Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Амаçури (юмах):
 

    Аппăшĕпе шăллĕ пурăнаççĕ, тет. Вĕсен ашшĕ тăван, тет, амăшĕ тăван мар, амаçури, тет. Ку амаçури питĕ кураймасть, тет, çура хĕрĕпе çура ывăлне. Ывăлне тата ытларах кураймасть, тет. Епле те пулсан пĕтересшĕн, тет, кусене, пуринчен ытла — çак ывăлне. Акă хай карчăк чире хывса выртать, тет.
    — Старик, юмăçа кай! — тесе калать, тет.
    Старикки лаша кӳлет, тет те, каять, тет, юмăçа.
    — Старик,— тесе калать, тет, ку карчăкĕ,— эсĕ тавра кай,— тесе калать, тет.—Тӳррĕн çӳрен аван мар хыпнă, тавра çӳрен пыл хыпнă, тесе калаççĕ, — тесе калать, тет.
    Старикки таçтан-таçтан çаврăнăç каять, тет. Карчăкĕ шурă кĕпе тăхăнать, тет те, тӳррĕн кайса, старик пырас çул çине ларать, тет. Старикки çитет, тет те, кун тĕлне, паллаймасть, тет, куна. Карчăкě калать, тет:
    — Ăçта каян эсĕ?— тесе калать, тет.
    Старикки чарăнса тăрать, тет.
    — Карчăк чирленĕ те-ха, юмăçа каяс терĕм,— тесе калать, тет.
    — Хам пулам-и юмăçĕ? — тесе калать, тет, карчăкĕ.
    — Халунтан килсен, пул, — тесе калать, тет, старикки.
    Лаши çинчен анать, тет те, пăхтарать, тет, старикки. Юмăçĕ (карчăкĕ) калать, тет:
    — Ку санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ; сирĕн амаçури ывăл пур, çавна пусса çитермесен, чĕрĕлеймĕ вăл, — тесе калать, тет.
    Старикки килне таврăнма тухать, тет. Юмăç карчăкĕ калать, тет:
    — Тӳррĕн çӳрен аван мар хыпать, тавра çӳрен пыл хыпать, теççĕ, тавраран кай килне, — тесе калать, тет.
    Хăй тӳррĕн таврăнать, тет, каллех. Килне таврăннă чухне çул çинче шăлан-палан çисе таврăнать, тет те, килне, старикки пынă çĕре хĕп-хĕрлĕ хăсса выртать, тет. Старикки таврăнать, тет, юмăçран.
    — Мĕн каларĕ, старик? Мĕн каларĕ, старик?— тесе ыйтать, тет, карчăкĕ.
    — Нимĕн те каламарĕ,— тесе калать, тет, старикки.
    Пурăнсан-пурăнсан, карчăкĕ каллех:
    — Старик, юмăçа кай! Старик, юмăçа кай!— тесе аптратать, тет, каллех карчăкĕ. — Ку юмăçĕ нимĕн те каламарĕ пулсан, тепри мĕн те пулин калĕ,— тесе калать, тет. Хăй тавра кайма хушать, тет, стариккине: — Тавра каян пыл хыпнă, тӳрĕ каян каяш хыпнă, тесе калаççĕ, — тесе калать, тет.
    Старикки каять, тет, тавраран. Ку карчăкĕ çăвăнать, тет, тасалать, тет те, каллех старикки пырас çул çине пырса ларать, тет, старикки палламалла мар тумланса. Акă старикки карчăкĕ тĕлне çитет, тет, карчăкĕ ыйтать, тет:
    — Ăçталла каян капла?—тесе калать, тет.
    Ку старикки калать, тет:
    — Карчăкăм чирлĕ выртать те-ха, юмăçа кайса пăхас терĕм ĕнтĕ, — тесе калать, тет.
    — Хам пулам-и юмăçĕ? — тесе калать, тет, куна карчăкĕ.
    — Халунтан килсен, пул, — тесе калать, тет, старикки.
    Акă карчăк юмăç пăхать, тет:
    — Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ, сирĕн амаçури ывăл пур иккен, çавна пусса çитермесен, чĕрĕлеймĕ ку санăн карчăку, — тесе калать, тет. Унтан ку старике каллех тавраран кайма хушать, тет, килне:
    — Тавра каян пыл хыпнă, тӳрĕ каян каяш хыпнă тесе калаççĕ, — тесе калать, тет.
    Каять, тет, старикки килне тавраран çаврăна-çаврăна. Ку хăй тӳррĕн каллех çул тăрăх шăлан та палан çисе таврăнать, тет те, старикки пынă çĕре хĕп-хĕрлĕ хăсса выртать, тет. Старикки çитет, тет, килне:
    — Мĕн каларĕ, старик, юмăç? Мĕн каларĕ, старик, юмăç? — тесе выртать, тет, ку карчăкĕ.
    — Нимĕн те каламарĕ, — тесе калать, тет, старикки.
    Кăштах пурăнсан, ку стариккине каллех юмăçа хăвалать, тет:
    — Юмăçа кай, старик!— тесе калать, тет. — Тавра çулпа кай, старик: тавра каян пыл хыпнă, тӳрĕ каян каяш хыпнă, тесе калаççĕ,— тесе калать, тет.
    Старикки каллех каять, тет, юмăçа тавра çулпа. Ку карчăкě каллех тӳррĕн тухать, тет те, çак старик пырас çул çине ларать, тет.
    — Ăçта каян? — тесе калать, тет, куна.
    — Карчăк чирлерĕ те, юмаçа каятăп-ха,— тесе калать, тет, ку.
    — Хам пулам-и юмаçĕ? — тесе калать, тет, лешĕ.
    — Халунтан килсен, пул, — тесе калать, тет, старикки.
    Хай карчăк юмăç пăхать, тет:
    — Карчăку ытла хăрушă чирленĕ, санăн амаçури ывăл пур иккен, çав ыйăлна пусса çитермесен, карчăку чĕрĕлеймĕ,— тесе калать, тет. Тавра кайма хушса ярать, тет, куна килне: — Тавра каян пыл хыпнă, тӳрĕ каян каяш хыпнă, тесе калаççĕ, — тесе калать, тет.
    Леш килне таçтан-таçтан çаврăна-çаврăна таврăнать, тет. Карчăкĕ каллех тӳррĕн шăлан та палан çисе таврăнать, тет те, ку пынă çĕре каллех хĕп-хĕрлĕ хăсса выртать, тет.
    — Старик, юмăç мĕн каларĕ, юмăç мĕн каларĕ? — тесе выртать, тет.
    Хĕрĕпе ывăлĕ таçта тухса кайнă тĕл пулать, тет. Хай старик карчăкне:
    — Карчăк, юмăç, ывăлăмăра пусса çитермесен, чĕрĕлеймĕ, тесе каларĕ,—тесе калать, тет.
    — Эппин, часрах пус, часрах пус! — тесе аптратать, тет, хайхи стариккине.
    Старикки ывăлне пусмашкăн çыхса пăрахма пăяв явать, тет. Ачи куна курать, тет те:
    — Мĕн тума яван куна, атте, мĕн валли яван? — тесе калать, тет.
    Ашшĕ калать, тет:
    — Ав картара хура така пур, çавна пусма, — тесе калать, тет.
    Ачи картана кайса пăхать, тет те, картара нимĕн те çук, тет.
    — Атте, унта нимĕн те çук-çке,— тесе калать, тет.
    — Ав пахчара хĕрлĕ тына пур, çавна пусмашкăн,— тесе калать, тет.
    Ачи кайса пăхать, тет те, унта нимĕн те çук, тет.
    — Атте, унта тына çук-çке, — тесе калать, тет.
    — Сана пусма, ачам,—тесе калать, тет, ашшĕ.
    Ачине тытса çыхса вырттарать, тет те, пусать, тет. Хай карчăкне çакăн ашне пĕçерсе параççĕ, тет. Чĕрĕлет, тет, хайхи.
    Аппăшĕ шăллĕн шăммисене пĕтĕмпе пуçтарать, тет те, шурă тутăрпа чĕркесе, хăмăш тĕпне кайса хурать, тет. Пурăнсан-пурăнсан, кайса пăхать, тет те, шăллĕн шăммисем пурте пĕр тĕле пуçтарăннă, тет, пĕр-пĕринпе çыпçăна-çыпçăна ларнă, тет. Тепре кайса пăхать, тет те, чунĕ кĕре пуçланă, тет, вĕçен кайăк пулать, тет. Тепре кайса пăхать, тет те, çук, тет, хайхи: вĕçен кайăк пулса вĕçсе кайнă, тет.
    Ку кайăк вĕçсе каять, тет те, армантан арман чулĕ илсе килет, тет. Унтан каять, тет, йĕп тăвакансем патне, пĕр ала йĕп илсе килет, тет. Арман чулне тата пĕр ала йĕпне илет, тет те, ашшĕ çурчĕ çине вĕçсе кайса ларать, тет. Вĕçсе пырса ларать, тет те, чӳрече тăррине ларса юрлать, тет:
    
Тăван атте пусрĕ, 
Амаçури çирĕ, 
Тăван аппа пуçтарчĕ, 
Шур тутăрпа чĕркерě, 
Хăмăш тĕпне варчě,—

    тесе юрлать, тет. Амаçури çатма аври илсе куна хăвалама тухать, тет те: «Кша, кша, мур, мĕнле кайăк килсе юрлать?» — тесе калать, тет. Леш кайăкĕ кун çине пĕр ала йĕп яра парать, тет те, леш вилет, тет. Кайăкĕ тата:
    
Тăван атте пусрĕ, 
Амаçури çирě, 
Тăван аппа пуçтарчĕ, 
Шур тутăрпа чĕркерĕ, 
Хăмăш тĕпне варчĕ,—

    тесе юрлать, тет. Ашшĕ куна хăвалама тухать, тет: «Кша, кша, мур, мĕнле кайăк килсе юрлать?—тесе калать, тет. Леш арман чулне яра парать пуçĕ çине, ку та вилет, тет.
    Унтан ку кайăк татах пырса юрлать, тет. Аппăшĕ пир тĕртсе ларать, тет.
    — Ман шăллăм пулсан, чӳрече çине ларса юрла,—тесе калать, тет, ку кайăка.
    Кайăкĕ чӳрече çине ларса юрлать, тет:
    
Таван атте пусрĕ, 
Амаçури çирĕ, 
Тăван аппа пуçтарчĕ, 
Шур тутăрпа чĕркерĕ, 
Хăмăш тĕпне варчĕ,—

    тесе юрлать, тет. Ку калать, тет:
    — Манăн шăллăм пулсан, çывăхарах кил,— тесе калать, тет.
    Леш кайăкĕ пир хӳри çине килсе юрлать, тет. Ку тата калать, тет:
    — Манăн шăллăм пулсан, çывăхарах кил,— тесе калать, тет.
    Кайăкĕ хăй умнех пырса юрлать, тет. Ку кайăка кап ярса тытать, тет, аппăшĕ. Хай кайăк хăй шăллĕ пулать тăрать, тет. Халĕ те пулин пурăнаççĕ, тет, иккĕшĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-05 01:06:22 вăхăтра улăштарнă. 14323 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005