Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çунашка (сăвă):
Пур тавралăх пĕркенчĕ
Ăшă шурă виттипе. Çил ачи пире чĕнчĕ Ярăнма ту хĕррипе. Тăман вĕçтерсе анан Çунашкапа сăрт çинчен. Ăна туртса хăпарман Хĕнпе çӳле çитиччен. Çут тĕнчере пурăнма Хĕл мучи те вĕрентет: — Кам юратать ярăнма — Çунине те турттăр,— тет. Çĕрле тата вăй илсен Лайăх ĕçлен, вĕренен. Каллех ярăнас тесен, Çунашкуна кӳлĕнен. Çунашкапа ярăнни Тĕреклетет сывлăха. Пурте пĕрле выляни Çирĕплетет туслăха. Хěветěр Савгаев "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-05 00:13:57 вăхăтра улăштарнă. 9616 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|