Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Варясем:
Эс те — Варя,
Эп те — Варя, Иксĕмĕр те — Варясем. Эс те — вăрă, Эп те — вăрă, Иксĕмĕр те — вăрăсем. Сан ал — куккăр, Ман ал — куккăр, Эппин, эпĕр — "куккăрсем". Эс те курман, Эп те курман, Пулнă эпĕр суккăрсем. Сан та — кермен, Ман та — кермен, Чаплă пирĕн керменсем! Сисмерĕмĕр: Керменсенчен Пулчĕç тăчĕç тĕрмесем. Эс те ларан, Эп те ларап — Тахçан çапла кирлĕ те. Эс те КУРАН, Эп те КУРАП Умри шутсăр кирпĕче... ![]() "Сувар" №3 (474) 17.01.2003 хаçачěнчен илнě ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-05 00:40:19 вăхăтра улăштарнă. 10638 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|