Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Атăл урлă каçсан, ăс кĕрет:
Ĕлĕк-авал икĕ çулçӳрекенĕн лашапа Атăл урлă каçмалла пулнă. Тин ларнă пăр пĕр тĕлте яп-яка шăнна, унта лаши ури тытман, пырса кĕнĕ-кĕмен шуса ӳкнĕ.
— Мĕн тăвăпăр? — тенĕ пĕр çулçӳрекенĕ теприне. — Нимех те мар, лашана чĕлпĕрпе çыхăпăр та сĕтĕрсе каçăпăр, — тенĕ лешĕ. Каланă та ĕçне те тунă. Вĕсем пăр çине шаплатса ӳкнĕ лашана чĕлпĕрпе çыхса çыран хĕррине сĕтĕрсе тухнă. Анчах лаша тирĕ, пăр çинче шуса пырса, юн тухичченех шăйăрăлнă иккен. — Эх! — тесе каларĕ, тет, вара хай çулçӳрекен, ĕнсине хыçса. — Куна пĕлнĕ пулсан, лашана хуп çине хурса каçармаллаччĕ пирĕн. — Çаплаччĕ те. Малтан эпир Атăл урлă каçман-çке, — терĕ, тет, тепри. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:14:58 вăхăтра улăштарнă. 9679 хут пăхнă. | |
|