Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Анчăк (патша çинчен халап):
 

    Урасмет вилнĕ хыççăн тутар ханĕ ун вырăнне Анчăка лартнă. Анчăк питĕ йăваш пуçлăх, йăваш тӳре пулнă. Куланая вăл пур халăхран та пĕр тан пухнă, хан патне те сайра хутра çеç çӳренĕ. Халăх ăна çав тери кăмăлланă та, вăл тутарсен Абдул ханне хирĕç тăма шут тытнă.
    Çакăн çинчен пĕлсессĕн тутар ханĕ Анчăк патне хăй çыннисене ярса ăна Хусана тытса пыма хушнă. Анчах хан çыннисене Анчăк пушă кĕлете хупса çунтарса янă. Вара Абдул хан çар пухса Анчăк пурăннă вырăна хăй кайнă. Анчах хан пырса çитиччен Анчăк хана хирĕç тăнă çыннисемпе пĕрле вырăс патши патне тухса тарнă.
    Чăвашсем Мускав шывĕ хĕрне çитсен хурал тăракансем вĕсене тăшман вырăнне йышăнса Мускава кĕртесшĕн мар пулнă. Чăвашсем вара хăйсен йăваш кăмăлне пĕлтерес ĕмĕтпе çĕлĕкĕсене хывса черкуçленсе ларнă та умран иртен вырăссене кашнинех пуç тая-тая ăсатнă. Вара килнĕ çынсем çинчен патшана пĕлтернĕ. Патша тухса пăхнă та вĕсем хăйне чунтан парăнса пуççапнине курнă.
    — Сире шанма пулать-и? — тесе ыйтнă патша Ăнчăкран.
    Анчăк çапла каланă:
    — Эпир вырăссене сутма мар, тутарсене хирĕç хамăр та тухса, вырăссене çул кăтартса пырăпăр, — тенĕ. — Вăл кăна та мар, тутарсем хăйсем те вырăссене хапăл тусах йышăнĕç, — тесе ĕнентернĕ Анчăк вырăс патшине. — Тутарсем хушшинче те хана курайман çынсем питĕ нумай, мĕншĕн тесен хан тарçисем, паттăр салтакĕсем пурне те вăрă-хурах пек хĕсĕрлесе тарăхтараççĕ, — тенĕ Анчăк.
    Вырăс патши Иван Васильевич вара чăвашсене хăйсене çул кăтартса, шывсем урлă кĕперсем хывса пулăшса пыма хушса янă. Анчăкпа пĕрле вырăс çар отрядне кăларса ярса патша хăй пысăк çарпа Атăлăн йăлăм (çаран) енĕпе тапранса тухнă.
    Тăван çĕршывне çитсен Анчăк чăвашсене вырăс çаре валли ĕçме-çиме пухма хушнă. Шиксĕр чăвашсем хушнă ĕçе савăнсах тунă, хăш-пĕрисем çеç хăранипе вăрмантан тухман.
    Вырăс çаре вара çак Шупашкар уесĕнчи Анчăк ялĕнчен хĕвел тухăçнелле çĕр те виçе çул хушши пурăннă. Кайран вара пĕр Шуршу хресченĕ çак вырăс çарĕ пурăннă тĕлте сухаланă чухне виçĕ лав ылтăн, кĕмĕл, пăхăр укçа сухаласа кăларнă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-01 18:53:55 вăхăтра улăштарнă. 9038 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005