Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Ăшăтман тăлăп:
Пĕр улпутăн куршĕ улпут патне пысăк ĕçпе каймалла пулиă Çул çинче хырăм часах ан выçтăр-ха тесе улпут тутлă апат нăках çисе тултарчĕ, тарçи кӳлсе тăратнă хыçлă çуна çине лаш кĕрсе ларчĕ. Тарçи чаркăч çине кушак пек ялт сиксе ларчĕ те тилхепине карт карт турткаласа ура кукалесе тăракан лашасене хăваларĕ. Тройка улпут кил-çӳртĕнчен вăш çеç уялла тапса сикрĕ.
Çанталăк калама çук сивĕ тăрать. Тимер çуна тупанĕсем чуна çӳçентерсе сиввĕн шăхăрса пыраççĕ. «Ух, сивĕ те паян! — тесе шухăшласа пырать улпут. — Тăлăп ăшĕнче капла сивĕ те ямшăка мĕнле-ши?» — Эй, тарçăм, шăнмарăн-и? — тесе ыйтать улпут. — Каккуй шăнма, тарласа пыратăп! — кăшкăрать ямшак, ларкăч çинче çил арманĕ пек хăлаçланса пыраканскер. — Эй, яра пар! — Мĕнле апла? Эпĕ питех те шăнтăм. Тăрат-ха лашасене, çуран утам каштах, — терĕ улпут. — Эх, улпутăм, санăн тăлăпу ашне сивĕ кĕрсе тулнă. Ниçталла тухма çуккипе сивĕ тарăхса сана шăнтса вĕлересшĕп, — хуравлать тарçи. — Ан кул, çĕтĕк çурханах! — çилленсех çитрĕ улпут. — Тĕрĕс, улпутăм. Çак çĕтĕк аçам мана шăнасран хӳтĕлет те ĕнтĕ: сивĕ пĕр çĕтĕкĕнчен кĕрет те тепĕр çĕтĕкĕнчен тухса та вĕçет. Пăх-ха эсĕ ман çине: епле ташласа кăна ларатăп вĕт эпĕ, — савăнăçлăн кулать ямшăк. Кайсан-кайсан, улпут тӳсеймерĕ: — Шăнса вилетĕп, иçмасса! Хывса пар-ха мана аçамна. Эсĕ ку путсĕр тăлăпа тăхăн, — терĕ. Тарçăн хушнине итлес пулать. Шăтăк-шатăк ала пек аçăмне хывса пачĕ те хăй улпутăн тилĕ тир тăлăпне вар-вар тăхăнса та лартрĕ, лешĕ — кун аçамне. Кайрĕç вара каллех малалла. Кайсан-кайсан: — Ашăнтăн-и, улпутăм, — ыйтать улпутран. — Çук-ха, — тет лешĕ, кӳтсе кайнăскер. Каллех, кайсан-кайсан, тарçă ыйтать: — Ăшăнтан-и? — Çу-ук-ха-а, — тет улпут аран-аран. Кайсан-кайсан, татах чĕнет тарçа, улпучĕ сасă та кăлармасть. «Çывăрса кайре-ши ку?» — тесе, ямшăк улпута хыпашласа пăхать — лешĕ каска пек шак хытă: шăнса вилнĕ улпут. Тарçă улпут виллине пĕр тарăм сакăлтана йăвантарчĕ те вĕçтерчĕ шахвурсем патне. Лашисемпе хыçлă çунана йӳнĕ хакпах сутса ячĕ, тет, вăл шахвурсене. Тилĕ тир тăлăпне те сутрĕ, мĕншĕн тесен улпут тăлăпе ăна пысăк, шалпака-мĕн. Хайхи пирĕн тарçă палламалла мар, хуçа пек тумланса, кĕсъе тулли укçапа ашшĕ-амăшĕ патне таврăнчĕ, тет. Ялти чи хитре те чипер хĕре качча илсе, калама çук вăйлă туй турĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-11-16 11:03:31 вăхăтра улăштарнă. 10046 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|