| 
  Система  Регистраци  Кěмелли  Юмахсем  Халапсем  Юрăсем  Сăвăсем  Пурнăç йěрки  Ваттисен сăмахěсем  Ялсем  Шупашкар  Ссылкăсем  Добавить  Пěтěм список  Хушмаллисем  Шырамалли  Сайт çинчен  Инструкци     |  Ял йери-тавра çаврăн:  
    Пĕр çĕнĕ çын апат çинĕ хыççăн сĕтел çинчен пуçтарать, тет. Сĕтел варрине шалать, тет те, хĕррине шăлмасăр хăварать, тет. Хунямăшĕ куна пăхса тăрсан-тăрсан, калать, тет:  — Ял йĕри-таврах çаврăн-ха, кинĕм, ял йĕри-таврах çаврăн, — тет. Кинĕ, килтен тухса, ял тавра чупса çаврăнать, тет. — Пăянам, ял йĕри-тавра чупса çаврăнтăм, халĕ ĕнтĕ мĕн тăвас? — тет. — Эй, кинĕм, ял йĕри-тавра çаврăн тени сĕтел хĕррисене те шăл тени пулать, — терĕ, тет, хунямăше.  Тěп страницă  Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:04:04 вăхăтра улăштарнă. 10021 хут пăхнă. | |
| 
 | ||