Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Атăл юрри:
Ачаш ача пек Атăл ирхине:
Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать. Вăран, юлташ! Уç чатăр аркине, Мал ен сана хаваслăн саламлать. Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла: Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша... Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла, Эппин, ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса. Пуса каччи пек Атăл каçхине: Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать... Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммӳне, Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать? Çумри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле: Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем... Çитер, юлташ, пĕр тухнă çĕрелле, Эпир — пулас мăн тинĕс хуçисем. Митта Ваçлейě Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-16 23:56:06 вăхăтра улăштарнă. 10297 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|