Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Асамçа вěренни:
Ěлĕк пĕр ача пасар кунĕ ирхине ирех тăнă та пасара кайнă. Пасар пуçтарăнман, тет-ха, сутакансем те çук, тет. Ачан пĕр пус укçи те пулман. Пасар пуçтарăнса çитсен, вăл унăн-кунăн пăхкаласа курса çӳрет, тет.
Акă пасара кӳмепе улпутсем пырса кĕчĕç, тет. Виçĕ лаша кӳлнĕ, тет. Ача пăхкаласа çӳрет-çӳрет, тет те, кӳме хыçне пырса ларать, тет. Куна кӳме çинче ларса çӳресси питĕ аван пек туйăнать, тет. Ача хăй ăçта ларнине пĕтĕмпех манса кайнă. Улпутсем пасартан тухаççĕ те урнă пек килнелле чуптара параççĕ. Ача анаймасть те кӳме хыçĕнчех ларса каять. Килне çитсен, улпутсем ачана кураççĕ, ăна вĕсем ĕçтерсе çитереççĕ. Ача вара кусем патĕнчех пурăнма пуçлать. Çак улпутсем шуйттансем пулнă. Вĕсем шывра пурăннă. Анчах ачана шывра пурăннă пек туйăнман. Шуйттансем ачана тĕслĕрен япалана вĕрентме тытăнаççĕ. Ачи питĕ ăслă пулнă. Вĕрентнине-пĕрне ăнланса пынă. Акă шуйттансем: — Атьăр тата вунпĕр ача пуçтарса килер, вуниккĕшпех пултăр, — тесе каларĕç, тет. Унтан кӳме кӳлсе тухса каяççĕ. Чăнах та, кусем тата вунпĕр ача илсе килеççĕ те вĕсене те малтан килнĕ ачапа пĕрле вĕрентме тытăнаççĕ. Нумай пурăнаççĕ-и, сахал пурăнаççĕ-и — пĕрре шуйттансем ачасене сăра пĕçерме хушаççĕ. Сăра йӳçсе çитсен, ачасем сăрине сĕреççĕ. Кăштах пичекене кĕмесĕр юлать. Çав сăрана ачасене хăйсенех ĕçтерсе ӳсĕртеççĕ. Тепĕр ирхине çак ачасене шуйттансем ашшĕ-амăшĕсене хăнана чĕнме янă. Хай пирĕн ача ашшĕсем патне каять те калать: — Атте, пире ыран улпут йĕпкĕн хура пурсуй йытăсем тăвĕ, унтан сире паллама хушĕ. Манăн ăмăр çинче пĕр шурă çăм пулĕ, мана çавăнтан паллăр, — тет. Чăнах та, ачасен ашшĕ-амăшĕсем тепĕр кун улпут патне хăнана пуçтарăнаççĕ. Ěçеççĕ, çиеççĕ; ӳсĕрĕлсе çитсен, улпут хăнасене калать: — Атьăр халĕ ачăрсене тухса паллăр. Палласан, ачăрсене киле парса ярăп,— тет. Хăнасем карташне тухаççĕ. Ачисем вĕсен йĕпкĕн хура пурсуй йытăсем пулнă. Пурте: — Ак ку манăн! Ак ку манăн! — тесе калаççĕ, тет. Пирĕн ачанăн ашшĕпе амăшĕ васкамаççĕ, шурă çăмлă йытта шыраса çӳреççĕ. Курах кайрĕç, тет: — Ак ку пирĕн пулĕ, — тесе калареç, тет. Улпут кусене калать: — Халех парса ямастăп-ха: тата икĕ хутчен палласан, парса ярăп,— тет. Усĕрĕлнĕ хăнасем шавласа, юрласа киле таврăнаççĕ. Кăштах пурăнсан, шуйттан, татах сăра пĕçерттерсе, ачасене хăйсен ашшĕ-амăшĕсене хăнана чĕнме ярать. Сăрине сĕрпĕ чух каллех кăштах пичĕкене кĕмесĕр юлать. Ачасем сăрана ĕçсе ӳсĕрĕлсе выртса çывăраççĕ. Ирхине тăрсан, ачасем ашшě-амăшĕсене чĕнме каяççĕ. Пирĕн ача татах ашшĕсене калать: — Атте, кунчехинче улпут пире йĕпкĕн хура хурчăкасем тăвĕ. Манăн пĕсехе çинче пĕр шурă тĕк пулĕ, мана çавăнтан паллăр вара, — тет. Ачанăн ашшĕ-амăшĕсем татах хăнана пырса ĕçсе ӳсĕрĕлеççĕ. Пирĕн ачанăн ашшĕпе амăшĕ ытлашши ĕçмеççĕ. Улпут татах хăнасене ачисене паллама хушать. Ачисем йĕпкĕн хура хурчăка пулнă. Вунпĕрĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем татах ачисене паллайман, пирĕн ачана ашшĕпе амăшĕ палланă. Пурăнсан-пурăнсан, улпут ачасене татах сăра тума хушать. Ачасем сăра тăваççĕ, пичĕкерен ытлашши юлнине ĕçсе ӳсĕрĕлеççĕ. Тепĕр ирхине улпут хушнипе ашшĕ-амăшĕсене чĕнме каяççĕ. Пирěн ача ашшĕ-амăшĕсем патне каять те калать: — Пире кунчехинче йĕпкĕн хура ăйăрсем тăвĕ, манăн çамка çине пĕр шурă çăм пулĕ. Чипер астăвăр. Палласан, улпут парса ярĕ; паллаймасан, парса ямĕ, — тет. Хăнасем виççĕмĕш хут улпут патне пуçтарăнаççĕ. Ěçеççĕ, çиеççĕ, шавлаççĕ, юрлаççĕ. Пурте ӳсĕрĕлсе çитеççĕ. Пирĕн ачанăн ашшĕпе амăшĕ анчах урă лараççĕ. Улпут, хăнасем ӳсĕрĕлсе çитсен, вĕсене, карташне илсе тухса, ачисене паллама хушнă. Ачисем пурин те йĕпкĕн хура ăйăрсем пулнă, тет. Вĕсем пурте тимĕр сăнчăрсемпе кăкарăнса тăнă. Хăнасем кунчехинче те: — Ак ку манăн! Ак ку манăн! — тесе калаççě, тет. Пирĕн ачанăн ашшĕпе амăше пěр васкамасăр çамка çинче шурă çăмлă ăйăра пăхса çӳреççĕ. Курах кайреç, тет те: — Ак ку пирĕн!— тесе каларĕç, тет. Ачана улпут ашшĕпе амăшне парса ярать. Анчах ачана ăйăр халлĕнех кăкарса ярать. Акă кусене çул çинче тилĕ тĕл пулать. Хай ăйăр ашшĕне чарăнма хушать. Хăй пурсуй пулать те, тилле тытса, ашшĕ патне илсе пырать. Татах кайсан-кайсан, кусене пĕр ушкăн кайăк хурсем тĕл пулаççĕ. Ача каллех ашшĕне чарăнма хушать. Хăй хурчăка пулать те, çӳлелле вĕçсе улăхса, кайăк хурĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пăвать те пăрахать. Пĕр лав кайăк хур тиеççĕ те малалла каяççĕ. Акă кусене хирĕç çулпала улпутсем килеççĕ. Ача хурчăкаллах лав çинче ларса пырать. Старик тĕлне çитсен: — Мĕнле тытрăн ку кайăк хурěсене? — тесе ыйтаççĕ. Старик калать: — Ак çак хурчăкапа тытрăм, — тет. Лешсем: — Сут пире! — теççĕ. Ачи вăрттăн: — Атте, сут, сут! — тет. Старик вара хурчăкана пин тенке сутса ярать. Улпутсем хурчăкана лартаççĕ те малалла чуптараççĕ. Акă вĕсене хирĕç кайăк хур ушкăнĕ килет. Улпутсем хурчăкана яраççĕ. Хурчăка улăхса каять те пĕрерĕн-пĕрерĕн кайăк хурсене пăва-пăва пăрахать. Пĕр кайăк хурĕ анчах юлать. Хурчăка ăна тыти-тытми пек явăнса каять. Улпутсем пăхса тăраççĕ. Хурчăка курăнмиех пулать. Старик тĕлне çитсен, хурчăка хура пусса ӳкерет те хăй те анса ача пулать. Улпутсем хурчăкана ниçта шырама кайма пĕлмеççĕ. Кайăк хурĕсене кӳме çине тиеççĕ те килелле чуптараççĕ. Ача та ашшĕ-амăшĕпе киле таврăнать. Пурăнсан-пурăнсан, ярмарка çитет. Ача ашшĕне калать: — Атте, эпĕ ăйăр пулăп. Эсĕ мана ярмаркăна тухса сут. Анчах йĕвене нимĕнпе те ан пар, — тет. Старик ярмаркăна ăйăра кăкарса тухать. Айăр ытарма çук аван, тет, пĕтĕм пасар пăхса анчах тăраççĕ, тет. Шуйттансем те ярмаркăна пыраççĕ. Айăр, шуйттансем пынине сиссе, шар-шар кĕçенсе ярать. Шуйттансем тӳрех ăйăр патне пыраççĕ те ăна хаклашма тытăнаççĕ. Старик кусене икĕ пин тенке сутма килĕшет. Анчах старик ку улпутсем шуйттансем иккенне пĕлмест. Шуйттансем ăйăра йĕвенпех илсе каясшăн, тет, старик йĕвенĕпех парса ярасшăн мар, тет. Тавлашсан-тавлашсан, старик ăйăра йĕвенĕ-мĕнĕпех парса ярать. Шуйттансем, ăйăра илсенех, тимĕр туяпа çурăм çинчен виççĕ-тăваттă хураççĕ, тет. Айăр ниçта пуçне чикеймест. Унтан шуйттансем кăкарса киле илсе каяççĕ. Вара ăйăра, юпа çумне кăкарса, ывăниччен хĕнеççĕ те пӳрте апат тума кĕреççĕ. Лешсем кĕрсен, ăйăр чĕлпĕрне татать те, çăрттан пулă пулса, шывпа тарать. Шуйттан та пулă пулса хăвалать, тет. Шуйттанран таракан пулă вакран тухать те çын пулса тăрать. Пĕр хĕр шыв ăсма пынă. Ача хĕре калать: — Эпĕ çĕрĕ пулăп. Эсĕ çěрре ил те пӳрнӳне тăхăн. Санран ăна пĕр çын: «Çĕррӳне пар мана, вăл ман çĕрĕ!» — тесе ыйтĕ. Темĕн тĕрлĕ ыйтсан та — ан пар, — тет. Чăнах та ача çĕрĕ пулать; хĕр ăна илсе тăхăнать. Шуйттан, çын пулса, хĕр патне пырать те: — Эсĕ ман çĕрре тупнă. Пар! — тесе аптăратать. Хĕр памасть, килне каять. Çын та унпа пĕрле ерсе каять. Хĕр, аптăратсан-аптăратсан: — Ме эппин!— тесе, çĕрре çĕре перет. Çĕрĕ пĕр пăтавкка вир пулса тарать. Шуйттан автан пулса çиме тытăнать. Пĕтĕмпе çисе ярсан, автан ки-ки-ре-ку! тесе авăтса ярать. «Çĕнтертĕм!» тет пулмалла. Анчах пĕр пĕрчĕ вир автанăн ура тупанĕ çумне çыпçăнса юлнă иккен. Çав вир пĕрчинчен хурчăка пулать те автана таткаласа та пăрахать. Унтан хурчăка ача пулать. Çапла ĕнтĕ ача шуйттана çĕнтерет. Вăл шунттанран пĕр сăмах ытларах пĕлнĕ. Ача вара, хĕрпе мăшăрлă пулса, халĕ те пулин ырă курса пурăнать, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-08 13:33:46 вăхăтра улăштарнă. 10031 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|