Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Вăрманти ӳçланкă аташтарать:
 

    Пирĕн ялтан инçе мар вăрман пур, çав вăрман хĕрринче пĕр уçланкă пур. Çав уçланка кĕрсен çын аташать теççĕ (анчах халь темшĕн аташтармасть, тĕлĕнмелле).
    Аслă атте калать: «Çуркунне вăрман ешерсен карăм вăрмана, уçăлса, курса савăнса çӳреме. Вăрмана çитсен аташтаракан уçланка кĕрсе пăхас терĕм. Аташмăп-ха тесе шухăшлап. Унччен те пулмарĕ, пĕр йытă нăйăлтатнă сасă илтĕнех кайрĕ, эпĕ шаларах кĕтĕм.
    Утап-утап вăрманпа. Хĕрри те çук, вĕçĕ те çук. Ак, амутке, ăçта-ши эп тесе шухăшла пуçларăм, аташрăм пулас тесе хыпаланарах уткалап, анчах ниçтан та тухаймастăп.
    Пит пысăк шухăша карăм, кун каçала еннелле сулăннă, хĕвел анасси инçе мар. Хăра пуçларăм, куçа тем-тем курăнать. «Эх, Турă, — терĕм, — ăçта-ши эп?» — терĕм. Анчах ахаль кăшкăртăм, ниçта ним те çук, пурте çавах. Мĕн тăвас, хĕвел анчĕ, тĕттĕм пулать, эп тухаймастăп. Тем шăй тунă сасă илтĕнет. Ак, Тур çырлах, мĕн пулчĕ-ши, ак тата хытăран хытă хай йытă вĕрнĕ сас илтĕне пуçларĕ. Ăçта каяс, мĕн тăвас? Турра кĕлтăватăп — вăл та пулăшмасть. Ирччен аташрăм. Ирхине вăрмана пынă çынсем илсе карĕç», — тесе халапа пĕтерчĕ аслă атте.
    Вăл çĕре усаллă çĕр тетчĕç. Унтан тата унта тутарсене пуснă теççĕ, çавсем аташтараççĕ теççĕ. Халь ĕнтĕ вăрманне те касса пĕтернĕ, пĕр çын та аташмасть.
    
    1929 ç. Тутарстанри Октябрь районĕнчи Пилер-Кӳл ялĕнче А.Петров çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 334, 70 л.
    
Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 19:54:46 вăхăтра улăштарнă. 7248 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005