Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ахплат паттăр:
 

    Пинер ялĕнчи Турхан урамĕнче Ахплат текен вырăн пур. Ĕлĕк унта чул юпа ларатчĕ — çыруллă чул юпа. Халь чул юпи тĕпренсе саланса пĕтнĕ ĕнтĕ. Елĕкрех унта укçа та пăрахатчĕç, нухратсем.
    Пирĕн чăвашсем ĕлĕк тутарсене хырçă тӳлесе пурăннă тет. Хыт мăшкăлланă чăвашсене, халăха пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ тет, хĕрсене, лашасене тыта-тыта кайнă тет.
    Пĕрре çапла Шăхапул тутар çар пуçтарса килнĕ те яла çунтарса янă тет, хĕрсемпе çамрăксене чурана тытса кайнă тет. Ахплат ун чух ялта пулман.
    Ахплат таврăнсан пирĕн чăвашсем каласа параççĕ ăна тутарсем тустарни çинчен. Ахплата Тутара кайма, хĕрсемпе çамрăксене хăтарса килме ӳкĕтлеççĕ — тутарсене тавăрма.
    Ахплат тухса каять юлан утпа. Тутарсене вĕлерсе пĕтерет, хулисене çунтарса ярать тутарсенне, хамăр халăха хăтарса килет. Тутарсем тытса тăнă çĕрсене чăвашсене калла валеçсе парать тет.
    Вилсессĕн Ахплат ятлă улăпа асăнса чул юпа лартнă тет вара чăвашсем ун тăпри çине.
    Ахплат вăл пит вăйлă пулнă тет. Ал армань пек чулсене Пинертен Энтрияльне (4—5 çухрăма) ним мар персе çитеретчĕ тет. Çавăнпа ĕнтĕ пĕчĕк ача çуралсан-тусан вара: «Ахплат пек вăйлă пул!» — теççĕ. Халь те калаççĕ, пил параççĕ. Çав Ахплат пит пысăк пулнă тет. Ĕлĕк çынсем хальхи пек мар, шултра пулнă тет. Пĕççисем ват юман вулли пек пысăк, платна пулнă тет. Ахплат пĕрре пусса ик-виç çухрăм ярса пуснă тет.
    Пĕрре суха сухаланă тет те çăпата ăшне тăпра тулнă тет. Вара урине салтса шаккарĕ тет. Çав тăпраран, çăпатинчен тăкăннинчен, йĕтем пек тĕмеске пулса юлнă. Улăп тăпри теççĕ ăна. Теприне, Кĕçмер патĕнчине, Паттăр ури теççĕ. Иккĕшне те Ахплатран юлнă тетчĕç.
    
    1969 ç. Чăваш Енěн Вăрмар районěнчи Пинерте С. Жаковран Н. И. Егоров çырса илнě. — ЧПГĂИ ĂА, III, 366, 380 инв. №.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-02 13:21:31 вăхăтра улăштарнă. 9443 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005