп», — терĕ тит. Вара шăллĕ пуйса, пиччĕшĕ начарланса карĕ тит. Вара уна юмăç-вĕрӳçĕ хуса кăларать тиççĕ.
    
    1910 ç. Чăваш Енчи Вăрнар районĕнчи Кӳстӳмĕрте Н.Смородинов çырса илнĕ. — ЧПГĂИ АА, I, 218, 109-110 с. Вырăсла çырни: Никанор, 1909, 531-533 с.
    
Çавăн пекех Вупкăн çинчен ытти халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

reflejo тӳрлетнě, информацие 2006-01-12 01:38:40 вăхăтра улăштарнă. 8454 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005