Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Суеçě:
 

    Ěлěк пěр суеçě тепěр çынна тěл пулнă. Тěл пулнă та калать:
    — Эпě тилě куртăм, хӳри виçě аршăн тăршшě пулать, — тет.
    Тепри калать:
    — Çук, суятăн пуль, икě аршăн пулать пуль, — тет.
    Лешě калать:
    — Ну, виççě пулмасан та, иккě пулатех, — тет.
    Тепри каллех калать:
    — Çук, иккě те пулмасть, пěр аршăн тăршшě пулать, — тет.
    — Ну, юрě, чăнах та, тилě хӳри пěр аршăн пулать, — тет суеçě.
    — Çук вěт, пěр аршăн тăршшě те пулмасть, — тет лешě каллех.
    — Чăнах та, эп виçмен, пулмасть те пуль, тен, аршăн тăршшě... — тет суеçě.
    Лешě ахалтатса кулса ярать. Ăна илтсе, пěтěм сěм вăрман ахалтатса кулнă пек туйăннă.
    Суеçěн пичě пěрре хěрлě улма пек хěрелсе, тепре чăкăт пек шуралса кайнă. Çавăн хыççăн вăл суйма та асăрханса суйнă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

P-Code тӳрлетнě, информацие 2005-06-28 20:31:07 вăхăтра улăштарнă. 9953 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005