Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çуллă пăтă:
Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Вĕсен ывăлĕ пулнă, тет. Вăхăт çитсен, кусем ывăлне авлантарчĕç, тет. Ашшĕпе ывăлĕ яланах уя ĕçлеме каяççĕ, тет, хĕрарăмсем кил таврашĕнче ĕçлеççĕ, тет.
Çĕртме çитрĕ, тет. Ашшĕпе ывăлĕ уя çĕртме сухине кайрĕç, тет, кăнтăрлахи апат уя илсе пыма хушрĕç, тет. Кăнтăрла çитет, тет. Хунямăшĕ арçынсем валли кинне апат-çимĕç хатĕрлеме хушать, тет. Кинĕ пăтă пĕçерчĕ, тет, уйран, çăкăр-тăвар хатĕрлерĕ, тет. Çĕнĕ çыннăн хăйĕн те çиесси килнĕ, тет, анчах хунямăшĕнчен вăтаннипе çимесĕрех чăтрĕ, тет. «Уйра та çийĕп-ха, — тесе шухăшларĕ, тет. Хунямăшĕ васкатать, тет. — Кин, вăхăт çитрĕ, лашисене те тăварчĕç пуль, часрах кай,— тесе калать, тет. Кинĕ çăкăр-тăварне пештĕре чикрĕ, тет. Пăттине чĕресе хуриччен чĕрес тепне малтан услам çу хучĕ, тет, çу çине пăттине ярса лартрĕ, тет. Хăй: «Çуне ытларах хурас-ха. Çусăр пăттине арçынсем çисе пĕтереççĕ те, çулли вара мана юлать. Çиетĕп пĕрре тăраниччен!» — тесе шухăшлать, тет. Пештĕрне çакрĕ, тет, пăтă чĕресне илчĕ, тет, тепĕр чĕреспе уйран илчĕ, тет те кайрĕ, тет, уя арçынсене апат çитерме. Çитрĕ, тет те: — Ларăр, çийĕр, уйран та пур, пăтă та пур, — тесе калать, тет. Арçыннисем ларчĕç, тет, чĕресĕсене уçрĕç, тет те, çиме тытăнчĕç, тет. Хайхи çу вĕри пăтă айĕнчен пĕтĕмпех çиеле ирĕлсе тухса ларнă, тет. Арçыннисем çуллă пăтта çавăраççĕ анчах, тет, çинĕçемĕн ашшĕ кинне мухтать, тет: — Пăтта питĕ тутлă пĕçернĕ, çиме лайăх, — тесе калать, тет. Çамрăк арăмăн упăшки те кăмăлласах çирĕ, тет. Арçынсем, çисе тăрансан, канма выртрĕç, тет. Çамрăк арăм, хайхискер: «Ну, çиетĕп ĕнтĕ тăраниччен!» — тесе, пăтта пăтратма тытăнчĕ, тет, анчах чĕрес тĕпĕнче нимĕнле çу та юлман, тет. Çамрăк кинĕн çуллă пăтă çиесси пулмарĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 19:44:49 вăхăтра улăштарнă. 14148 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|