Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Вупăр (юмах):
Карчăкпа старик пурăнаççĕ, тет. Кусен пĕр ывăл пур, тет. Ывăлĕн амăшĕ амаçури пулнă, тет. Амаçури вупăр, тет, ку.
Ывăлне авлантарнă, тет. Ачи те пулнă, тет. Пěрре кĕркунне ку амаçури картишне тухнă, тет те, курах кайнă, тет: уйăх çути çап-çутă, тет. Пӳртне кĕрсен, кинне калать, тет, амаçури: — Уйăх çути çап-çутă, çатма çулĕ тап-такăр, пашалу пĕçер те хăнана кай,—тесе калать, тет. Кинĕ пашалу çăрать, тет. Пиçсе тухсан, лаша кӳлсе, ачине илсе, хăнана тухса каять, тет, хăйĕн тăван ашшĕ-амăшĕ патне. Ялтан тухсан, инçе те каяймасть, тет, амаçури пăянамăшĕ (хунямăшĕ) тылă çине утланнă, тет те, куна хăваласа пырать, тет, тыллине шак-шак тутарать, тет: Шак-шак тыллăм, шак тыллăм, Çак кинĕме çит, тыллăм! Ачуна та çийĕп, хăвна та çийĕп,— тесе калать, тет. Кинĕ пашалăвĕсене пăрахса хаварать, тет. Ку вупăр пашалусене çисе пĕтерет, тет те, тата хăвалать, тет, кинне, шак-шак тутарать, тет, тыллине: Шак-шак тыллăм, шак тыллăм, Çак кинĕме çит, тыллăм! Ачуна та çийĕп, хăвна та çийĕп,— тесе калать, тет. Кинĕ, ачине илсе, лаши çинчен анса тарать, тет. Лешĕ лашине çисе юлать, тет. Лашине çисе пĕтерет, тет те, татах хăвалать, тет, шак-шак-шак тутарать, тет, тыллине: Шак-шак тыллăм, шак тыллăм, Çак кинĕме çит, тыллăм! Ачуна та çийĕп, хăвна та çийĕп,— тесе калать, тет. Кинĕ ачине пăрахса тарать, тет. Леш ачине çисе юлать, тет. Ачине çисе пĕтериччен кинĕ ашшĕ килне çитнĕ, тет. — Уç, атте, алăка! — тесе чĕнет, тет. Ашшĕ калать, тет: — Манăн çĕрле килес хăнам çук,— тесе калать, тет. Ку аслă пиччĕшне чĕнет, тет: — Аслă пичче, алăкпа уç! — тесе калать, тет. Аслă пиччĕшĕ калать, тет: — Манăн çĕрле килес йăмăк çук, — тесе калать, тет. Ку кĕçĕн пиччĕшĕ патне пырса тархаслать, тет: — Кĕçĕн пичче, алăка уç!— тесе калать, тет. Леш калать, тет: — Манăн çĕрле килес йăмăкăм çук, — тесе калать, тет. Ку аслă инкĕшне чĕнет, тет. Аслă инкĕшĕ: — Манăн çĕрле килес пултăрăм çук, — тесе калать, тет. Вăталăх инкěшне чĕнет, тет. Вăталăх инкĕшĕ те: — Манăн çĕрле килес пултăрăм çук,— тесе калать, тет. Ку кĕçĕн инкĕшне чěнет. тет. Кĕçĕн инкĕшĕ те: — Манăн çĕрле килес пултăрăм çук,— тесе калать, тет. Уçмаççĕ, тет, куна. Вара ку картана каять, тет те, сурăхсем хушшине пытанать, тет. Амаçури, хунямашĕ, çитет, тет те, куна тупать, тет, хăйне çисе ярать, тет, пыршине картана урлă-пирлĕ каркаласа хăварать, тет. Ирхине тăрсан, пиччěшěсем картана кайса пăхаççĕ, тет те, кун пыршисене кураççĕ, тет. Пĕтĕмпе кума-кума хунă, тет. — Пĕтернĕ кашкăр сурăхсене, пыршисене кума-кума хăварнă,— тесе калаççĕ, тет. Кун пыршисене илсе кĕреççĕ, тет те, сăрнан тăваççĕ, тет. Сăрнайне малтан ашшĕ каласа пăхать, тет. Сăрнайĕ калать, тет: Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, аттеçĕм. Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, аттеçĕм, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет. — Ай-яй, мĕн калать ку, калăр-ха, калăр-ха тата,— тесе калаççĕ, тет, ывăлĕсем. Аслă ывăлĕ каласа пăхать, тет. Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, пиччеçĕм. Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, пиччеçĕм, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет, сăрнай. — Ай-яй, мĕн калать ку калăр-ха, калăр-ха тата, — тесе калаççĕ, тет, итлекенсем. Вăталăх пиччĕшĕ каласа пăхать, тет. Сăрнайĕ каллех: Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, пиччеçĕм, Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, пиччеçĕм, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет. — Ай-яй, мĕн калать ку, тата калăр-ха,—тесе калаççĕ, тет. Шăллĕ каласа пăхать, тет. Сăрнай каллех: Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, шăллăмçăм. Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, шăллăмçăм, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет. Инкĕшĕсем каласа пăхаççĕ, тет. Пурне те çапла кала-кала парать, тет. Леш хунямăшĕсен уяв çитнĕ, тет, ĕçкĕ ĕçмелле, тет. Хĕрĕсен ашшĕсем патне йыхрава килеççĕ. тет. — Пурсăр та пырăр сăра ĕçме,— тесе калать, тет, леш амаçури тăхлачăшĕ. Каяççĕ, тет, хайхисем хăнана, сăрнайне те илсе пыраççĕ, тет. Пăятамăшне калаттарса пăхтараççĕ, тет, малтан. Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, пăятам. Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, пăятам, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет. сăрнай. — Ай-яй, мĕн калать ку. Керěве калаттарса пăхăр-ха,— тесе калаççě, тет. Керӳшĕ каласа пăхать, тет. Пусса-пусса ап кала: Пуç ыратать, ăстарик. Варрăн-ааррăн ан кала: Вар ыратать, ăстарик, Пуçăма çирĕ пăянам,— тесе калать, тет. Пăянамăшне калаттарса пăхтараççĕ, тет. Пусса-пусса ан кала: Пуç ыратать, пăянам. Варрăн-варрăн ан кала: Вар ыратать, пăянам, Çирĕн пуçăма, пăянам,—- тесе калать, тет. Пăянамăшĕ: — Темскер калать ку,—тесе, сăрная кăмакана вăр ывăтса ячĕ, тет. Çунса тĕтĕм пулчĕ, тет те, кăмакаран хуп-хура арăм пулса тухрĕ, тет. Пăянамăшне сĕлĕ пĕрчи пек тураса тăкрĕç, тет те, хăйсем халĕ те нулин аван пурăнаççĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-04 23:01:57 вăхăтра улăштарнă. 13866 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|