Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ĕмĕтсĕр пуян:
 

    Ĕлĕк-авал пĕр ялта икĕ пуян пурăннă, тет. Иккĕшĕ те çав тери непĕссĕр-ĕмĕтсĕр пулнă, тет. Анисем хирте иккĕшĕн юнашар пулнă, тет те, çуркунне ака-суха тунă чухне вĕсем яланах пĕр-пĕринпе тавлашнă, тет, хăшпĕр чухне çапăçса та кайнă, тет.
    Пĕр пуянĕ:
    — Эсĕ йăрана кĕререх сухаланă, — тенĕ.
    Тепри:
    — Эпĕ мар, эсĕ ху кĕререх сухаланă, — тенĕ.
    Çавăн пиркиех тарăхса ĕнтĕ, пĕр пуянĕ çĕрĕсене те, пĕтĕм пурлăхне те сутса пĕтернĕ те Пушкăрта çĕр илме тухса кайнă, тет.
    Пушкăртсен ĕлĕк çĕр нумай пулнă. Пушкăртра пурăнакансем пурте пĕлеççĕ ăна. Çапла хай пуян пушкăртсен аулне пырса çитнĕ те старшина патне калаçма кĕнĕ.
    — Эпĕ сирĕн пата çĕр илме килтĕм. Çĕр сутатăр-и мана? — тесе ыйтнă вăл старшинаран.
    Старшина часах аулĕнчи ятлăрах çынсене тата карма çăварсене пуçтарнă та хай пуяна çавсене ĕçтерме хушнă. Ку çын вĕсене виçĕ талăк сăйласа пурăннă, юлашкинчен мĕнпур укçине çĕршĕн кăларса тӳленĕ. Тăваттăмĕш кунĕнче вара пушкăртсем ăна çĕр кăтартма тухса кайнă. Вĕсем пурте пĕрле çӳллĕ ту тăррине хăпарса тăнă та, старшина аллипе хăлаçланса:
    — Эпир çĕре виçсе сутмастпăр, — тенĕ. — Çак вырăнтан тытăнса, хĕвел аниччен мĕн чухлĕ чупса çаврăнатăн, çав çĕр пĕтĕмпех санăн пулать, — тенĕ.
    Хай пуян хаваслансах кайнă. «Э-эх, кусенчен капла мĕн чухлĕ çĕр илме пулать!» — тесе савăннă вăл хăй ăшĕнче. Вăхăта кăлăхах ирттерсе тăрас мар тесе, вăл çавăнтах чупма тытăннă. Пушкăртсем ту тăрринче вăл çаврăнса килессе кĕтсе тăнă.
    Пуян ну чупать, ну чупать вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан хирсем тăрăх. Кăнтăрла та çывхарса килет; вăл, çĕр ытларах çавăрса илесчĕ тесе, пĕрехмай малалла чупать. Чупсан-чупсан, пуян ывăна пуçлать. Акă вăл малта çырма шăнкăртатса юхса выртнине курать. Вăл ăна та çавăрса илесчĕ тесе чупать. Çырмаран анатарах вăл ем-ешĕл улăх сарăлса выртнине курать. Вăл улăха та çавăрса илесчĕ тесе чупать. Шыв леш енче вăл вăрман кашласа ларнине курать. Вăл вăрмана та хăварасшăн мар.
    Акă Энтри апачĕ те çывхарса килет. Хай пуян хашкакан пулса çитет те тин вара каялла çаврăнма шут тытать. Анчах часах ывăннипе чупайми пулса çитет. Халтан кайнипе вара вăл çийĕнчи тумтирне хывса пăрахса хăварать те тем пекех васкаса ута пуçлать. Кайсан-кайсан, утайми те пулса çитет, йăванса каять хĕвел аниччен пушкăртсем патне çитесчĕ тесе, тăват уран упаленсе те пулин ту еннелле васкать. Ту патне çитеспе вăл упаленсе те каяйми пулать те çĕре лапах персе анать. Пушкăртсем патне вара вăл хĕвел аниччен йăвалана-йăвалана та пулин çитрĕ, тет те, вилсе те кайрĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 01:35:45 вăхăтра улăштарнă. 13952 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005