Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Алмăш паттăрпа Яппар:
Ĕлĕк-авалах пулнă тет çак ĕç.
Чăваш хушшине пĕр темскерле пит вăйлă Яппар ятлă асаймăç килсе тухнă тет. Эскентер çитмен çĕрсене çитсе тытасшăн пулнă тет çак паттăр. Упа-кашкăр та хăранă тет унран, арăслансем вăл çӳрекен çултан пăрăнса çӳренĕ тет. Тăхăр уйăх каймалăх çула тăххăр пусса çитекен пит чаплă урхамах пулнă тет çак паттăрăн. Чăваш паттăрĕ пулман вăл, темскерле урăх халăх паттăрĕ пулнă. Темскерле, хальччен курман-пĕлмен йĕрке илсе килнĕ тет çак Яппар паттăр, çав йĕркепе пурăнман çынсене хĕçпе касса, вутпа çунтарса пĕтернĕ тет. Вăт çак Яппар чăвашсем патне çав темскерле йĕрке илсе килесшĕн пулнă. Çав йĕркене темле кĕнеке çине çырнă пулать те саккун пек тунă тет. Килсе кĕрет çак Яппар чăваш патши патне. Чăваш патши Алмăш паттăр пулнă тет; Яппар пырса кĕнĕ чух ачисемпе апата ларнă тет. Яппар пит тĕлĕнчĕ тет чăваш паттăрĕсене курсан. Алмăшăн ачисем те хăй пекех паттăр тет. Чăвашăн çавăн пек паттăрсем пурне шутламан та-ха вăл. Лешсем пы-ысăк хуранпа вăкăр пĕçернĕ тет, пĕр вăкăра петĕмпех. Вăкри те пы-ысăк тет. Паттăрсен выльăххи те шултра йышши пулнă пуль çав. Вăкăр пуçĕ кăмака пек тет. Леш, Яппар текенни, пырса кĕчĕ тет те: — Саламаликкĕм! — терĕ тет. Чăваш патши ку мен каланине ăнланмарĕ тет. Чăваш йăлипе: — Иртсе лар, апат пĕрле пултăр, — тесе сĕтел хушшине чĕнет тет. Лешĕ ăна-кăна ăнланмарĕ тет те айккинелле пăрăнса тăчĕ тет. — Çĕр вырттарса ярăр-ха мана, ыр çынсем, — тесе сăмах çукран сăмах тупса каларĕ тет хăй чĕлхипе. Алмăш паттăр каллех ăнланмарĕ тет ку каланине: — Мĕн ĕнĕрлесе тăран эс? — тесе ыйтрĕ тет. — Сана апата чĕнеç, эс мĕн çăкăр-тăвартан аслă пулса тăран? — терĕ тет хытах. Яппарăн пит çил килчĕ тет те, тульккăш ним тума тет, Алмăш паттăр ачисем кашкăр пек лараç тет, ачисем те ашшĕ пекех паттăр. Вара кăмăлне пусарчĕ тет те хĕвĕнчен кĕнеке туртса кăларчĕ тет: — Ак эп сирĕн валли çĕнĕ йĕрке илсе килтĕм, малашне сирĕн çак саккун тăрăх йĕрке тытса пурăнмалла, — тесе калать тет. Алмăш каллех ним те ăнланмарĕ тет кун юмаххине, вăкăр пуç ыйтать пуль ку тесе шутларĕ тет. Вăкăр пуçне илсе парать тет хайхи. Леш, Яппар, вакар пуçне илмесĕр пăрăнса тăчĕ тет те каллех кĕнекине тăсса парать тет. — Киттап, киттап, — тесе калать тет. Вара çав кĕнекене вула пуçларĕ тет. Сăмаххисем юрă пек юхать тет, çемçен çеç вулать тет Яппар. Вуларĕ-вуларĕ тет те кĕнекине Алмăша тăсса парать тет. Алмăш тыткаласа пăхрĕ тет кĕнеки шăпăрт та шарламасть тет кун аллинче. — Мĕн тăвас ман кунпа, ман алра юрламасть вăл, санра çеç тем калать. Чиксе хур та киттапна хĕвне кил лар апата. Вăкăр пуçне ахалех парап эп сана, эс ман хăна. Лар, çи, — тет хай Алмăш. Леш куна ним те ăнланмарĕ тет, мĕн вăкăр пуçпе мăшкăллать ку мана тесе çилленсе кайрĕ тет те хĕçне туртса кăларма тăчĕ тет. Алмăш ачисем çавăнтах вăкăр шăммисене йăпăр-япăр ярса тытрĕç те тет, халь-халь вăкăр пĕççипе туртса çапас пек тăраç тет. Вăкăр шăммисем пы-ысăк тет, юман кĕрешĕ пек тет. Паттăрсен выльăхĕ те пысăк çав ĕнтĕ. Леш тухса кайрĕ тет вара хăраса. Алмăш паттăр хыçалтан вăкăр пуçпе яра пачĕ тет. Леш вара урхамахне утланса ĕлкĕрнĕрен çеç хăтăлса юлчĕ тет. Тара пачĕ тет вара, тек чăваш хушшине вуç килмерĕ тет. Чăвашсем ĕлекхи йĕркепех пурăннă вара. Тутарсене кайса панă леш кĕнекине Яппар, тутарсем çавăнпа кĕнекене «киттап» теç. Атăл хĕрринче Вăкăр пуç текен сăрт пур тет, чăнах вăкăр пуç шăмми пек тет вал. Çав Алмăш кăларса пенĕ вăкăр пуç çавăнта пырса выртнă тет те сăрт пулса кайнă тет. Н.И.Егоров çырса илнĕ. — Егоров пуххи. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-12-21 12:22:22 вăхăтра улăштарнă. 7935 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|