Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çĕр çинче мěн вăйлă?:
Ěлĕк пĕр патшан çĕр çинче мĕн пуринчеy вăйлbне пĕлес килнĕ. Кам тĕрĕс калать, çавна вăл çур патшалăх пама пулнă. Патша сăмахне халăха пĕлтернĕ. Вара патша патне тăхăр çын пуçтарăннă: мелник, пĕр çунса кайнă çын, пулăçă, тимĕрçĕ, çар пуçлăхĕ, пĕр каччă, усламçă, евчĕ тата Кукша. Патша çаксене пĕрле лартнă та ыйтнă:
— Мĕн пуринчен вăйлă? Тĕрĕс калăр! — тенĕ. — Çил нимрен вăйлă, вăл арман чулĕсене çавăрать. Çил асса кайсан, арман çунатне хуçать! — тенĕ мелник. Çунса кайнă çын мелникпе килĕшмен. Вăл каланă: — Çил часах ывăнать те чарăнать. Арман çуначĕ хуçăлни пит пысăк сиен мар, ăна тӳрлетме пулать. Вут нимрен вăйлă. Ман кил-çурта çунтарса ячĕ, çӳпĕ те юлмарĕ,— тенĕ хуйхăрса. Пулăçă çак çын каланине юратман. — Вут, çунса пĕтсен, хăех сӳнет. Вутран вăйли шыв пур. Эсир курман-и çуркунне шыв мĕнле сарăлса кайнине, арман пĕвисене ишнине тата кӳлĕрен шăтарса тухса тарнине? — тенĕ пулăçă. Пулăçа хирĕç тимĕрçĕ каланă: — Шыв çуркунне анчах вăйлă. Çуллахи вĕри çанталăкра вăл типсе ларать, хĕлле сивĕ чух шăнса ларать. Тимĕр нимрен вăйлă. Тимĕр пуртă юмана касать, хурçă çулу вут кăларать, тимĕр тупă инçете перет, тимĕр хĕç улпутсен пуçне те касать, — тенĕ. Çар пуçлăхĕ сиксе тăнă та каланă: — Тимĕр тутăхать-çке. Паттăр никамран та вăйлă! Манăн паттăрсем тăшман çарĕсене хиреççĕ. Паттăрсем çук пулсан, кам сыхлатăр патшалăха! — тенĕ вăл мухтанса. Каччă ăна хирĕç каланă: — Паттăр тем чул вăйлă пулсан та, ăна хитре хĕр илентерет. Хитре хĕр çине никам та алă хураймасть. Хитре хĕр пĕрре пăхнипе патшана çавăрма пултарать, — тенĕ. Усламçă кулса янă: — Хитре хĕрсене укçа парса илеççĕ. Укçа нимрен вăйлă тĕнчере! Укçа пулсан, ухмах та улпута тухать, укçасăр улпут та ухмаха ерет. Укçашăн пуп икĕ хут венчет тăвать. Укçапа тĕрме алăкĕ уçăлать, шуçи хурах та рая кĕрсе каять. Укçасăр патша та пурăнаймасть, — тенĕ, укçа хутаçне силлесе. — Чăнах та, укçапа тем те илме пулать. Анчах укçа пурин те çук-çке, ăна тупма пĕлес пулать. Нимрен вăйли вăл шăмăсăр чĕлхе пулать. Шăмăсăр чĕлхе паттăра та, хитре хĕрсене те илĕртет. Усламçа усламçă улталать, йăпăлтисем пуçлăхсене ырă пулаççĕ, пуçлăхсем халăха пăхăнтараççĕ — пурне те шăмăсăр чĕлхе тăвать çавна. Шăмăсăр чĕлхе калаçнипе патшалăхсем тытăнса тăраççĕ, — тенĕ евчĕ. Çапла нумай тавлашнă пухăннă çынсем. Кукша ним те шарламан. Вара патша Кукшаран ыйтнă: — Сан шутупа, кам тĕрĕс каларĕ? Пуринчен вăйли мĕскер пулать? Каласа пар! —тенĕ. Кукша çапла каланă: — Ман шутпа, нимрен вăйли чăн сăмах пулать! Чăн сăмах çил пек çивĕчĕ, вут пек вĕри, çурхи шыв пек сарăлать, витĕр шăтарса тухать. Чăн сăмах тимĕртен те вичкĕн, вăл паттăра вăй парать, имшерккисене аталанма хал парать, хитре хĕрсене ăс парать. Чăн сăмаха пĕтересшĕн усламçăсем пĕтĕм усламне параççĕ. Чăн сăмах суеçĕсен суйине палăртать, кам ĕнентĕр вара евчĕ сăмахне? Чăн сăмах тутăхмасть, кивелмест, шывра та путмасть, çĕрте те çĕрмест, ĕмĕрне те ватăлмасть. Чăн сăмахсăр халăх саланса каять. Ман сăмах тĕрĕс! Патша, сан сăмаху тĕрĕс пулсан, çур патшалăхна мана пар. Анчах патшан чĕлхи евчĕнни пек шăмăсăр пулнă иккен. Кукшана вăл нимĕн те паман, хăваласа кăларса яма хушнă. Хура халăх Кукшан чăн сăмахне илтнĕ те суеçĕ патшан пĕтĕм çĕрне туртса илнĕ. Ана хăйне тинĕс утравĕ çине кайса янă. Тĕрĕс, чăн сăмахран вăйли ним те сук! Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-08 12:52:42 вăхăтра улăштарнă. 8560 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|