Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Ăслă хěр:
Вуник салтак ним пĕлмен, тет те, патша вĕсене чул тирне сӳме янă, тет.
Хай салтаксем çĕçĕсем, пуртăсем тăратса пыраççĕ. Пырсан-пырсан, вĕсем пĕр вуник çулхи хĕре тĕл пулаççĕ. Хĕр вĕсенчен: — Ăçта каятăр? — тесе ыйтать. Кусем: — Вĕрентнине пĕлменшĕн патша пире чул тирне сӳме ячĕ, — тесе калаççĕ. Хĕрĕ: — Вăл патша чула хăй пусса патăр. «Вара эпир кайса сĕвĕпĕр», тесе калăр эсир, — тет. Хай салтаксем патша патне каяççĕ те: — Эсĕ пире чула пусса пар, вара эпир сĕвĕпĕр,—тесе калаççĕ. Патши: — Куна сире кам каларĕ?—тет. — Эпир çул çинче пĕр вуник çулхи хĕре тĕл пултăмăр та, çав каласа пачĕ,— теççĕ салтаксем. — Вăл хĕр питĕ ăслă пулсан, чултан çăпата тутăр, — тесе ярать патши. Хайхи вуник салтак хай хĕр патне каяççĕ те калаççĕ: — Вăл сана чултан çăпата туса патăр терĕ, — теççĕ. Хĕр пĕр хутаç илет те хăйăр тултарса килсе калать: — Патша çакăнтан кантра явса патăр, — тет. Салтаксем çĕклесе каяççĕ те патшана калаççě: — Вăл хĕр сана çак хăйăртан кантра явса пама каларĕ, — теççĕ. — Ку хăйăртан епле кантра явмалла? — тет патша. — Чултан епле çăпата тумалла? — теççĕ. Патша калать: — Вăл питĕ ăслă пулсан, ыран ман патăма çапла килтĕр: ни çарамас мар, ни кĕпепе мар, хапхаран ни кĕтĕр, ни ан кĕтĕр, — тесе ярать. Хай хĕр атма пĕркеннĕ, качака утланнă, мăйракинчен тытнă, тет, сиктерсе пырать. Хапхаран икĕ урине кĕртнĕ, икĕ урине кĕртмен, тет. Патша тухать те тĕлĕнсе икĕ пĕççине шарт! çапать, тет. Унтан патша вуник салтака çав хěр патне хăтана ячĕ, тет. Салтаксем çитсен: — Мĕн чухлĕ хулăм ыйтатăн? — теççĕ. Хĕрĕ: — Хулăм кирлĕ мар, утмăл упа, вуник куян тытса килĕр, — тет. Патша салтаксене тытма ячĕ. Утмăл упа, вуник куян хăваласа пыраççĕ те: — Ну, тытса килтĕмĕр, — теççĕ. — Ну, вĕсене пĕр картана хупма юрать-и? — тет хĕрĕ. — Юрамасть, — теççĕ салтаксем. Юрамасть тесе алă пусаççĕ. — Акă утмăл çулхи старикне вуник çулхи хĕре те çапла венчет тума юрамасть, — тет хай хĕр. Вара хай салтаксем пуçĕсене лăштах усса таврăнаççĕ, тет, патша патне. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-08 13:10:46 вăхăтра улăштарнă. 10915 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|